Килти пахчара хăяр, редис, купăста, чеснок, çĕр улми, симĕс пăрçа, кабачки сахал мар çитĕнчĕ. Баклажан, патиссон, кавăн та ĕлкĕрсе пырать.
Пахча çимĕçе халĕ çини вырăнлă. Вĕсенче паха япаласем çителĕклех. Çĕнĕ çĕр улминче, акă, калий нумай. С витамин иммун системине çирĕплетет. Вируссемпе бактерисенчен хỹтĕлет. Унра шыв сахал, крахмал нумай.
Пĕлтĕрхи пахча çимĕçре витаминсем чылай сахалрах. Мĕн чухлĕ çĕр улмине ытларах упратăн, унра аскорбин кислоти çавăн чухлĕ чакса пырать.
Тепĕр чухне пахча çимĕçре сиенлĕ хутăшсем те пуçтарăнма пикенеççĕ. Çĕр улминче те çавах. Вăл соланинпа пуянланать. Çакă вар-хырăм ĕçне хавшаклатать. Кивĕ, шăтса кайнă е хĕвел çинче симĕсленнĕ "иккĕмĕш çăкăра" çимелле мар. Унра токсинсем ỹсеççĕ.
Рациона купăста кĕртни вырăнлă. Çамрăк çимĕç 90 процент шывран тăрать. Йỹçек мар. Унра кали нумай. Купăста С, А, В, Р, К витаминсемпе пуян. U витамин пурри те паха. Вăл организма сиенлĕ хими хутăшĕсенчен хỹтĕлет. Атеросклерозран сыхлать. Унра сахарозăпа крахмал çукпа пĕрех. Диабетиксемшĕн усăллă.
Симĕс пăрçа çинчен те ан манăр. Унра белок нумай. Вăл аш-какайпа танах. Çавăн пекех пăрçара магни, кали, фосфор, тимĕр, В ушкăнри витаминсем çителĕклĕ. Вăхăтра пухсан вăл пылак та. Консервăлани те пахалăхне çухатмасть.
Пахча çимĕçре витаминсем ытларах тăччăр тесен вĕсене тĕрĕс упрама тăрăшмалла. Температура пĕрпеклĕхĕ, нỹрĕлĕх, хăш çимĕçпе юнашар тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Холодильникра купăста, кишĕр, брокколи, редис, симĕс пăрçа упрама юрать. Анчах сывлăш температури 6 градусран ытла пулмалла мар.
Помидор, пылак пăрăç, кабачки, хăяр, сухан. çĕр улми, чеснок, баклажан путвалта та упранаять. Холодильникра вĕсене ытла уçă, пỹлĕмре вара пăчă. Нỹрĕлĕхĕ те ытлашши кирлĕ мар. Ун пек чухне кăвакарма пăхаççĕ. Помидорсене ытти пахча çимĕçрен, çĕр улмирен те уйрăм упрама тăрăшмалла. Вăл панулмипе килĕштерет. Сухан чеснока хирĕçлемест.
Çурăлнă пахча çимĕçе вăрах упрамалла мар. Енчен те сирĕн вăл ытларах пулсан вĕсене холодильникра шăнтма та пулать.
Надежда ЗАЙЦЕВА. Патăрьелĕнчи врач офисĕнчи медицина сестри
Ноябрь 2024 |