Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар... Патăрьелĕнче пурăнакан Агафия Фоминична Тяминăпа (сăн ỹкерчĕкре) тĕл пулса калаçнă хыççăн çакна чунпа туйса, куçпа курса ĕнентĕм.
Çак кунсенче çеç çывăх тăванĕсемпе кĕрекере пĕр ĕмĕрхи юбилей савăнăçне пайланă кинемей темиçе çул каялла çеç вăр-вар та вашаватчĕ-ха, анкартине те хăех тухса çỹретчĕ, кăшт маларах чиркỹри кĕлĕсене те сиктерместчĕ, типĕсене çирĕп пăхăнатчĕ... Шел, Укахви аппа паян пỹртре çеç ларкаласа тăрать. Вăхăтĕнче ĕçпе пиçĕхсе куштăрканă алли те тукмакланнă, ури те итлесшĕн мар, хăлхи мăкалнă, куçĕ шывакланнă... Çапах та çăварĕнче ку таранччен упранса юлнă пĕртен-пĕр шăлĕ, тутăр айĕнчен илемлĕн курăнакан кăлкан евĕр çỹçĕ унăн сумлă ватлăхне хăйне евĕр илем кỹреççĕ. Хисеплĕ ватă çулне пăхмасăр "Авангард" хаçата эрнере икĕ хутчен аллине тытса вулани вара тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. 77 çул, Каçал тăрăхĕнчен качча килнĕренпех туслă вăл Патăрьелсен "чун апачĕпе"! Унта пичетленекен кашни усăллă канаша пуçтарса пырать, вĕсемпе пурнăçра усă курать.
- Ман пуласлăхшăн çамрăк чухнех тăван Уйçырма çывăхĕнчи вăрманти куккук та 100 хутчен авăтрĕ. Ырă Турă вара пулăшса пычĕ пулĕ. Пурнăçра хурапа шуррине сахал мар черетлеме тиврĕ пулин те пĕрремĕш ĕмĕрĕн урати урлă каçнине сисмерĕм те. Ĕненессĕм те килмест,- терĕ Укахви аппа хыçа юлнă çулсемшĕн çỹлти Пỹлĕхçĕмĕре тав тунă май хăй çине виçĕ хутчен хĕрес хывса.
Çăмăл иртмен кинемейĕн хыçа юлнă кун-çулĕ. Тем те курнă, темĕнле йывăрлăха та парăнтарнă... Хĕр ача сĕт шăлĕ тăкăнса пĕтичченех пилĕкне авма пикеннĕ. Çичĕ çултах алла çурла тытса тăван мар амăшĕпе (виççĕре чухне çурма тăлăха юлнă) тырă вырма çỹренĕ. Каярахпа та шурă кулачă çисех иртĕнмен. Ун пек тума майĕте пулман. Килти çăмăл мар условие пула хĕр ача çырма та, вулама та, хутлама та вĕренеймен. Пĕр çул çеç шкула çỹрейнĕ. Ыттине вара юлташĕсенчен ыйтса хăй тĕллĕн çеç вулама-çырма, алă пусма хăнăхнă. Каярахпа пурнăç унăн чи аслă вĕрентекенĕ вырăнне юлнă.
Агафия 12 çул тултариччченех Патăрьелĕнче няньăна вырнаçнă. Хăй те ача çеç пулин те ăна аякран килнĕ вырăс çемйи хăйсен икĕ пепкине пăхма шаннă. Ачисене куçран вĕçертмесĕр пăхнипе пĕрлех кĕнчелерен кăшт çеç çỹллĕрех хĕр ача пушă вăхăтра ун умне ларса çип арланă, унтан пĕчĕк ачисем валли чăлха çыхнă... Çакăншăн ăна хуçисем хушма укçа тỹленĕ. Пысăк çемьере çитĕннĕ хĕр ачана тăван мар амăшĕ пĕчĕккĕллех алă ĕçне хăнăхтарнă.
Вăрçă суранĕ кинемей чĕринче пирчеймĕ
Укахви Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулхине 17 çулхи хĕр ача пулнă. Вĕсем арçынсемпе тан вăрман каснă, окоп чавнă, торф кăларнă, çав вăхăтрах тыррине те вырнă, суха пуçне те тытнă... Ăна та малтанах ялти пилĕк хĕр ачапа пĕрле Улатăра окоп чавма кайма ят тухнă. Шартлама сивĕре шăннă çĕре самай таккама тивнĕ вĕсен. Тепĕр чухне çамрăкскерсен алли те çĕкленми пулнă. Çапах çакă нихăçан та нăйкăшмалли сăлтав пулман.
- Пире хваттере мĕскĕнтерех çемьене вырнаçтарчĕç. Вĕсен ачисем пĕринчен тепри пĕчĕкчĕ. Пĕррехинче окоп чавса таврăнтăмăр çеç урайĕнче икĕ пепки йăваланса йĕреççĕ. Выçă иккен... Çиесшĕн. Килĕнче вара çăкăр та çук. Эпĕ хама çиме хатĕрленĕ кукăле кăлартăм та вĕсене тыттартăм. Амăшĕ пăшăрханса ỹкрĕ. "Санăн ыран каллех окоп чавма каймалла, хăв мĕн çиетĕн?" - тет. Эпĕ чĕнмерĕм, пăчăртанса тухакан куççуле тутăр вĕçĕпе типĕтрĕм те ачасене пуçĕсенчен шăлса кукăле икĕ пай туса тыттартăм...- хурланса аса илчĕ вăрçă ачи синкерлĕ вăхăтсене.
Агафия Тямина вуншар, çĕршер хĕрсемпе, хĕрарăмсемпе юнашарах Калинин облаçĕнче торф кăларнă çĕре те хутшăннă. Ун чухне çут çанталăкăн çак пурлăхĕ совет салтакĕсемшĕн стратегилле топливо шутланнă. Кунне-çĕрне уямасăр тăрăшнине, пĕрлехи вăйпа пысăк ĕç тунине каласа парать унти ĕçсем пирки тыл хастарĕ. Каярахпа хĕрсен пĕр ушкăнне Мускава, çар ĕçĕпе çыхăннă ĕçсенче пулăшма куçарнă. Унта та чăваш хĕрĕ яланах малти ретре, кăтартуллă пулнă.
90-мĕш псалом ăна вилĕмрен хăтарнă...
Ваттисем ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тенĕ. Хĕр ачан шкул шайĕнче тавра курăмне аталантарма май пулман пулин те, ача чухнех Турă кĕнекинчи хăш-пĕр йĕркесене пăхмасăр пĕлнĕ. Вăл шутра 90-мĕш псалома та. Çакă вара ăна кашкăр çăварăнчен хăтăлса вилĕмрен çăлăнма пулăшнă. Ăна паян Укахви аппа юмах евĕр çеç каласа пачĕ, паллах. Эпĕ те çаплах итлерĕм. Çапах та кашаманпа вăрман хĕрринче куçа-куçăн тĕл пулнă чухне ай-ай хытă чĕтренĕ-тĕр...
- Ун чухне эпĕ Канашри пир-авăр комбинатĕнче (каярахпа Шупашкара куçнă) ĕçлетĕп. Кашни шăматкунах киле, Комсомсольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпỹел тăрăхне çуран çỹреттĕм. Анне тăван мар пулсан та пирĕншĕн чунне пама хатĕрччĕ. Çакă килĕшетчĕ мана. Çавăнпа та чун питĕ киле туртатчĕ. Пĕррехинче пыратăп çапла пĕр ассăрах çул хĕррипе. Сасартăк ман умма кашкăр палт! сиксе тухрĕ! Хỹрине пăлтăртаттарса вылятса илчĕ те ман çине пăхса тăрать. Эпĕ те ун çине куç илми тилмĕретĕп. Çухалса каймарăм, тỹрех шухăшăмпа алла çỹлелле çĕклесе Турăран пулăшу ыйтма пикентĕм, 90-мĕш псалома хам пĕлнĕ пек калама тытăнтăм. Тукмак ура çакна сиссе-ши, нимĕн пулман пекех лăпкăн çаврăнчĕ те хăй çулĕпе вĕçтерчĕ. Эпĕ хаш! сывласа ятăм та хама вилсе çĕнĕрен чĕрĕлнĕ пекех туйрăм. Ыйтакана Турă яланах пулăшать,- каласа парать кинемей пĕр ĕмĕр хушшинче асра юлнă чи кăсăклă самант пирки.
Унăн пурнăçĕнчи тепĕр тĕслĕх те Канашри пир-авăр комбиначĕпех çыхăннă. Кунта ĕçленĕ чухне, 1946 çулта вăл шăпах вăрçă ветеранĕпе Евдоким Тяминпа паллашса çемье çавăрнă. Патăрьел каччи ăна пĕрре курсанах килĕштернĕ, ун хыççăн хăйĕнчен вĕçертмен. Каччă хĕре улталаса та вăлтса паспортпа ял Советне илсе кайнă. Темĕнле документ çине алă пустарса хут ĕçне пĕтернĕ хыççăн çеç Агафия Евдоким мăшăрĕ пулса тăнине пĕлнĕ. Чиперкке çакăн хыççăн виçĕ уйăх ытла каччă çине çилленсе те çỹренĕ, калаçмасăр та пăхнă. Анчах çакă вăхăтлăх туйăм çеç пулнă. Килĕштерекен чĕресем çемье çавăрнă хыççăн пурнăç сукмакĕпе 50 çул ытла пĕрле утнă! Çурт-йĕр çавăрнă, пилĕк ача (пĕри вăхăтсăр вилнĕ) çитĕнтернĕ, вĕсене аслă çул çине кăларнă. Паян Агафия Фоминична Мария хĕрĕн хỹтлĕхĕнче пурăнать.
- Анне пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Мĕн ачаран пире нăйкăшма хăнăхтарман. Тирпей-илеме вĕрентнĕ, кил-тĕрешри ĕçсене пурнăçлаттарнă, çирĕп кăмăллă, ырă чунлă пулма хăнăхтарнă. Кашни ĕçе тĕплĕ, вăхăтра пурнăçланине юрататчĕ. Яланах пиртен çирĕп ыйтнă. Аттепе каменщикре ĕçленĕ вăхăтра икĕ уйăхри йăмăка та хамах пăхаттăм. Эпир, пĕр тăвансем, яланах пĕр-пĕрне хỹтĕлесе, пулăшса ỹснĕ. Тăванлăх туйăмĕ пысăк пулни шăпах аннепе аттен тивлечĕ. Вĕсен ырă ĕçне, ят-сумне пирĕн малалла çеç тăсасчĕ, - тет Мария Евдокимовна юратнă амăшне çупăрласа.
Пил парсан пин пулать, пурнăç та ăнать...
100 çулхи юбилей кунхине тăван килте кĕрекене пуçтарăннă чи çывăх çыннисене -ачисене, мăнукĕсене, мăнукĕн ачисене - Укахви аппа пурне те пил пачĕ: "Ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр. Турă хỹтлĕхĕнче пурăнăр, тăванлăха упрăр, сăваплă та ырă ĕç тума тăрăшăр...". Мана та, паянхи кунчченех кăмăлласа вулакан "Авангард" хаçатăн ĕçченне ватă çын пехиллерĕ. Унăн ырă пилĕнчен пин пултăр, вăл пурин патне те çиттĕрех.
Сăмах май каласан, Агафия Фоминичнăпа Евдоким Алексеевич сăваплă та пархатарлă ĕçсемшĕн иккĕшĕ те яланах хыпăнса ỹкнĕ. Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Алексий Федоров протоиерей (çак кунсенче 90 çул тултарчĕ) район центрĕнче чиркỹ тăвас ĕçе хăйĕн яваплăхĕ çине илсенех Тяминсем хăйсен уйăхри пенси укçине те пĕр хутчен çеç паман. Кил хуçалăхĕнче усранă пăру укçине те чиркỹ пуласлăхĕшĕнех хывнă, унта чылай ĕçлесе пулăшнă тата ытти те. Ырă туни ырăпа таврăнни - куç умĕнче.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |