Хамăрăн уявсене те манас марччĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2023, 12:00 Просмотров: 266

Çĕнĕ çула кашни çын тенĕ пекех кĕтет, вăл мĕн те пулин çĕннине, ыррине илсе килессе шанать. Уяв çывхарнă май вара чăрăш лартать, пỹрт-çуртне, хăшĕ тата кил умне капăрлатать. Суту-илỹ çурчĕсемпе социаллă объектсем те илемленеççĕ. Пур çĕрте те хитре, куç савăнать, анчах кăмăла кайман пулăмсем те тĕл пулаççĕ. Хĕл Мучипе Юр пике вырăнне чылай çĕрте Санта Клаус тăрать.

Ют çĕршывран килнĕ сăнара та хирĕçлесех килмест, апла пулсан та хамăрăнне ытларах хисеплесен лайăхрах пек туйăнать. Пирĕн Хĕл Мучи лашасемпе хăнана килетчĕ, халь вара темшĕн пăлансене кỹлме пуçларĕ. Ют çĕршывран килнĕ йăла-йĕрке анлăн сарăлса пыни мăн асатте-асаннерен куçса пыраканнисене манăçа кăларма пуçларĕ. Америкăра, Хĕвел анăç Европăра тата ытти çĕрте те паллă тăвакан Хэллоуин та пирĕн çĕршыва çитрĕ. Шкулсенче те ăна ачасем пĕр вăхăт хаваспах уявлатчĕç. Пичĕсене сăрласа пĕтеретчĕç, кавăнсен ăшĕсене кăларса хăратмалли тăватчĕç. Çав вăхăтрах çитĕнекен ăру Сурхури пирки йĕркеллĕ пĕлмест те. Кивĕ Çĕнĕ çулта йăвача пĕçернине çеç асра тытатпăр. Унччен вара çамрăксем чỹречерен пырса шаккаса е пỹрте кĕрсех: "Манăн арăм (упăшка) мĕн ятлă?" - тесе ыйтатчĕç. Яш-кĕрĕм кăна мар, аслăраххисем те кĕрĕкĕсене тавăрса тăхăнса, паллаттарас мар тесе пичĕсене хупласа килсем тăрăх çỹретчĕç. Выльăх-чĕрлĕх ăнтăр, кĕлет тулли тырă пултăр тесе урайне пăрçа, тырă сапатчĕç...

Мăнкунри йăласене те тытса пыма пăрахрăмăр. Çăмарта хĕрететпĕр, çĕнĕ тум тăхăнатпăр, çакăнпа вара пирĕн уяв вĕçленчĕ тесен те юрать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче те рет тăватчĕç. "Кин, эртелте эпĕ асли, пирĕн тăвансене чĕнмелле", - тесе асанне аннене калани паян та асрах. Унтан вара пире, ачапчана, чĕнме кăларса яратчĕç. Çапла майпа тăвансем ăçта пурăннине те лайăх пĕлнĕ, пĕр-пĕрне те палланă. Паян иккĕмĕш сыпăкрисемпе калаçатпăр-ха, ыттисене нумайăшĕ пĕлместпĕр.

Раççейре çеç паллă тăвакан уявсене ют çĕршывсенче паллă тăваççĕ-и? Çак ыйтăва Интернет уçлăхĕнче шырарăм. Тивĕçлĕ хурав тупаймарăм. Манăн çакна кăна калас килет: кашни çĕршывăн, нацин хăйĕн йăли, культури, вĕсене пĕлни, сумлани начар мар. Хамăрăнне манăçа хăварса ютсенне мала хурас марччĕ.

 О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика