Çĕр кунне апрелĕн 22-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Çакă вăл чĕр чунсемпе ỹсен-тăран тата çут çанталăк хутлăхĕ хушшинчи çыхăнусен кунĕ те.
Çветтуй сывлăш кунĕнче - кăçал вăл июнĕн 5-мĕшĕнче - авалхи халăхсен хушшинче сарăлнă тĕне ĕненекенсем - мăн асаттесем - çĕр менельникне паллă тунă. Хисепре пире тăрантаракан Çĕр-анне. Çынсене тырă, кăмпа-çырла, пахча çимĕç, тĕрлĕ курăк парнелет. Çак кун çĕре кансĕрлеме юраман, ăна чавса кăпкалатни малашлăх пурнăçра сиен кỹрет, тенĕ.
Çумăрпа юр тỹперен анаççĕ, çĕре шăварса вăй параççĕ. Вăл вара акакана вăрлăх, çиекене çăкăр парать.
Çĕр ĕçченĕсем IХ ĕмĕрте шайлавлă палăрма пуçланă. 1497 çулта вырăссен аслă князĕ III Иван вăрттăн указĕпе хресченсене крепостла йĕркене пĕрлештернĕ. Помещиксем вĕсене выльăх сутнă евĕр сутнă, ачисене ашшĕ-амăшĕнчен уйăрнă, хĕненĕ, право тивĕçĕ пачах та пулман.
II Александр Раççей престолне ларсан 1856 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Мускав дворянĕсен умĕнче хресченсем хăйсене хăйсем крепостла йĕркерен ирĕке тухма пуçланине кĕтиччен вĕсене "çỹлтен" çакăн пек йĕркерен хăтарни лайăхрах, тенĕ.
1861 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче II Александр крепостла йĕркене пăрахăçлани çинчен калакан манифеста алă пусса çирĕплетнĕ. Ăна мартăн 5-мĕшĕнче пичетлесе кăларнă. Вара кăнтăрлахи кĕлĕ хыççăн пур чиркỹре те халăха вуласа ăнлантарса панă. Çав вăхăтра Раççей производство шайĕ СШАпа Великобританинчен 15 хут пĕчĕкрех пулнă, технологи енĕпе 50 çул юлса пынă.
1932 çул тĕлне СССРта хресчен хуçалăхĕсен 62 процентне, 1937 çула 98 процентне коллективизаци тунă. Çак хушăра ял хуçалăх производстви палăрмаллах чакнă. Мăйракаллă шултра выльăх 60 тан 30 миллиона юлнă. Анатри тата Вăтам Атăл тăрăхĕсенче, Украинăра, Казахстанра выçлăх пуçланнă.
1932 çулта çĕршывра паспорт пама пикенсен хресченсене çĕр çумне "çыхса" хурса документсăр хăварнă.
Календарьте халĕ мĕнле кăна кун çук: çăмарта, кĕнеке, çемье, сĕт, анчах ял кунне тĕл пулаймастăн.
Телевидени тĕрлĕ каналпа эфира тухать. Ял хуçалăхне çутатаканни вара сайра.
Василий ПЕТРОВ, АПК ветеранĕ
Ноябрь 2024 |