Чире иртерех палăртсан сывалма ансатрах

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2023, 18:50 Просмотров: 211

 Туберкулез - ерекен чир. Çавна май ку енĕпе профилактика ĕçне пĕртте хавшатмалла мар. Вăхăтра кирлĕ мерăсем йышăнни вырăнлă.

Чире пуçарса яраканни туберкулез патакки шутланать. Ытларах чухне пĕр çынран тепĕрне сывлăш урлă ерет. Ỹсĕрнĕ, кулнă, калаçнă чухне сурчăкпа сĕлекен вĕтĕ тумламĕсем 2 метртан пуçласа 9 метр таран сарăлаççĕ. Сывлăшра 30-60 минут тытăнса тăраççĕ. Сывланă май ỹпкене лекеççĕ.

Туберкулез чуптусан, ют çыннăн пирус тĕпĕсене туртсан, алă тытсан, тумтир урлă та ерме пултарать. Çак хăрушă чире шăнасем те пуçарма пултараççĕ.

Апат-çимĕç продукчĕсем - сĕт, аш-какай, чирлĕ кайăк-кĕшĕк çăмарти - урлă та сиенленме пулать. Çавăнпа вĕсене çийиччен малтан вĕретмелле е пĕçермелле.

Енчен те çынна туберкулез патакки çаклансан, çакă чирлине пĕлтермест-ха. Бактери çулталăкĕпех, вуншар çул хăйĕн çинчен палăртмасăр пурăнма пултарать. Мĕншĕн тесен ăна иммун системин ятарлă клеткисем пусарса тăраççĕ. Сывлăх хавшасан çак патаксем аталанма пултараççĕ. Грипп, пневмони, бронхит, сахăр диабечĕ, язва, авитаминоз вĕсене çул параççĕ. Туберкулеза пуçаракан сăлтавсен шутне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем япăх пулни, час-часах ывăнни, пирус туртни, алкогольпа иртĕхни те кĕреççĕ.

Сăлтавсăрах хăвăрт ывăнатăр, пĕрмаях тарлатăр, апат анмасть, виçе чакса пырать, ỹсĕретĕр, кăкăр клеткисенче ыратать пулсан, ỹт-пỹ температури ỹссен тата çак паллăсем уйăхра та иртсе каймасан сирĕн рентген тĕпчевĕ витĕр тухмалла. Чире вăхăтра палăртсан çĕнтерме пулатех.

Пĕлтĕр флюорографи витĕр районти халăхăн 79,1 проценчĕ тухнă. Икĕ çул е унтан ытларах çак тĕрĕслевре пулманнисем Шăнкăртам, Пикшик, Сăкăт, Туçа, Кзыл Чишма участокĕсенче пур.

Чире мĕн чухлĕ хăвăртрах тупса палăртатăн, çавăн чухлĕ сыватма та, сывалма та çăмăлрах.

Валентина КАЗАКОВА, тĕп больницăн фтизиатрĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика