Маляри - инфекци чирĕ. Вăл чирлĕ çынран сыввине вăрăмтуна сăхнă хыççăн ерме пултарать. Ытларах тропикри ỹпре хăрушă. Чир хавшаклатать, вăй-хала чакарать, пуçа ыраттарать, шăм-шака суртарать, çăвара типĕтет. Унтан ỹт температури ỹсни палăрать, кăмăл пăтранса хăстарать, ăш-чик пăсăлать, ỹсĕрттерет. Сиплеве вăхăтра пуçăнмасан вилĕм патне те çитме пулать.
Маляри ытларах чухне 5 çулчченхи ачасемшĕн хăрушă.
Пирĕн патăрта çакнашкал вăрăмтуна çук теме те пултаратăр. Анчах çуллахи вăхăтра ачасем, ашшĕ-амăшĕ ăçта çеç канма каймаççĕ-ши? Тĕнчери халăхсен 40 проценчĕ маляри чирĕ сарăлма пултаракан вырăнта пурăнать. Çулсерен унпа йышлă çын чирлет. Вĕсенчен чир пирĕн пата та килме пултарать. Мускавра, Мускав, Ростов, Самар, Оренбург, Чулхула, Рязань облаçĕсенче, Тутарстан Республикинче, Краснодар крайĕнче çакнашкал тĕслĕхсем пулнă та.
Чирлĕ çыннăн юнне сăхнă вăрăмтуна теприн патне куçса ăна сывмарлатать. Юнри паразитсем пĕвере çитме пултараççĕ.
Çакнашкал вăрăмтунаран пур çĕре канма каятăр пулсан пĕр эрне маларах организма хỹтĕлеме пултаракан эмел ĕçмелле. Унта пурăннă чухне те, каялла киле таврăнсан та пĕр уйăх сиплев курсне ирттермелле. Мĕнле эмел ĕçмеллине тухтăр çеç сĕнме пултарать.
Ỹте маçсемпе сĕрмелле. Алăкпа чỹречесене сетка е марля кармалла. Пỹлĕме вăрăмтуна вĕлерекен препаратсем сапмалла.
Йывăр çын хĕрарăмсен е ытти чир асаплантаракансен сыхлăх тата ытларах кирлĕ. Иммунитет чакнисене вăл тата та хавшатма пултарать. Çие юлнисен чир çуралас ачана сусăрлатма пултарасран асăрханмалла. Чир палăрăмĕ 7 е ытларах кунран тин сисĕнет. Тепĕр чухне унăн симптомĕ 5-12 уйăха та тăсăлма пултарать.
Çавăнпа та иккĕленетĕр пулсан юн анализне пама тăрăшмалла. Чиртен стационарта тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçласа сипленмелле. Вăраха ямасăр эмелсем ĕçме пуçăнмалла.
Антонина ЧЕРНОВА, районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ
Ноябрь 2024 |