Çĕр пулăхлăхне лайăхлатма

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2023, 18:42 Просмотров: 404

 Юлашки вăхăтра çĕр пулăхлăхне лайăхлатма сидератпа анлă усă кураççĕ. Мĕн енчен усăллă-ши вăл?

Шурă горчица. Культура тăпрана япăх ирĕлекен фосфатран тасатать, калипе, органикăпа, ытти тутлăхлă япаласемпе пуянлатать. Çакă йывăр тăмлă çĕршĕн уйрăмах аван. Горчица çимĕçе хытă хуртпа сиенленесрен упрать. Кĕркунне симĕс массăна чавса е сухаласа çĕре хывсан сăтăрçă хĕл каçаймасть, пĕтет.

Горчица хăвăрт пулса çитет, япăх çанталăкра та пысăк тухăç парать. Донник. Унăн тымарĕ вăйлă аталанать, нỹрĕк лаптăка килĕштерет. Ăна симĕс удобрени вырăнне усă курма пулать.

Люпин. Вăл йỹçек çĕр çинче аван çитĕнет. Нумай çул ỹсекен ỹсен-тăрана сивĕ çанталăк та хăратмасть. Унăн вăрлăхне пĕр лаптăкра 8-10 çул акма юрать. Симĕс массăна çулса сухаламалла. Çакна ỹсен-тăран чечеке ларнă чухне тумалла. Сидерат тухăçлăхне ỹстерме тăпрана фосфор-кали удобренине хывмалла.

 Çу кăшманĕ. Пĕр çул ỹсекен курăк 2 метр çỹллĕшнех кармашать, нỹрĕклĕхе килĕштерет, пысăк тухăç парать. Сезонра ăна 2-3 хут та пусă çаврăнăшне кĕртме пулать. Çуркунне, кĕркунне аксан та вăрлăхĕ лайăх шăтать. Культура лаптăка çум курăкран тасатать, азот шайне йĕркелет.

 Рапс. Ỹсен-тăран шурлăхлă, йывăр тăмлă çĕр çинче япăх çитĕнет. Çапах минерал удобренийĕ хывсан пысăк тухăç илме май пур. Сивве чăтăмлă. Рапс тăпра пулăхне пуянлатать, çум курăка сарăлма памасть.

Хура тул. Тымарĕ вăйлă аталаннипе тата вегетаци тапхăрĕ кĕске пулнипе паллă. Тымарĕ тăпрана кăпкалатма пулăшнăран ăна йывăр тăпра çине акма сĕнеççĕ. Çĕрти йỹçеклĕхе чакарать, фосфорпа, калипе пуянлатать.

Хĕвел çаврăнăш. Пĕр çул ỹсекен курăкăн тымарĕ 2 метр тарăнăшне çитет. Ешĕл масса нумай тухать. Вăл кирек мĕнле тăпрана та тиркемест. Сидерат валли усă курнă чухне чечеке лариччен, 500 см çỹллĕш çитĕнсен çулса тăпрана хывмалла.

Сĕлĕ тата ыраш. Вĕсем валли кирек мĕнле çĕр те каять. Тымарĕсем лайăх аталанаççĕ. 1,5-2 уйăхран ешĕл курăклах çулма юрать. Ăна унччен çĕр улми е ытти пахча çимĕç йышăннă лаптăка акмалла. Сĕлĕ, ыраш тăпрана калипе, азотпа, органикăпа пуянлатать.

Пăрçа. Пĕр çул ỹсекен курăк сивве чăтăмлă, хăвăрт пулса çитет. Вăл калипе, фосфорпа пуян çĕре килĕштерет. Пăрçа тăпрари азот шайне хăпартать. 1,5-2 уйăхран (чечеке ларнă вăхăтра) çулса тăпрана хывмалла. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче аксан юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче (çанталăк шăнтиччен) çулмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика