Пурнăçра кирек мĕнле япалана та хăв куçупа курса хакланине, пахаланине нимĕн те çитмест. Çын каласа пани е ун пирки ытти çăлкуçран вуласа пĕлни - пачах урăхла япала. Çĕршыври "Таса шыв" программăпа Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски муниципалитет округĕсенче пурăнакансене ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтерес тĕллевпе тума пикеннĕ Шăмăршă тăрăхĕнчи шыв управĕ пирки "Авангардра" сахал мар çыратпăр пулин те асамлă (çаплах хаклас килет) вырăна журналист куçĕпе хаклама ку таранччен пĕрре те пỹрменччĕ. Çакă чăн малтанах плотина Юхмапа Пăла тăрăхĕн çĕрĕ çинче пулманнипе те çыхăннă, паллах.
Патăрьелĕнчен аякрах мар, Палтиел ялĕ çывăхĕнче, хыр вăрманĕ варринчи лапамра вырнаçнă мăнаçлă та хăтлă комплекс, çыранĕсене бетон плитасемпе çирĕплетнĕ шыв управĕ умне çитсе тăрсанах пăхса ытарайми куç тулли илем чуна тыткăнларĕ: уçă та ырă сывлăш варкăшĕ сăмсана кăтăклать, шыв кайăкĕсем шăплăха çурса пăр та пăр! вĕçеççĕ, аякранах курăнакан шурă акăшсем кỹлĕ çийĕн чупакан шыв хумĕпе чỹхенсе унталла та кунталла ишсе киленеççĕ... Акă вăл ял таврашĕнчи, юнашарти "тинĕс"! Çав вăхăтрах халăх ырлăхĕшĕн тата сывлăхĕшĕн тăрăшса тунă иксĕлми пуянлăх, комплексра тĕрлĕрен тапхăрпа пурнăçланă нумай-нумай ĕç, территори таврашĕнче кунта ĕçлекенсем тытса тăракан тирпей-илем хăпартлантарчĕ те. Патшалăх программипе Патăрьелсем патне те çитекен ĕçме юрăхлă таса шыв çывăх вăхăтра шăпах çак плотинаран тухса тасатакан, организма кирлĕ тĕрлĕрен компонентпа пуянлатакан сооруженисем урлă пăрăхсемпе тĕрлĕ еннелле шăнкăртатĕ.
- Çыннăн организмĕ 60 процент шывран тăрать. Çавăнпа та пахалăхлă та таса шыв - этем сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пусăсенчен тата артезиан шăтăкĕсенчен илекен шыв чылай чухне санитарипе гигиена нормисене тивĕçтермест. Вĕсенче тимĕр, бор, марганец тата ытти минералсен виçисем кирлинчен ытларах пулни организма йывăрлăх, сиен кỹрет. Пирĕн комплексран тасатакан сооруженисем урлă тухакан шыв мĕн пур параметрпа ĕçме, усă курма юрăхлă, пахалăхлă пулать, унăн тытăмне лабораторинче ку чухнехи хăватлă приборсемпе тĕрĕслесех тăраççĕ. Çавăнпа та кун пирки нимĕнле иккĕленỹ те пулмалла мар. Сăмах май каласан, пирĕн территоринче 22 зданипе тĕрлĕрен сооружени, пурте "Таса шыв" программăна пурнăçа кĕртес, республикăн кăнтăр тăрăхĕнче пурăнакансене ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтерес тĕллевпе çыхăннăскерсем. Вĕсене те, шыв управне те кирлĕ пек пăхса, сăнаса, тирпейлесе тăратпăр.
Халăхра тепĕр чухне шыв калăпăшĕ, саппасĕ пирки тĕрлĕрен калаçнине илтме тивет. Ку тĕлĕшпе сас-хура саракансем те тупăнаççĕ. Управран тухакан шыв ĕçме, усă курма пахалăхлă çеç мар, ытлă-çитлĕ те пулĕ. Кун пирки иккĕленме, сехĕрленме кирлĕ мар. Плотинăна тунă чухне çакна пĕтĕмпех шута илнĕ. 420 гектар йышăнакан лаптăкри управра 15,9 миллион кубла метр шыв пуçтарăнса тăрать. Çакăн пек ĕçмелли шыв пухакан объект республикăра урăх çук. Пытарма кирлĕ мар, пĕр тапхăрта укçа-тенкĕ ыйтăвĕ кăткăс пулнăран кунти ĕç чарăнса ларчĕ. 2021 çулта вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ыйтăва хăйĕн яваплăхĕ çине илсе объекта малалла ĕçлеттерсе яма пултарчĕ, ăна федераци шайĕнче çивĕчлетнĕ хыççăн ĕç шавĕ çĕнĕрен вăй илчĕ, - паллаштарчĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Гидроресурс" хысна учрежденийĕн директорĕ Камиль Салихов.
Хальхи вăхăтра Шăмăршăпа Каçал енпе пĕрлех Юхмапа Пăла тăрăхне те çитекен шыв ыйтăвĕ правительство шайĕнче çирĕп тимлĕхре. "Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" программăпа килĕшỹллĕн 2022 çулта Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски муниципалитет округĕсене ушкăнлă килекен шывăн 1,3,4 пуск комплексĕсене тăвассине вĕçленĕ. 5 тата 6 пуск комплексĕсемпе шыв Кзыл Камыш, Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Çĕньял, Пăлаçи Атăк, Каншел, Первомайски, Анат Чакă, Çăл Атăк, Анат Тăрмăш, Турхан, Тури Тăрмăш, Шăхач, Кĕçĕн Чемен, Аслă Чемен, Тури Чакă, Сител, Пăлапуç Пашьел, Пăлапуç Нурăс, Ишлĕ, Пỹртлĕ, 8 тата 9-мĕшпе Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн, Еншик, Хирти Пикшик, Кĕçĕн Арапуç, Именкасси, Тикеш, Кивĕ Катек, Татмăш, Треньел, Ыхра Çырми, Чăваш Ишек ялĕсене çитмелле.
Çывăх вăхăтра çак ыйту татăлсан виçĕ муниципалитет округĕнчи 74 ялта пурăнакансен пурнăçĕ тата хăтлăланĕ, крансенчен таса шыв шăнкăртатĕ. Ку тĕлĕшпе 48 пин çыннăн ыйтăвĕ татăлĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |