Куç тулли ỹсет тыр-пул, савăнмалăх пирĕн пур

Категория: Публикации Опубликовано: 13.06.2023, 11:50 Просмотров: 381

Пĕр çуркунне те пĕр пек килменнине палăртаççĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем. Кăçал вăл ытти çулхинчен ик эрне маларах çитрĕ. Нỹр пур чухне кашнийĕ кĕске вăхăтра тата пахалăхлă акса-лартса юлассишĕн тăрăшрĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарать, тесе ахальтен каламан ĕнтĕ аслисем. Вăй хунине кура кăтартăвĕсем те аван. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хирсем çуллен хитреленсе те хитреленсе пыраççĕ. Çакна июнĕн 2-мĕшĕнче муниципалитетра иртнĕ уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем хăйсем курса ĕненме пултарчĕç. Ирхине 6 сехетрех Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов, АПК ветеранĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, хими препарачĕсемпе ĕçлекен "Сингента", "Шанс", "Альфа-Агро" предприятисен представителĕсем çула тухрĕç. Çул çỹрев тăршшĕ 200 çухрăма яхăн пулчĕ, 20 ытла хуçалăхăн хирĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç.

Чи малтанах Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен хирĕнче чарăнчĕç. Калчасем технологие пăхăнса акнăран аван çитĕнеççĕ. Хуçалăх çул хĕррипе лартнă йывăçсен айккинчи лаптăка та пушă вырттармасть. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ыттисене те вĕсен тĕслĕхне шута илме, çывăх вăхăтра çул-йĕр организацийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулса ку ыйтăва хускатассине каларĕ.

Муниципалитетра усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе юлашки çулсенче чылай ĕç турĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 10-15 е ытларах та пушă выртнă, йывăçсем ỹссе кайнă уйсене тасатрĕç. Шăнкăртамри Ферид Чабатовăн "Московская 35" çурхи тулă ỹсекен анине палласа илме те çук. Хăй вăхăтĕнче вара вăл та сухаланман, çум курăк ăшĕнчи уй пулнă.

Çĕньялта та пушă выртакан лаптăксене ĕçе кĕртессипе аван тăрăшаççĕ.

- Усă курман çĕр çук тесен те юрать, эпир арендăна паратпăр. Çамрăксем хушшинче ĕçлес текенсем нумайланчĕç, çакă савăнтарать, - терĕ Çĕньял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май. Ун хыççăн сăмах Михаил Паймулкинпа Борис Емельянов фермерсем илчĕç. Вĕсем пусă çаврăнăшне тытса пыма, вăрлăхсене çĕнетме тăрăшнине каларĕç.

Турхан территори уйрăмĕнче ку ыйтупа ĕçлемелĕх пур - 20 гектар ытларах çĕрпе хальлĕхе никам та усă курасшăн мар. Тăпра пулăхсăррипе унпа питех кăсăкланмаççĕ иккен.

Шăхач, Турхан тата Çĕньял территори уйрăмĕсем чикĕленнĕ вырăна "бермуд виç кĕтеслĕхĕ" теççĕ. Хальхинче те чарăну шăпах çакăнта пулчĕ. "Хастар" кооператив ертỹçи Валерий Косойкин ялта вĕлле хурчĕсем усракансем сахалах маррине шута илсе кăçал ытти культурăпа пĕрлех хура тул та акнине, вăрлăхсене çĕнетессипе тимленине пĕлтерчĕ.

 "Мир" хуçалăх председателĕ Яков Селиверстов хуçалăха пиллĕкмĕш çул ертсе пырать. Тырă, нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтернисĕр пуçне хĕвел çаврăнăш та никĕсе хывнă.

 Сергей Чадановăн фермер хуçалăхĕ Пăлапуç Пашьел территори уйрăмĕнче вырнаçнă. Уй-хир тĕрĕслевне тухнисем нумай çул ỹсекен курăк ани патĕнче чарăнчĕç. Нỹр пулнăран вăл аванах ỹсет. Фермера хирте хăмăш çитĕнни, ăна гербицидсемпе сапсан та пĕтерме çукки пăшăрхантарать. Сăмах май, ку пĕр хуçалăх ертỹçин нуши кăна мар, вăл ытти çĕрте те пур. "Сингента", "Шанс", "Альфа-Агро" предприятисен представителĕсем усăллă сĕнỹсем пачĕç.

 Ишлĕ территори уйрăмĕнче 5 фермер хуçалăхĕ, вĕсенчен пĕри - Сирине Халитовăн.

 Фермер çĕрпе те усă курать, пĕрлех качака ферми те тытать. Паяна кунта 1500е яхăн мăйракаллă выльăх, унтан сăвăнаканни 1000 ытларах. Сĕте Шупашкара тата Шăнкăртамри "ЭкоПродукт" кооператива сутаççĕ. Фермер хуçалăхĕн хирĕсем те таса. Кĕрхи тулă уйĕ çил вĕрнĕ май тинĕс пекех хумханать. Пучахсем те вăрăм, тĕшшисем нумай. Специалистсем хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен вăхăтра имçам сапсан вăтам тухăç 40 центертан кая пулмассине пĕлтерчĕç.

"Первомайск" тата "Малалла" хуçалăхсен никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ "Куснар" çĕр ĕç фирминче урпан "калькуль" сорчĕ ытларах йышăнать. Арендăна илнĕ çĕр пайĕсемшĕн халăха пама çеç тулă акаççĕ. Минераллă удобренисем тăпрана хывнин витĕмĕ пысăк çав. Иртнĕ çул тыр-пулăн вăтам тухăçĕ 38 центнерпа танлашнă. Çакна та каласа хăварас килет: хуçалăх Первомайски тата Пашьел территори уйрăмĕсенчи пушар машинисем валли бензин хăй шутĕнчен уйăрать.

"Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Труд", "Корма" хуçалăхсен, Сăкăтри Мария Лаврентьева, Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин, Алманчăри Александр Петров фермер хуçалăхĕн хирĕсем такама та ăмсантармалла: калчасем пĕр тикĕс, çум курăксем те курăнмаççĕ. Акана вĕсенче ячĕшĕн кăна ирттермеççĕ. Мартышкинсем çĕнĕлĕх те кĕртрĕç, вĕсем хăйсен хуçалăхĕпе паллаштаракан сăн ỹкерчĕксемлĕ ятарлă стенд хатĕрленĕ.

"Исток" çĕр ĕç фирми Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахăр кăшманĕпе ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри, кăçал та вăл 300 гектар йышăнать. Йăрансем тикĕс те таса. Мария Лаврентьева фермерăнне те çакнах каламалла. Сăмах май, тымар çимĕçе икĕ хуçалăхра та комбайнпа кăлараççĕ. Фермер хуçалăхĕнче вăл иккĕ те.

Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа территори уйрăмĕсем вăрлăх сухан çитĕнтерессипе палăраççĕ. Вăтаелĕнчи Эльвира Шайкина фермер та асăннă культурăна 15 гектар акнă. 2015 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕскер хăйне тивĕçекен çĕр пайĕсемпе туллин усă курать. Ĕçе те механизацилеме тăрăшнă.

Çулла ял çыннин канса ларма вăхăт çук çав, пĕр ĕç хыççăн тепри ĕлкĕрсех пырать. Ака вĕçленчĕ çеç, нумай çул ỹсекен курăксен пĕрремĕш хутне пуçтарса илмелли тапхăр çитрĕ. Хуçалăхсенче вĕсене çулма тухнă та ĕнтĕ. Камиль Салихов фермер хуçалăхĕнче сенаж янтăлама пикеннĕ. Ăна унта ытти çĕртинчен урăхларах мелпе хатĕрлеççĕ. Çулнă, анчах типмен курăкран çаврака тюксем тăваççĕ. Кайран ятарлă çатăрка пленкăпа йăвалаççĕ. Уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем çакăн пек хатĕрленĕ апат выльăх йышĕ сахалтарах хуçалăхсемшĕн питĕ меллĕ пулнине палăртрĕç. Вăл хĕл те лайăх каçать, çакна ĕнентерме пĕлтĕр- хи сенажа та илсе тухнă.

Пирĕн ĕлĕкхи ырă йăласене те манăçа кăларма юрамасть. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çакна яланах аса илтерет. Сăмах кунта хирти юпасем çумĕнчи лаптăксене çум курăкран тасатса тăрасси пирки пырать. Пĕрре тирпейлĕ, тепре чир-чĕр е хурт-кăпшанкă аталанаймасть. Алманчăри Александр Петров, "Батыревский" тата ытти хăш-пĕр хуçалăх çакна тĕпе хураççĕ.

Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ те лайăх аталанса пыраканнисенчен пĕри. Вăрлăх сухан çитĕнтернипе пĕрлех чипсы тума юрăхлă çĕр улми, 10 гектарта купăста тата ытти культурăсене те ỹстереççĕ. Купăста калчисене халиччен Куславкка районĕнчен туяннă, малашне ютран илесшĕн мар, хăйсемех акса хатĕрлесшĕн.

2024 çулта районта Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче агропарк хута каймалла. Ку ыйтупа халь çине тăрсах ĕçлеççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов кĕскен кăна унăн проекчĕпе паллаштарчĕ. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсемшĕн усăллă пуласси куç кĕретех.

Юлашки чарăну "Батыревский" пĕрлешĕвĕн çĕр улми тата "Ульяновская-100" çурхи тулă ỹсекен хирсенче пулчĕ. Пĕрлешỹ директорĕ Петр Ялуков хуçалăх пирки кĕскен каласа панă май патшалăх пулăшăвĕ пысăк витĕм кỹнине палăртрĕ. Туяннă техникăн 40 процентне субсидиленипе усă курса виçĕ çулта 78 млн тенкĕлĕх тракторсем туяннине каларĕ.

Уй-хир тĕрĕслевне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пĕтĕмлетрĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хирсем çуллен лайăхланса пынине, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем технологие пăхăнса ĕçленине палăртрĕ. Çĕр çыннисене кану, уяв кунĕсене пăхмасăр тăрăшнăшăн, сĕтел çинче çăкăр пурришĕн тав турĕ.

Ятарлă комисси уй-хир тĕрĕслевне пĕтĕмлетнĕ хыççăн мала тухнă хуçалăхсене июнĕн 10-11-мĕшĕсенче иртекен Акатуй - Сабантуйра чыслаççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика