малалли
Тĕлĕнетĕп: арçынлăх енĕпе пит вăйлах пулмасан та, чиперккесем ун тавра явăнатчĕç. Лешсене мĕн - ылтăн е бриллиант пултăр. Унашкал пикесем укçаллă арçынна - айккинелле пăхма юратакана - тỹрех асăрхаççĕ-çке. –
Тĕлĕнетĕп: унашкал арçын мĕн тума кирлĕ пулнă-ха сана? - ыйтмасăр чăтса тăраймарĕ Вадим.
- Пĕлетĕн-и: мана ача çуратма хистеменнине пула пĕтĕмпех каçараттăм ăна. Арçынсене мĕн - хăйĕнчен йăх юлтăр. Çĕпĕрте те, Рязаньте те еркĕнĕсем нумайччĕ унăн. Икĕ çул каялла хамăн хваттерех пĕр чиперккене илсе килнĕччĕ вăл. Вĕсене, çаппа-çарамаскерсене, çывăрмалли пỹлĕмре куртăм та, Гришăна алăк хăлăпĕ еннелле тĕллесе кăтартрăм.
Унран уйрăлнă пулсан та, кашни отпуска килмессерен киле-киле тарăхтарать мана, пулни-иртнишĕн каçару ыйтать. Хăвах ăнланатăн: унашкал арçын, харăсах темиçе хĕрарăмпа пурăнма хăнăхнăсер, пĕринпе кăна çырлахаймасть...
- Питĕ лайăх ăнланатăп: кун евĕр тĕслĕхсене эпĕ, аллă çула çитнĕскер, нумай пĕлетĕп. Шăпах çак вăхăтра, Людмилăна шартах сиктерсе, кĕтмен çĕртен хваттер шăнкăравĕ вăрăммăн янăраса кайрĕ.
- Вадим, ку - Гриша, - терĕ Людмила. - Вырăнтан ан хускал: мана ытлашши шăв-шав кирлĕ мар. Алăк урлă хамах калаçатăп, пĕтĕмпех ăнлантаратăп.
- Людочка, унашкал çынсем хăйсене пусма тăрăх "ярăнтармасăр"...
Анчах хĕрарăм хăй юратакан арçынна вĕçне çитиччен итлесе тăмарĕ - тỹрех алăк патнелле вĕçтерчĕ.
- Гриша, тархасласа ыйтатăп сана: ăçтан килтĕн - çавăнта таплаттар, - алăка уçмасăрах çирĕппĕн калаçрĕ Людмила. - Питĕ лайăх пĕлсе тăратăн-çке - усси пулас çук.
- Ытарайми çыннăм, манăн кăвакарчăнăм, эпĕ сансăр пурăнаймастăп текех, - илтĕнчĕ алăк леш енчен хĕрĕнкĕ арçын сасси. - Тархасшăн, алăка уçсамччĕ...
- Хăвăн яланхи еркĕнỹсем патнех таплаттар, манăн адреса манса кай! - сассине сисĕмлех хăпартрĕ хваттер хуçи.
- Вĕсенчен пĕри те ман кăмăла тивĕçтереймест, мана пĕр эсĕ çеç...
- Григорий, еркĕнỹсем çирĕм çул туллин тивĕçтернĕ-çке сана. Пушă сăмахусем маншăн çил шăхăрнă сасă пек кăна илтĕнеççĕ...
Малалла калаçнин усси çуккине кура, арçын хваттерĕн тимĕр алăкне пушмакĕпе çине-çинех хыттăн кĕрĕслеттерме пуçларĕ. Вадим текех чăтса тăраймарĕ - хваттер алăкне уçнă-уçман вăтам пỹллĕ арçынна кăкăрĕнчен çатăрласа тытса каллĕ-маллĕ силлесе илчĕ.
- Питĕ тимлĕн итле мана, Григорий, - шăл витĕр сăрхăнтарса калаçрĕ Вадим. - Санăн айккинчи хĕрарăмусене пула Люда санран йăлтах писсе çитнĕ. Ку хваттерĕн алăкĕ пирки манса кай. Эпĕ - Людмилăн малтанхи йĕкĕчĕ. Эпир, пĕр-пĕрне чунтан юратаканскерсем, ыранах хулари ЗАГС уйрăмне каятпăр, пĕр çемьене пĕрлешме заявлени тăрататпăр. Ăнлантăн-и мана? Е çак пусма тăрăх "ярăнтарса" антармалла сана?
- Ă-ă-нлантăм, - хăйĕнчен çỹллĕрех те патвартарах арçын умĕнче тытăнчăклăн калаçма тытăнчĕ лешĕ.
Çак сăмахсене илтсен Вадим тỹрех лăпланчĕ, аллине лаштах ячĕ. Гриша умĕнче пĕр-пĕрин юратăвне çирĕплетес тесе, Вадим юнашар тăракан Людăна çепĕççĕн пилĕкрен тытрĕ, ун çỹхе тутинчен чăпăрт! чуп туса илчĕ.
- Халĕ пĕтĕмпех ăнлантăм, - пусма карлăкĕнчен тытса, картлашкасем тăрăх ерипен утса кайрĕ арçын.
- Кунта тепре ура ярса пуссан вара эсĕ аялалла пăлтăр-палтăр çаврăнса анатăн. Ăнлантăн-и мана, нефтяник?
- Ăнлантăм, урăх ыйтусем пулмаççĕ, - кăмăлсăррăн мăкăртатса арçын самантрах куçран çухалчĕ.
- Эсĕ чăн-чăн арçын пулнине, мана яланах хỹтĕлесе пурăнма пултарнине халĕ хам куçпа курса ĕнентĕм, - Вадимăн сарлака хулпуççийĕнчен уртăнчĕ чипер хĕрарăм. - Чунтан ĕненетĕп сана, манăн шанчăклă арçыннăм. Иксĕмĕр ыранах ЗАГС уйрăмне кайăпăр. Пĕр çемьене пĕрлешсен вара санпа, хама пур енĕпе те килĕшекен çынпа, эпĕ Хабаровска тухса кайма та хатĕр.
- Унта çитиех каймăпăр, чун савнийĕм. Ульяновск облаçĕпе юнашар Чăваш Ене - Шупашкар çывăхĕнчи лаштра йăмрасемлĕ пысăк яла кайăпăр иксĕмĕр...
- Ăçта пыма калатăн - унта пĕр иккĕленмесĕр каятăп, манăн пăхса ытарайми арçыннăм...
Çак хаклă сăмахсене илтсен Вадим хитре пỹ-силлĕ хĕрарăма çăмăллăн çĕклерĕ те, хваттер питĕрĕнтĕр тесе, алăка урипе хуллен шалтлаттарса хупса, ăна каллех çывăрмалли пỹлĕме илсе кĕчĕ...
Халатне тăхăнса тирпейленнĕ хыççăн Люда сĕтел хушшине ларма сĕнсен, Вадим черккесене тăп-тулли коньяк ячĕ.
- Люда, ку черккесене вара халĕ хамăрăн пулас çемье телейĕшĕн ĕçер, - терĕ арçын, ура çине тăнă май.
- Эсĕ каланă пек пултăр, манăн юратнă çыннăм, - хуравларĕ хĕрарăм, Вадимăн черккине чанклаттарса.
Кун хыççăн, арçын илсе килнĕ улма-çырлана васкамасăр çинĕ май, ăшпиллĕ калаçу хумĕ малалла юхрĕ. Люда ыйтнине тивĕçтерсе, Вадим культурăри ĕçĕсем пирки каласа пачĕ, хăй ертсе пыракан хĕрарăмсен фольклор ушкăнĕ "Халăх коллективĕ" хисеплĕ ята тивĕçнине те асăнчĕ.
- Апла пулсан санăн наградăсем те нумай ĕнтĕ, - Вадимăн аллине ачашшăн сĕртĕнчĕ Людмила.
- Мухтанмасăр калатăп: Хисеп грамотисене район администрацийĕнчен пуçласа Раççей культура министерстви таранах парса чысланă.
- Апла пулсан сана каярахпа, Раççей наградипе килĕшỹллĕн, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят пама та тăратаççĕ ĕнтĕ.
- Паллах.
- Санăн культура ĕçĕнчи çитĕнĕвỹсемшĕн питĕ савăнатăп эпĕ, Вадим.
Малалла вара Вадим хăй çуралса ỹснĕ Чăваш Еншĕн питĕ тунсăхласа çитни, сентябрь уйăхĕнчен тытăнса унта та культура ĕçне çỹллĕ шайра илсе пыма ĕмĕтленни пирки пĕлтерчĕ, Людăпа иккĕшĕ уйрăм çуртра киленсе пурăнма пуçлассине, кил умне хитре чечексемпе капăрлатассине, пахчара тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерессине те асăнчĕ.
- Кил-çуртри тата пахчари ĕçсене тума сана эпĕ те пур вăйран пулăшăп, Вадим.
- Пур ĕçе те пĕрле тăвăпăр. Людмила, çирĕм пилĕк çул каялла эсĕ филологи наукин кандидачĕн званийĕ пирки ĕмĕтленеттĕн...
Малалли пулать
Ноябрь 2024 |