Анлă сарăлнă шăл чирĕсенчен пĕри - кариес. Вăл шăл хăвăлланнипе палăрать. Чирлесенех вĕри, сивĕ, пылак, йỹçĕ апата туйма пуçлать. Çăвартан ырă мар шăршă кĕрет. Çак вăхăтра шăла сыватма тухтăр патне каймалла, унсăрăн чир шалалла каять. Шăл нерви чирлет, туни шыçать, унпа сыв пуллашасси те инçе юлмасть.
Кариес чирĕн сăлтавĕ йышлă. Çут çанталăк условийĕнчен, шыври минераллă тăварсенчен, апат-çимĕç пахалăхĕнчен нумай килет. Апат-çимĕçре, ĕçмелли шывра фтор çителĕксĕр пулсассăн кариес анлăрах сарăлать.
Ученăйсем сăнанă тăрăх шăл чирĕ ачасем нумай сахăр çининчен, пылак çимĕç юратнинчен те килет, теççĕ. Çавăнпа та кашни апат хыççăнах шăл-çăвара таса шывпа чỹхесе илмелле. Унсăр пуçне каçхине çывăрма выртас умĕн, ирхине апат çинĕ хыççăн шăл пастипе тасатмалла. Çакна пăхăнса пымасан апат юлашкисем çĕрме тытăнаççĕ, кариес чирĕ валли лайăх условисем пулса тăраççĕ. Сывă мар шăлсемпе чăмланă чухне, ыратнине туйсан ача пĕр енĕпе усă курма пăрахать. Сĕт шăлĕсен кариесĕ яланхи шăлсене аркатасси патне илсе çитерет.
Чăмлама пултаракан ачана ватса çитерме ан тăрăшăр. Вĕсем панулмие, кишĕре, урăхла каласан пахча çимĕçе кăшласа çиччĕр. Çакă питĕ усăллă. Лайăх чăмлани сĕлекене кăларма, янах шăммине йĕркеллĕ ỹсме, яланхи шăлсене пĕр тикĕс тухма пулăшĕ.
Апатра белок, углевод, çу тата минерал тăварсен шайлашăвĕ тĕрĕс пулни шăлсене йĕркеллĕ аталанма пулăшаççĕ.
Ачан шăлĕсем çирĕп те сывă ỹсчĕр тесен пулас амăшĕн çие юлнă пĕрремĕш эрнеренех диетăна пăхăнмалла. Рационта çăмарта, улма-çырла, сĕт, тăпăрчă, сыр, пулă, какай çителĕклĕ пулмалла. Тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçлама тăрăшмалла.
Валентина БАШМАКОВА, Турханти врач амбулаторийĕн шăл тухтăрĕ
Ноябрь 2024 |