Апрелĕн 12-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ çумĕнчи Обществăлла канаш (председателĕ Светлана Ляллина) тата Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçарăвĕпе "Вăрмана çỹп-çапран тата пластик савăтран тасатар!" ятпа экологи субботникĕ ирттерчĕç.
Акцие хутшăннă хастарсем паянхи кун вăрманта тасамарлăх хуçаланнине хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Вуншар-вуншар çул каялла тымар ярса тĕрекленнĕ, пуянланнă ĕшнесене çуркуннехи пĕрремĕш чечексем ытларах илем кỹмеççĕ, унта сим пыл евĕр ырă шăршă та сăмсана кăтăкламасть... Ун вырăнне унта та кунта кĕленче, пластик савăт, кил-тĕрешрен тухнă ытти çỹп-çап сапаланса е купаланса выртать, выльăх каяшĕ е унăн шăмми-шакки çурхи хĕвел хĕрỹлĕхĕпе пиçсе ырă мар шăршă сарать... Çак "илем" вăрман хĕрринченех куçа тирĕнет.
Алманчăсем вăрман пуянлăхĕпе, унăн илемĕпе ĕлĕкех усă курнă. Унта хитре лапамсем те, уçланкăсем те, кỹлĕ вырăнĕсем те пур. Пытарма кирлĕ мар, хальхи вăхăтра унта çынсем канма çỹреççĕ. Вĕсенчен пĕринче пирĕн те пулса курма тиврĕ. Темиçе кун каялла çеç çак лапам йĕри-тавра туллиех çỹп-çап сапаланса выртнă. Чăнах та эпир пынă чухне ăна тирпейлени сисĕнчĕ. Çапах та çут çанталăк тусĕсем ытла çăмăл субботник ирттерни тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Вăрмантах, кану вырăнĕнчен кăшт аяккарах пысăк шăтăксем алтнă та мĕн пур çỹп-çапа çавăнта тултарнă. Ăпăр-тапăра куçран çухатнă, паллах. Акцие хутшăнакансем ỹркенмерĕç, çав шăтăксене те май пур таран тасатрĕç. Шанас килет, кунта канма килекенсем хăйсем хыççăн çỹп-çапа пĕрлех илсе кайĕç, малашне алтса пытармĕç. Кун пирки территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов та пăшăрханса калаçрĕ, çак таврашра çирĕп тĕрĕслев, йĕрке пуласса шантарчĕ, пуçтарăннă çỹп-çапа çийĕнчех вăрмантан илсе тухма пулăшрĕ.
Тутар Сăкăт вăрманĕ те ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Кунта та çынсем кăмпана та, çырлана та çỹреççĕ. Яманчурелне каякан çулăн икĕ хĕррипе вырнаçнă вăрман та паян пиртен пулăшу ыйтать. Пуринчен те! Çынсем кунта мĕн кăна илсе килсе пăрахман-ши? Выльăх-чĕрлĕх пуç-ури, хуçалăхра усă курман ытти япала... Пиртен кашниех çакăн пек нĕрсĕрле хăтлансан çывăх вăхăтра вăрмана ирĕккĕн сывласа мар, сăмсана хупласа кĕмелле пулмĕ-ши?! Çак шухăшсене Шăнкăртамри Акатуй-Сабантуй иртекен вăрман хĕррине çитсен ирĕксĕрех уççăн калама тиврĕ. Тен, кунти лапама инçе çула çỹрекен автомашинăсем те чарăнса тирпейсĕрлетеççĕ. Шел, никам та алли е ури йĕрне хăварман. Çапах та аслă çул хĕрринчен алă тупанĕ çинчи пек курăнса выртакан çак тирпейсĕр лаптăка кунтан иртсе çỹрекенсем Патăрьелсен тĕкĕрĕ вырăнне хума пултараççĕ. Çул хĕрринчен инçех те мар пĕр лаптăк çĕре çунтарса илнĕ (темĕнле имçам килсе тăкнă). Вăрмана, çĕре, сывлăша варалакан каллех кам иккенни паллă мар. Çапах та акцие йĕркеленĕ Обществăлла канаш ертỹçи ку ыйтупа полици сотрудникĕсене çийĕнчех чĕнсе илчĕ, пакунлисем кун пирки протокол çырчĕç.
Çут çанталăк пуянлăхĕ, илемĕ Турă панă ырлăх. Ăна эпир пĕрлехи вăйпа упрамасан, пăхса тăмасан вăрман та пире савăнтараймĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |