Шурă çỹçлĕ ветеран, хисепе тивĕçлĕ ялан

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2023, 14:27 Просмотров: 341

Çулсерен, кунсерен сайралса пырать Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă салтаксен йышĕ. Юхма Енпе Пăлаçи тăрăхĕнче те сахалăн юлчĕç вĕсем. Эпир сире вĕсенчен пĕринпе, Шăхач ялĕнче пурăнакан Феоктист Васильевпа паллаштарасшăн. Январĕн 16-мĕшĕнче 97 çул тултарчĕ вăл.

2020 çултанпа Пĕтĕм Раççейпе "Срокран тухмаççĕ" ятпа иртекен сочиненисен конкурсне хутшăннă май, Аслă Чемен вăтам шкулĕн 6 класĕнче вĕренекен Софья Игнатьевăпа ун патĕнче пултăмăр. Ветеранран интервью илтĕмĕр. Çулталăк каялла Софья çак конкурса хутшăнса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă мăн аслашшĕ патне çырнă çырупа республика шайĕнче пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Кăçал ветеранран илнĕ интервьюпа хутшăнас терĕмĕр. Ватă çын ăс-тăнĕпе те, сывлăхĕпе те çирĕп пулни савăнтарчĕ пире.

- Феоктист Александрович, хăвăр ачалăха, шкул çулĕсене ас тăватăр-и?

- Астумасăр. Октябренока, пионера илнĕ самантсене те ас тăватăп. Вăрçă пуçланнă чухне 15 çулта пулнă. Çĕрĕн-кунĕн ĕçлеме тивнĕ пире, çавах та вĕренме те вăхăт тупнă.

- Эсир вăйăсем вылянă-и? Мĕнлисене кăмăлланă?

- Ача-пăча вылямасăр ỹсмест ĕнтĕ. Сайра, уяв кунĕсенче çеç вылянă. Ĕлĕк ача-пăча нумай пулнă. Эпир хамăрах çемьере 8 ача ỹссе çитĕннĕ те. Çуркуннепе çулла лапталла нумай вылянă. Мечĕкне хамăрах ĕне çăмĕнчен йăваласа тунă. Хĕлле вара эх, аванччĕ, тăвайкки янăраса кăна тăратчĕ. Çунашки-йĕлтĕрне те килтех ăсталанă, лавккаран илме укçи-тенки пулман.

 - Ачалăхри хăш самантсем тăтăшах аса килеççĕ?

- Физкультура урокĕсем асра. Эпĕ гимнастика тума пит кăмăллаттăмччĕ. Кỹршĕ ялсен клубĕсенче тĕрлĕ акробатла номерсем кăтартса çỹреттĕмĕрччĕ.

- Хальхи çамрăксем çинчен эсир мĕн шутлатăр?

- Çамрăксем маттур пирĕн. Ятарлă çар операцинче Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кар тăчĕç.

 - Сире аçăр-аннĕр епле воспитани панă, мĕне вĕрентнĕ?

- Атте-аннен пире пăхса ларма вăхăчĕсем те пулман. Асатте-асаннепе ытларах ỹснĕ. Вĕсем юмах юптарса вăрлама, кахалланма юраманнине ăнлантарнă. Аслисене хисеплеме, хамăр ĕçлесе тунипе пурăнма вĕрентнĕ.

- Мĕн вăл телей? Феоктист Александрович, эсир телейлĕ-и?

 - Паллах. Куç курать, хăлха илтет, ура утать. Вăрçăра аманнă пулин те, сурансем аса илтерсен те аптрамастăп-ха. Ачасемпе мăнуксем (кĕçĕннисем те пур) аван пăхаççĕ мана. Шел, 64 çул шăкăлтатса пурăннă мăшăр иртерех пурнăçран уйрăлчĕ.

- Эсир ăçта ĕçленĕ?

– Вăрмана юратнăран вăрçăран таврăннă хыççăн, çемье çавăрсан Чулхула облаçĕнчи Краснобаковскри вăрман техникумĕнче 4 çул вĕрентĕм. Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесех тивĕçлĕ канăва кайрăм.

- Вăрçă çулĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа параймастăр-и?

- Вăл вăхăтсене манма йывăр. Пире, 1926 çулта çуралнисене, вăрçă вĕçне кăна çакланнă теме пăхаççĕ. Тантăшсем 7-шер çул салтакра тăнине пĕлмеççĕ те. Çĕнтерỹ хыççăн та 10 çул Хĕвеланăç Украинăра "бункер вăрçи" тăсăлнă. Унта тата мĕн чухлĕ салтак пуçне хунă. Питĕ шел, пирĕн ăру тĕпĕ-тымарĕпе кăкласа пĕтереймен çур ĕмĕртен пуçĕсене тăратнă бандеровецсен хунавĕсене халь мăнуксен пĕтерме тивет. Эпĕ çĕршывăн тепĕр пысăк çĕнтерĕвне кĕтсе илес ĕмĕтпе пурăнатăп. 1944 çулта мана военкоматран Кострома хулинчи десант çарĕн шкулне вĕренме ячĕç. Кайран Австри çĕршывне ирĕке кăларнă çĕрте пултăмăр. Сăртлă-туллă вырăнсенче нимĕçсем çỹле вырнаçса ларатчĕç те вĕсене унтан хăваласа кăларма çухатусем пулатчĕç. Пĕр наступлени вăхăтĕнче мана амантрĕç. Госпитальтен сывалса тухсан каллех фронта кайнă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерỹ кунĕ çитсен те киле килесси çинчен ĕмĕтленмен. 1948 çулхи декабрьте таврăнтăм.

- Феоктист Александрович, вăрăм кун-çул вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

 - Пурнăçа юратнă, çынсем çине тарăхман, çиленсе çỹремен, тăрăшса ĕçленĕ. Пыл хурчĕсемпе аппаланнă, сăра-эрехпе иртĕхмен.

- Тавтапуç, кăсăклă калаçушăн.

Калаçăва Л. БАСОВА вĕрентекен йĕркеленĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика