"Пурнăçланă ĕç çăвара хуплать, туса çитерейменни калаçтарать..."

Категория: Публикации Опубликовано: 10.02.2023, 11:14 Просмотров: 417

Шăнкăртам тата Турхан территори пайĕсенче 2022 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен граждансен пухăвĕсем пĕр кунтах иртнĕрен çак шухăш пуçра çийĕнчех çуралчĕ.

Шăнкăртамра территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Минсур Валитов çулталăкра пурнăçланă ĕçсем пирки слайдпа кăтартса тунă пĕтĕмлетỹ хыççăн залра ларакансем пĕр ыйту та памарĕç. Çулталăк тăршшĕпе тунă ĕç пурте куç умĕнче, цифрăсемпе, фактсемпе усă курса хатĕрленĕ тулли содержаниллĕ доклад хыççăн алă çупмалли çеç юлчĕ... Турхан территори пайĕнчи граждансен пухăвĕ вара начальник ĕçĕсене пурнăçлакан Александр Еремеевăн отчечĕ хыççăн хĕрсе çеç кайрĕ темелле. Пухăва хутшăннисен ыйту çине ыйту çуралса çеç тăчĕ. Хăшĕ-пĕри (килейменнисем) ăна онлайн мелĕпе телефонпа та çитерчĕ...

Шăнкăртамсен ял палли - халăхпа кар тăни

Патăрьел муниципалитет округĕнче икĕ ялтан тăракан Шăнкăртам территори пайĕ пысăк хутлăхсенчен пĕри. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 5976 çын пурăнать: Шăнкăртамра - 5577, Кзыл Камышра - 399.

Ваттисем тỹшекне кура уруна тăс, тенĕ. Ку тĕлĕшпе Шăнкăртам территорийĕ пайĕнче пурăнакансем те çаплах тăваççĕ темелле. Вĕсен бюджечĕ муниципалитет округĕнче чи пысăккисенчен пĕри. Çулталăк итогĕпе тупăш бюджечĕ 32,83 миллион тенкĕ пулнă, ăна вĕсем 115 процент пурнăçланă. М. Валитов докладра кĕрекен тупăш укçисем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Çав вăхăтрах налуксенчен çĕр налукĕпе 525 пин, транспорт налукĕпе 2 миллион тенкĕ ытла халăхран укçа-тенкĕ кĕрейменнине те палăртса хăварчĕ, çак енĕпе кăçал хастарлăха ỹстермеллине палăртрĕ.

Расхут тĕлĕшĕпе территори пайĕнче 33,98 миллион тенкĕ пурнăçа кĕртмелле пулнă, ăна 95,7 процент пурнăçланă. Укçа-тенкĕ çулталăк тăршшĕпе муниципаллă 13 программăна пурнăçа кĕртме кайнă. Вĕсенчен пĕлтерĕшлисенчен пĕри - çул ыйтăвĕ. Вахитов, Пушкин ячĕллĕ, Садовая урамсене (1,4 километр) юсанă, çул паспортне тунă. Çулсене тытса тăма 2029,3 пин, юсама 2663,3 пин тенкĕ, çулсен паспорчĕсене хатĕрлеме 200 пин тенкĕ кайнă. Территори пайĕнчи урам çулĕсем вăрăм: 57,6 çухрăма тăсăлаççĕ! Кăçал Тукай, Çамрăксен урамĕнчи çулсене юсама палăртса хăварнă. Республика программипе килĕшỹллĕн Шăнкăртамра 2022 çулта Ленин урамĕнче икĕ çухрăм çурă çул сарчĕç. Подряд организацийĕ 2023 çулхи сентябрьте вĕçлемелли строительство объектне пилĕк уйăхрах пурнăçларĕ.

Пуçару бюджечĕ аталанма пулăшать

"Правительствăна тата муниципаллă пĕрлĕхсен администрацийĕсене палăртса хунă мероприятисене пурнăçланипе кăна çырлахмалла маррине асра тытма ыйтатăп. Ĕçе пуçаруллă пурнăçламалли мелсемпе усă курса яланах çĕннине шырама ăнтăлмалла ..." - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çырура.

Ку тĕлĕшпе те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Шăнкăртам территори пайĕ чăнах та кăтартуллă ĕçлет. Вĕсем пуçару бюджечĕн программипе çулсеренех ял инфратытăмне аталантарассипе çĕнĕ объектсем хута яраççĕ, масарсене тирпейлеççĕ, урамсене çутăпа тивĕçтереççĕ тата ытти те. Акă, 2022 çулта çеç пуçару бюджечĕн программипе виçĕ объект хута янă: Шăнкăртамри пĕрремĕш масара тирпейленĕ (2,2 миллион тенкĕ), пушарниксене валли ăшă гараж тунă (4,254 миллион тенкĕ), Чебоксарская урама çутăпа тивĕçтернĕ (78,3 пин тенкĕ). Пурте пĕлтерĕшлĕ, халăхшăн пурнăçланă ĕçсем. Программăн йĕркипе килĕшỹллĕн укçан 40 процентне ял-йышран пухасси те кал-кал пулса пырать. Уйрăм çынсем пысăк пулăшу панине те палăртса хăварасшăн. Акă, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ, фермер хуçалăхĕн ертỹçи Фарид Чабатов масара тирпейлекен программăпа 510 пин тенкĕ укçана (софинансировани) хăй тỹленĕ.

Сăмах май каласан, пуçару бюджечĕн республикăри программипе малалла та усă курма территори пайĕ кăçал та виçĕ заявка тăратнă: "Çĕрпỹ-Ульяновск-Шăнкăртам" автоçула тирпейлесси, Солнечная урамри ача-пăча лапамне хăтлăх кĕртесси, Çамрăксен урамĕнчи трансформатор подстанцине юсасси. Шăнкăртамра физкультурăпа спорт комплексне тăвас тата Кзыл Камышра ял клубне юсас ыйтупа та объектсен проекчĕсем патшалăх экспертизине тухнă.

Тирпей-илем, хăтлăх, сывлăхпа пуянлăх

Шăнкăртам территори пайне Юхмапа Пăла тăрăхне килекен кирек мĕнле сумлă хăнана та илсе кайса кăтартма та намăс мар. Ял çулсерен çĕнелет, капăрланать, пысăкланать, пуянланать. Пĕлтĕр çеç территори пайĕнче 2868,7 тăваткал метр лаптăк пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Умма лартнă тĕллеве 133 процент пурнăçланă. Ку тĕлĕшпе малашлăх плансем тата та пысăк.

Территори пайĕн администрацийĕ çурт-йĕр условине лайăхлатас тĕллевпе кĕнĕ ыйтусене тивĕçтерме тăрăшать. Пĕлтĕр çеç федераци программипе икĕ çемье субсиди, пĕр çамрăк çемье патшалăх пулăшăвне илнĕ. Паянхи куна çак ыйтупа 50 çемье черетре.

 Икĕ капăр вăтам шкул, "Сандугач" тата "Ромашка" шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсем ял мăнаçлăхĕ шутланаççĕ. Икĕ шкула 700 ача вĕренме çỹрет, 44 класс комплект. Ача сачĕсенче 280 шăпăрлан. Территори пайĕнче икĕ врач амбулаторийĕ тата фельдшерпа акушер пункчĕ пур. Кăçал Кзыл Камышра ФАП, 2024 çулта вара Шăнкăртамра тепĕр врач амбулаторине тума палăртнă.

 Пĕлме: 2022 çулта Шăнкăртам территори пайĕнче арçынсем вăтамран 66, хĕрарăмсем 83 çул пурăннă.

Ял хуçалăх сферинче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе çынсене ĕçпе тивĕçтерни, тĕрлĕрен производствăна хута яни те Шăнкăртам хутлăхĕ экономика аталанăвĕн тĕрĕс çул-йĕрĕпе пынине çирĕплетет. 2022 çулта çеç кунта Э.Айнетдинов выльăхсене тирпейлемелли пункт тунă, "Экопродукт" кооперативра хатĕр продукцисен, хăйсен ĕçĕпе тимлекен И. Шамсутдинов, М. Земдиханов тырă склачĕсене хута янă, Э. Хуснетдинова фермерăн 200 пуç ĕне-выльăх вырнаçмалăх ферми те хушма ĕç вырăнĕпех çыхăннă тата ытти те. Территори пайĕнче паянхи куна пилĕк кооператив, 100е яхăн фермер хуçалăхĕ пулни хăйех ял мал ĕмĕтпе пурăннине çирĕплетет. Çакна пухура Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та палăртса хăварчĕ:

- Шăнкăртамсем халăхпа пĕр чăмăрта ĕçлеме, малашлăха курса ĕçлеме пĕлеççĕ. Муниципалитет округĕн депутачĕсемпе обществăлла организацисен, тĕрлĕрен харпăрлăх формиллĕ учрежденисен ертỹçисем, унсăр пуçне уйрăм хастарсем тĕрлĕ еннелле сапаланса кайманни, пĕрле пулни сире яланах ăнăçу кỹнĕ, пурнăçа хăтлăлатса пыма май панă. Малашне те эсир федераци, республика шайĕнчи программăсене хастар хутшăнса пур енĕпе те ырă улшăну тăвасса шансах тăратăп.

Турхансене çул, шыв, çутă тата ытти ыйту пăшăрхантарчĕ

Турхан территори пайне кĕрекен тăватă ялта (Турхан, Упамса, Хурама Твар, Тури Тăрмăш) пурăнакансем ĕлĕкех çĕр ĕçĕсĕр пуçне вăрман ырлăхĕпе усă курса, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăннă. Ку тĕлĕшпе халĕ те ял çыннисен хастарлăхĕ пысăк. Çакна территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Александр Еремеев та отчетлă докладĕнче палăртса хăварчĕ. Пĕлтĕр маларахри çулпа танлаштарсан килти хушма хуçалăхра усракан выльăхсен шучĕ чакнă пулин те çак тăрăхра лашасем (37 пуç), вĕлле хурчĕн çемйисем (420) тытакан хастарсем пулни савăнтарчĕ.

 Кунта паянхи кун "Хастар" хуçалăх, пилĕк фермер хуçалăхĕ, харпăр хăй ĕçĕпе тимлекенсем пур. Ял çыннисен пĕр пайĕ Турханти психоневрологи интернатĕнче, вăтам шкулта, ача садĕнче, медицина учрежденийĕсенче ĕçлеççĕ. Пытарма кирлĕ мар, килти хушма хуçалăх вăйĕпе çеç пурнăçа сыпăнтарса пурăнакансем те сахал мар. Шăпах вĕсене паян сĕт хакĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарчĕ.

Тĕп доклад хыççăн залра ларакансем чылайăшĕ ялсенчи çул ыйтăвĕ тивĕçтерменни, Турханти шкулта шыв пулманни, урамсенче çутă çукки, вăл час-часах сỹнсе ларни пирки сăмах хускатрĕç. Турханта 2008 çултанпах районти ПЧ-26 пайĕн уйрăм посчĕ ĕçлет пулин те, пушар тухсан уйрăмах хĕллехи вăхăтра шыв илмелли вырăнсем пулманни пирки те пăшăрханчĕç.

2022 çул Турхансемшĕн пысăк та пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайнипе палăрса тăман. Вĕсем пуçару бюджечĕн программине те хутшăнман. Вырăнти пысăк мар бюджет укçи-тенкипе çеç яла хăтлăх кỹме тата автомобиль çулĕпе инженерла сооруженисене пăхса тăма 185 пин тенкĕ, урамри çутăсене пăхма 249 пин тенкĕ, поселени хушшинчи çулсене юсама 943 пин тенкĕ кайнă, Хурама Тварти, Упамсари çулсен пĕр пайĕсене юсанă.

Пуху шавлă, уççăн иртрĕ, çынсем тĕрлĕрен ыйтупа кăсăкланчĕç, хăйсене пăшăрхантаракан самантсене хускатрĕç. Алексей Кокель ỹнерçĕ ячĕпе çулсеренех пленэр иртекен Турхан ялĕнче тирпей-илем çитменни пирки чылайăшĕ тухса калаçрĕ. Çак ялти врач амбулаторийĕ те тимлĕх тата çĕнĕлĕх ыйтать, ун патне çуран çỹреме утма çул пулманни, Тури Тăрмăш ялĕн хыçĕнчи çỹп-çап купи ỹссех пыни, ял масарĕсене халăхпа пĕрле тирпейлесси, субботниксене кар тухасси тата ытти те çивĕч калаçусен шутнех кĕчĕç.

Пухăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа пĕрлех структура подразделенийĕсен начальникĕсем те хутшăнчĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç, залра ларакансен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

- Паян вырăнсенче ертỹçĕ çаврăнăçулăхĕнчен, хастарлăхĕнчен, пуçарулăхĕнчен питĕ нумай килет. Çыхман çапă шăпăр мар. Вăйсене пĕрлештерни, патшалăх программисене хутшăнни, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене шута илсе пуçару бюджечĕпе программăсене явăçни çеç ял сăн-сăпатне ырă енне улăштарма пулăшĕ. Турхансен малашне халăх пăшăрханăвне шута илсе ĕçлемех тивĕ,- терĕ Рудольф Васильевич пухăва пĕтĕмлетсе.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика