Агротехникум студенчĕсем - ял хуçалăхĕн пулас ĕçченĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2023, 21:51 Просмотров: 382

Патăрьел муниципалитет округĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕрлех фермер хуçалăхĕсем те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсене кадрпа тивĕçтерессишĕн вара агропромышленность техникумĕ тăрăшать. Кунта тĕрлĕ професси алла илме май пур. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен çеç мар, кỹршĕллĕ Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă округĕсенчен, ют регионсенчен те пĕлỹ пухма килеççĕ. Вăл республикăра чи аслă учрежденисенчен пĕри шутланать - 2024 çулта 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Техникум пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе унăн директорĕ Алексей Логунов паллаштарма килĕшрĕ.

- 2022-2023 вĕренỹ çулĕнче пирĕн патăрта 530 ача вĕренчĕ, 170-е яхăнĕ çак кунсенче диплом илчĕ. Техникумра студентсем тĕрлĕ профессие алла илеççĕ: çăмăл автомашинăсене юсакан маçтăр, ял хуçалăх техникипе хатĕрĕсене юсакан тата вĕсемпе ĕçлекен, повар-кондитер, строитель, ял хуçалăх производствин маçтăрĕ. Халиччен выльăх-чĕрлĕхе сиплекенсем те кунтах пĕлỹ илнĕ, кăçал юлашки выпуск пулчĕ. Ветсанитар профессине алла илес текенсене малашне Вăрнарти техникумра кĕтеççĕ. 2024 çултан аграри промышленноçĕнчи электротивĕçтерỹсемпе ĕçлекен маçтăрсене вĕрентме пикенетпĕр. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче техника паркĕ çĕнелнипе, фермăсенче, аш-какай, сĕт-çу цехĕсенче хальхи вăхăтри оборудованисем вырнаçтарнипе, вĕсене пăхса, юсаса тăракан кирлипе çыхăннă. Çавăн пекех ỹсен-тăран енĕпе ĕçлекен маçтăрсем те пирĕн патрах ăс пухĕç. Округра фермер ĕçне пуçăнакансем нумай. Вĕсем çĕр ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене, хăш химикатпа ăçта тата мĕнле усă курмаллине хăнăхĕç. Пирĕн самана таппинчен юлма юрамасть, çакна шута илсе тăрăшатпăр.

 - Алексей Алексеевич, студентсем алла илекен профессие хăнăхчăр тесен теори пайĕ çеç çителĕксĕр тесе шухăшлатăп.

 - Эпир студентсене тарăн пĕлỹ парса ĕç рынокĕнче кирлĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшатпăр, çавна май теорипе пĕрлех практика занятийĕсем те иртеççĕ. Техникумăн хăйĕн 50 гектара яхăн çĕр, вĕренекенсем çакăнта сухалама, акма, вырма, çĕре туйма хăнăхаççĕ. Хирти ĕçсене пурнăçлама БТЗ-246К трактор тата ытти "хурçă ут", ACROS-550 комбайн, пресс-подборщик пур. Çавăн пекех практикăна "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя" хуçалăхсене, Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер патне çỹреççĕ.

Поварсем валли икĕ млн тенкĕ яхăнлăх оборудовани туяннă. Строительсем чул касакан станокпа кăмăлласа ĕçлеççĕ. Профессие хăнăхма хамăр вăйпа ятарлă лапамсем те тунă.

Ачасем техникумра вăхăта ахаль çеç ирттерменнине экзаменсенче çирĕплетеççĕ.

Студентсем хăйсен пĕлĕвне ятарлă комисси - кунта ял хуçалăх предприятийĕсенчи инженерсем, ют техникумри преподавательсем... - умĕнче кăтартса параççĕ. Поварсем апат пĕçереççĕ, çăмăл автомашинăсене юсама вĕренекенсем техникăн хăш пайĕ начар ĕçленине тупса палăртса сỹтсе илсе юсаса вырнаçтараççĕ. Студентсем тарăн пĕлỹ илччĕр тесе техникумăн пурлăх базине пуянлатма республика бюджетĕнчен 2022 çулта 29,3 млн тенкĕ уйăрнă, хамăр çулталăкра 3 млн тенкĕ ытла ĕçлесе илнĕ.

- Социаллă сетьре Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнчи повар уйрăмĕнче вĕренекенсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли çимĕçсем типĕтсе парса яни пирки пĕлтернĕччĕ. Тĕплĕнрех каласа параймастăр-ши?

- Техникумра ĕçлекенсем те, студентсем те ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшас тесе тăрăшаççĕ. Светлана Кошкина педагог ертсе пынипе пулас поварсем кишĕре, сухана, пан улмие, лимона типĕтсе сывлăшсăр (ваккумлă) пакетсене тултараççĕ. Учрежденинче асăннă ĕçсене пурнăçлама оборудованисем пур. 40 килограма яхăн хатĕрлесе салтаксем патне ятăмăр. Кунпа кăна чарăнса ларасшăн мар, малалла та тăрăшатпăр.

- Эсир шкулсемпе, Шупашкарти аграри университечĕпе тачă çыхăнса ĕçлени сисĕнет...

- Тĕрĕсех калатăр. Эпир шкулта вĕренекенсене те професси илме пулăшатпăр. Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски муниципалитет округĕсенчи производство класĕсенче ăс пухакансем техникумра повар, çĕвĕç, çăмăл автомашинăсене юсакан профессие хăнăхрĕç. Мастерсем вĕсене хăйсене килĕшекен ăсталăха алла илме 144 сехет уйăрчĕç. Теорипе пĕрлех практика та пулчĕ. Пурне те ятарлă курс витĕр тухнă тесе свидетельство панă.

Пĕлĕвĕсене малалла аталантарас текен студентсем вара Шупашкара çул тытаççĕ. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пыраканнисем хушшинче аграри университетне каякансем нумайăн. Хăшĕ-пĕри каяллах хамăр патах ĕçлеме килес ĕмĕтлĕ, çакă пире савăнтарать.

- Техникумра вĕренекенсен харăсах ик-виç професси те алла илме май пур-и?

 - Çăмăл автомашинăсене юсакан маçтăр пулакан студентсем - водитель, ял хуçалăх техникипе хатĕрĕсене юсакан тата вĕсемпе ĕçлекен пулакан вĕренекенсем трактор правине тỹлевсĕрех илеççĕ. Çавăн пекех техникумра ăс пукансем шофера е тракториста вĕренес тесен тỹлемелли хисепĕн 50 процентне çеç памалла.

Паян эпир тĕллевлĕ вĕрентỹпе те вăй хуратпăр. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Предприяти хăйне кирлĕ профессипе ачана пирĕн пата вĕрентме ярать, ăна кирпĕч кăна мар, плитка хуракан та, йывăç каскалакан та кирлĕ. Эпир программăна ĕç паракан ыйтнă пек йĕркелетпĕр. Диплом илнĕ хыççăн студент направленипе килнĕ илнĕ хуçалăхра вăй хума тытăнать.

 - Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсенче, пĕлĕвĕнче, тавракурăмĕнче педагогсен, маçтăрсен тỹпи пысăк. Кадрсем пирки мĕн калама пултаратăр?

 - Агропромышленность техникумĕнче паяна 55 çын ĕçлет, вĕсенчен 49-шĕ шăпах педагогсемпе маçтăрсем. Кашнийĕ хăйĕн ĕçне чунтан тăрăшса пурнăçлать. 2019-2023 çулсенче студентсем регионти "Çамрăк профессионалсем" чемпионата пилĕк компетенципе - мода технологийĕ, кондитер ĕçĕ, ял хуçалăх машинисене эксплуатацилесси, çăмăл машинăсене, тиев турттаракан техникăна юсасси - хутшăннă. 2020 çулта Михаил Журавлев повар ĕçĕпе Нацин VI чемпионачĕн "Абилимпикс" професси маçтăрлăхĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Андрей Шадиряков иртнĕ çул груз турттаракан техникăна юсассипе пăхăр, Станислав Мишин кăçал ял хуçалăх техникипе хатĕрĕсене юсассипе кĕмĕл медальсем, Даниил Уфуков çăмăл автомашинăсене тирпейлессипе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Данил Никитин республикăра чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăра палăрнă. Пурне те каласа та пĕтерейместĕн.

 Çитĕнỹсем педагогсемпе маçтăрсен ĕçне хаклани тесе шухăшатăп.

Техникум республикăри 5 агропромышленность техникумĕ хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнни те çакнах çирĕплетет.

- Алексей Алексеевич, малашлăхри тĕллевсем пирки кĕскен паллаштараймастăр-ши?

- Муниципалитетра техника шучĕ çуллен нумайланса пырать. Пурин те юсама мехел те çитмест, кирлĕ хатĕрсем те çук. Техникумра сварка тăвакан, токарь цехĕсем, çĕклекен кран пур. Ĕçлеме условисем çитнине шута илсе малашне тракторсене юсакан цех уçма тĕллев тытрăмăр. Маçтăрсемпе пĕрлех унта студентсем те ĕçлĕç, ăсталăхне ỹстерĕç.

Сварка тумалли цехра тимĕртен туптаса саксем, картасем, траканккисем туса сутасси пирки те шутлатпăр. Палăртнисене коллективпа, студентсемпе пурнăçлама май пулатех.

Ольга ПАВЛОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика