Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 05.09.2023, 21:27 Просмотров: 487

 малалли

Валентина, хăйĕн вăтăр çулхи юбилей каçĕнче ỹсĕрĕлсе кайнăскер: "Валерий Окулова юриех ỹсĕртсе милицие тыттарса яраймарăм, унăн служба карьерине тата телейлĕ çемйине те аркатаймарăм", тесе каланă иккен. Сирĕн общежитипе юнашар çуртри пенсионеркăна милицие шăнкăравлама та вăлах хушнă иккен, пысăк укçа шантарнă. "Урамра ỹсĕр выртакан Окулова чăваш студенчĕ вăратса общежитие илсе кайман пулсан манăн ĕмĕт туллин пурнăçланатчĕ", тесе те пакăлтатнă-мĕн Валентина. Хăйне качча илменшĕн çапла майпа ирсĕррĕн тавăрма шутланă тепĕр арçынпа асса пурăнакан хĕрарăм. Ĕненетĕн-и, Вадим, Валентина хăйĕнпе пĕр организацире ĕçлекен тĕп инженерпа паянхи кунчченех çыхланса пурăнни пирки те илтрĕм пĕлтĕр Рязане отпуска килсен.

 - Пĕр-пĕринчен нихăçан та уйрăлаймаççĕ ĕнтĕ вĕсем, - терĕ Вадим.

- Эпĕ хам та çапла шутлатăп, - сăмахне малалла тăсрĕ Окулов. - Атя, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе паллашар. Санпа сывпуллашнă хыççăн пĕр уйăх пек иртсен мана лейтенант званийĕ пани пирки приказ килчĕ. Тепĕр икĕ уйăхран вара уйрăм хваттерпе тивĕçтерчĕç. Куçăмсăр майпа Мускаври çар университетне пĕтертĕм. Кун хыççăн капитан званийĕ парса Тула хулинче Офицерсен гарнизонти çурчĕн начальникĕ пулма çирĕплетрĕç. Тăватă çултан, должноçпа килĕшỹллĕн, майор звани илтĕм. Тепĕр пилĕк çултан вара Мускава, округри çар культура ĕçĕн управленине куçарчĕç, подполковник званийĕ пачĕç. Кăçал, декабрьте, запаса тухатăп, çар пенсине илме пуçлатăп.

- Ачăрсем çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнĕ пулĕ? - кăсăкланчĕ Вадим.

- Паллах. Дима авиаци çар инженерĕсен академине пĕтернĕренпе Тула хулинче службăра тăрать. Софья педагог профессине суйласа илчĕ, вăтам шкулта ĕçлет. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, пĕрер ачаллă.

Малалла вара Вадим Долинин сăмах илчĕ, культура ĕçченĕн творчество çулĕпе хăй еплерех утни, юратнă мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр ỹстерсе çитĕнтерни, вĕсем хăйсем килĕштернĕ ĕçре вăй хуни, виçĕ çул каялла савнă арăмĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайни пирки каласа пачĕ.

- Питĕ шел хĕрарăма, - терĕ подполковник. - Хĕрĕх пиллĕкри çыннăн пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ-ха...

- Çаплаччĕ те çав. Мăшăрăн шăпи çавнашкал синкерлĕ пулчĕ, - хаш! сывласа илчĕ Долинин.

- Анчах, мĕнле калас, чĕррисен малалла пурăнмалла... Вадим, эсĕ аллăри вăй питти арçын, - калаçăва урăх йĕрпе чуптарма пуçларĕ Валерий. - Санăн савнă хĕрарăм пур пулĕ?

- Çук, - типпĕн хуравларĕ Вадим. - Вăхăт малалла шунă май, çĕнĕ çемье çавăрасси пирки те шутлатăп юлашки вăхăтра. Тĕрĕссипе, чун йышăнакан хĕрарăма тĕл пулаймарăм-ха хальлĕхе. Рязаньти хам юратакан Людмила качча тухни пирки каларĕ авă Светлана. Илемлĕ хĕрарăм пĕччен пурăнманнине ăнланатăп ĕнтĕ.

- Чим-ха, чим Вадим, Люда çĕнĕ упăшкипе телей тупайманни, унран уйрăлма шутлани пирки илтнĕччĕ эпĕ. Иккĕмĕш упăшкипе - нефть уçласа кăларакан предприяти инженерĕпе - Çĕпĕре тухса кайрĕ вăл. Малтанхи çулсенче отпуска пĕрлех килетчĕç упăшкипе. Юлашки çулсенче вара Люда Рязане пĕчченех килме пуçларĕ. Упăшки, илемлĕ сăн-питлĕскер, укçа нумай ĕçлесе илекенскер, ют хĕрарăмсене пĕрин хыççăн теприне улăштарсах тăнă, теççĕ. Çакна пулах вĕсен çемье пурнăçĕ те ăнăçман. Упăшкинчен чăнласах уйрăлнă-и Люда - кăна эпир пĕлместпĕр.

- Люда пĕчченех пулсан тем пекехчĕ те çав, - шанăç çутипе ялкăшма пуçларĕ хусах арçыннăн хăмăр куçĕ.

- Вадим, Рязане çитсенех Людăн хваттерне кĕрсе тухмалла та - йăлтах уçăмланать вара. Чим, унăн адресне çырса парам эппин. Пĕрремĕш мăшăрĕ, Максим, аварире виличчен эпир Светăпа вĕсем патĕнче темиçе хутчен те хăнара пулнă.

Подполковник кĕпе кĕсйинчен симĕс хуплашкаллă пĕчĕк блокнот кăларса ун листи çине юратнă хĕрарăмăн адресне çырнă вăхăтра Вадимăн сăн-пичĕ çуталса-çуталса пычĕ, чун-чĕрине ăшă варкăш хумĕ пыра-пыра çапрĕ.

- Иксĕрĕн пĕтĕмпех йĕркеленсе каяс пулсан, сире хамăр пата хăнана чĕнетпĕр Светланăпа иксĕмĕр. Люда пирĕн адреса питĕ лайăх пĕлет.

 - Ăнлантăм.

– Халĕ вара купене таврăнар, - ура çине тăчĕ Окулов. - Мăшăрăм пăшăрханма пуçлĕ тата. - Тĕрĕс. Эпĕ те хамăн купене каятăп, кăштах выртса канатăп. Хăйĕн мăшăрĕпе йышăнакан купе тĕлне çитсен Окулов Вадима хулпуççирен кăмăллăн çапса илчĕ, унчченхи пăтăрмах пирки аса илнĕ май, шывланнă куçне сăмса тутрипе шăлса типĕтрĕ.

– Мĕн тери ырă кăмăллă çынсем эсир, чăвашсем, - терĕподполковник.

- Эсир те, вырăссем - лайăх çынсем. Чăвашсем вырăссен православи христианĕсен тĕнне хапăл туса йышăннă. Пирĕн халăхсем пĕр-пĕринпе яланах килĕштерсе пурăннă. Ку вăл малашне те çаплах пулĕ, - хуравларĕ Вадим Долинин, подполковникăн аллине хыттăн чăмăртаса сывпуллашнă май.

5.

КĂНТĂРЛА хыççăн Рязане çитсен Вадим троллейбус çине ларса Люда пурăнакан тĕп урамри нумай хутлă çуртсем еннелле çул тытрĕ. Облаçри академи драма театрне çитес умĕнхи чарăнура вăл троллейбусран анчĕ те, хула илемĕпе киленсе хăйне кăсăклантаракан сакăр хутлă çурт патнелле утрĕ. Иккĕмĕш подъездри çиччĕмĕш номерлĕ хваттер алăкĕ умне çитсен аллăри хусах арçыннăн чĕри кĕтмен çĕртен, такам хыçран хăваланăн, хыттăн-хыттăн тапма пуçларĕ, ытлашши хумханса кайнипе тăнлавра тỹнк-тỹнк! турĕ. "Шăнкăрав кнопки çине пуссанах Людăн упăшки тухса тăрсан мĕн каламалла? - йывăр шухăшсен хумĕсене унталла та кунталла пăлхатма пуçларĕ Вадим. - Анчах чим, юлашки çулсенче Люда çуллахи отпуска пĕчченех килет тесе çирĕплетмерĕ-и-ха Валерий. Эй, мĕн пулать те, мĕн килет..." Кăмăлне хытарса, канăçсăр шухăшсене хăйĕнчен хăваласа Вадим аллине ерипен çĕклесе шăнкăрав кнопки çине сĕртĕни-сĕртĕнми пусса илчĕ. Шалта нимле сас-чĕвĕ те илтĕнменнине кура, таçтан хăюлăх çитерсе, иккĕмĕш хутĕнче вăрăммăнах шăнкăртаттарчĕ. Тепĕр пилĕк-ултă çеккунтранах, пач кĕтмен çĕртен, алăк çăри шалтан шăнкăрт турĕ. Сăнчăр çакнă алăк кăштах уçăлчĕ те унтан, Вадимăн чун-чĕрине пысăк савăнăç кỹрсе, хăй юратакан хĕрарăмăн илемлĕ сăн-пичĕ курăнса кайрĕ.

Малалли пулать

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика