Сывă шăлсем - пурнăç илемĕ. Вĕсене упрама та пĕлмелле. Ахальтен мар ĕнтĕ февралĕн 6-12-мĕшĕсенче çăвар ăш-чикĕ сывлăхлă пултăр тесе яваплăха ỹстермелли эрне ирттерме палăртнă. Мĕне асра тытмалла-ха пирĕн?
Апат-çимĕçе лайăх чăмласа вĕтетнисĕр пуçне сывă шăл-çăвар пит-куçа илемлетет, лайăх калаçма пулăшать. Кашни ача амăшĕ хăйĕн пепки илемлĕ пултăр тесе ĕмĕтленет. Анчах çакă хĕрарăмран килнине асра тытас пулать. Çуралакан ачана илемлĕ сăн-пит пиллес тесен унăн йывăр çын чухнех хăйне тĕрĕс тытса пурăнмалла. Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланмалла. Апатра организма кирлĕ белоксем, çусем, углеводсем, тĕрлĕрен тăварпа витаминсем çителĕклĕ пулмалла. Уçă сывлăшра ытларах çỹремелле. Ỹт-тире таса тытмалла. Ачана çулталăка çитиччен кăкăр ĕмĕртмелле. Çакăн чухне вăл тĕреклĕ çитĕнет, чирлемест. Сывă ачан шăлĕсем те вăхăтра шăтаççĕ. Маларах каланисене пурнăçласа пымасан чирлет. Рахит, туберкулез, хĕрлĕ шатра, варвитти, ангина, грипп тата ыттисем ача организмне хавшатса хăвараççĕ. Чир-чĕрпе нушалансан сĕт шăлĕсем кая юлса тухаççĕ. Е кариеспа ванса пĕтеççĕ. Кун пек чухне яланхи шăлсем çитĕнесси чарăнса тăрать. Хăш-пĕри пĕтсе ларма та пултарать е арпашăнса шăтать. Вĕсем тикĕс пулмаççĕ. Çỹллĕшĕпе пĕр тан ỹсмеççĕ, путăк-шăтăксем юлаççĕ.
Час-часах ашшĕ-амăшĕ ачана вырăн çине тĕрĕс вырттармасть. Пуçелĕкне çỹлĕ тăвать. Е минтере ача мăйĕ тĕлне хураççĕ. Кун пек чухне вăл çăвара уçса выртать. Мăй мышцисем карăннăран аялти янах çỹлтипе тан ỹсмест.
Ачасене сăмсапа сывлама вĕрентмелле. Унсăрăн шăлсемпе янахсем аталанасси кирлĕ пек пулса пыраймасть. Катăк е çĕрĕк шăлсене пула ачасем калаçма, кулма вăтанаççĕ. Вĕренỹре кая юлса пыма е вĕренес шухăша вăхăтсăр пăрахма пултараççĕ. Сăн-пичĕ яланах шухăшлă, хуйхăллă курăнать. Çавăн пек ан пултăр тесен ашшĕ-амăшĕн ачасене лайăх пăхса ỹстермелле. Вăхăтран-вăхăта çитĕнекен ăрăва тухтăр патне илсе çỹремелле.
А. САНДЫРКИНА, врач-стоматолог
Ноябрь 2024 |