Выльăхăн та чунĕ пур

Категория: Публикации Опубликовано: 27.01.2023, 13:11 Просмотров: 216

Маларахри çулсенче мăшăрăм вырăнти кафере ĕçленĕ май ирхине 4-5 сехетрех унта çитетчĕ. Каç пулсан çеç таврăнатчĕ.

Таçтан ун çумне пĕр çамрăк йытă çыпçăнчĕ: ирхине унпа ĕçе каятчĕ те каялла килсе пирĕн умра çывăратчĕ, ачасемпе вылятчĕ. Арăмăн ĕçрен таврăнма вăхăт çитсен ăна кĕтсе илме утатчĕ.

Пĕррехинче ачасемпе урамра вылянă вăхăтра йытта машина çапса хăварнă. Вăл пирĕн кил умне аран килсе выртнă. Ăна тем пек тăрăшсан та чĕртсе хăвараймарăмăр. Шăтăк чавсах пытартăмăр.

"Лорд çук ĕнтĕ, сана ĕçе пĕччен çỹреме кăмăллах мар пулĕ",- терĕм эпĕ арăма пĕррехинче.

 Вăл та йытта питĕ шеллерĕ. Сăмах çинех пирĕн пата тĕреклĕ йытă иленчĕ. Хайхискер киле-киле выртать. Арăм урама тухсан ун патне чупса пырать, ачашланать. Мана курсан вара - тарать, чĕнсен те пымасть. Çавна май çине тăрсах ăна вĕрентме тытăнтăм. Джек ят патăм. Вăл хуçинчен аташса юлнă пулĕ тесе шухăшларăм, тупăнсанах парса яма пултăм. Хайхискер пире хăвăрт хăнăхрĕ. Арăмпа ĕçе çỹреме тытăнчĕ, унтах кун каçатчĕ. Мăшăрăм çул çинче кама та пулин тĕл пулса сăмах хускатсан Джек кăштах айккине пăрăнса тăратчĕ, вĕсем калаçса пĕтерессе кĕтетчĕ. Чăн-чăн сыхлавçăччĕ вăл. Лавккана та пĕрлех пыратчĕ. Туяннă апат-çимĕçе сыхлама килĕштеретчĕ. Ун пек чухне тавар çывăхне ют çынна ямасчĕ. Пĕррехинче пĕр арçынна чутах туласа тăкмарĕ.

Хампа пĕрле урама тухсан кỹршĕсене тивмесчĕ. Вĕсем пирĕн пата каçсан çывăха та ямасчĕ. Пĕррехинче Валентин Кудрявцев кукка пирĕн пата килме тухнă. Çул çинче Джека асăрханă. Вăл ăна палланă пекех юнашар утнă. Эпĕ алăка уçрăм та йытă куккапа пĕрлех картишне кĕрсе тăчĕ. "Асту, вăл усал, çыртма пултарать",- тетĕп эпĕ асăрхаттарса. "Ку йытă кафе таврашĕнченех манпа юнашар утса килчĕ",- пĕлтерчĕ вăл.

 Пире хăвăрт хăнăхнăран Джекран пурте тĕлĕнетчĕç. Ăна апатпа илĕртсе хăйсем патне илсе каяс текенсем те пулчĕç, анчах вăл улталанмарĕ. Е тата йытта ют картишне хупса мана киле кайма хушатчĕç. Икĕ метр ытла çỹллĕш хỹме урлă сиксе каçатчĕ анчăк, манран юлмасчĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтеретчĕ вăл.

Мăшăр пенсие тухсан пирĕн пата пĕр вăрманçă килчĕ. Джек кăмăла кайнине пĕлтерчĕ. Йытта парса яма тархасласах ыйтрĕ. Ун чухне урамри анчăксене вăхăтăн-вăхăтăн пăшалтан перетчĕç. Çавна май хам та шикленеттĕм. Çавăнпах вăрманçă ыйтнине пурнăçларăм. Çапла уйрăлтăмăр эпир Джекпа. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ пулин те ăна час-часах аса илетпĕр.

 Чĕрĕ чунсем питĕ ăслă, калаçма çеç пултараймаççĕ. Çын мĕн каланине пурте ăнланаççĕ вĕсем. Акă пĕррехинче кăнтăрлахи апата таврăннă чухне, хам сыхлануллă пулманран, тиха ĕрĕхсе кайрĕ. Эпĕ ун çинчен пуç хĕрлĕ çĕре ỹкрĕм. Вăл ыттисемпе пĕрле малалла чупмарĕ. Манран 20-25 метрта чарăнчĕ те ăнтан кайса пăхса тăрать. "Мĕн пулчĕ-ши кăна?"- тенĕн туйăнчĕ.

Выльăх-чĕрлĕхĕн те чунĕ пур çав. Тепĕр чухне çынран та шанчăклăрах пек туйăнаççĕ вĕсем.

Александр ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ

Архив материалов

Февраль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 1 2 3

Яндекс.Метрика