Сăкăтри "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕн ферминче пĕрре мар пулнă, кашнийĕнчех вăл çĕнĕлĕхсемпе кĕтсе илет. Витесене те кĕрсе тухма кăмăллă. Сăмах май, кунта юлашки çулсенче кивĕ хуралтăсене реконструкцилесе пыраççĕ. Кăçалхипе çиччĕ юсанă. Чи малтан пăрусем тăраканнине тунă, унтан ĕнесен пăруламалли уйрăма, самăртма хупнисем, пушмаксем, сăвăнакан ĕнесем тăраканнисене черет çитнĕ. Стенасене çеç тăратса хăвараççĕ те паянхи самана ыйтнă пек юсаççĕ. Ĕçе те май пур таран механизацилеме тăрăшнă. 20 çул ĕнтĕ кунта дояркăсем флягăсем йăтса нушаланмаççĕ, сĕт пăрăх тăрăх тỹрех холодильнике каять. Апата та алăпа валеçмеççĕ. Белоруссинчен туяннă ятарлă техникăпа усă кураççĕ.
- Хальхи вăхăтра хуçалăхра 800 яхăн пуç ĕне-выльăх шутланать, унтан сăвăнаканни - 400. Çуллахи вăхăтра пĕчĕк вăкăрсене ял халăхне сутатпăр. Хĕле хирĕç вара хамăра валли тăратса хăваратпăр. Çулталăк вĕçне йыш 900 пуçа яхăн пулать. Кĕтĕве çуллен 25-30 процент таран çĕнететпĕр. Пирĕн хуçалăх муниципалитет округĕнче ăратлăхпа ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх, çавăнпа та ку ыйтупа йывăрлăх çук. Сĕт сахал паракан, ватăлнă ĕнесене какая ăсатнă хыççăн хамăр пăхса ỹстернĕ пушмак пăрусене кĕртетпĕр.
Паяна пĕр ĕнерен кунне вăтамран 21 килограмм сĕт сăватпăр, 8 тонна ытла сутатпăр. Унччен çулталăкра пĕр ĕнерен вăтамран 5000 килограмм паха шĕвек сунăшăн савăннă, ку чикĕрен тахçанах иртнĕ ĕнтĕ. Кăçал 8000 килограма çитме тĕллев лартнă. Ирина Кузнецова, Надежда Ларионова, Анастасия Сулагаева дояркăсен кăтартăвĕсем пысăк, - терĕ фермăри ĕç-хĕлпе паллаштарнă май "Красное Знамя" ЯХПКн тĕп зоотехникĕ Юрий Чернов.
Продукци пахалăхĕ, сăвăм апатран нумай килет. Рацион чăннипех те пуян, унта 10 тĕрлĕ апат кĕрет: çăнăх, шрот, сенаж, силос, улăм, дробина, пурă, тăвар тата хушма витаминсем. Хуçалăх Хусанти пĕр фирмăпа килĕшỹ тунă, çавăнти специалистсем килсе силоса, сенажа тĕрĕслеççĕ, кашни ỹсĕмри выльăх валли ятарлă рацион хатĕрлеççĕ. Çавна пăхăнса тăрăшаççĕ. Çулла ешĕл çиме çулса килсе çитерессине те пăрахăçланă. Ĕнесен ăна хăнăхса кайиччен вар-хырăмĕ пăсăлать-мĕн, продукци илесси те чакать. Силоспа сенажа çулталăклăх е унтан та ытларах валли янтăлаççĕ.
Çамрăк пăрусем вăй илччĕр, лайăх ỹсчĕр тесе малтанхи кунсенче сĕтпе усраççĕ, 3-4 кунтан пĕчĕкскерсене аталанма пулăшакан комбикорм яма пикенеççĕ. Çăнăх пама тытăнсан тата тепĕр тĕрлине параççĕ.
- Сăнавсем турăмăр та, хушма апат çиекен пĕчĕк пăрусем лайăх, тĕреклĕ çитĕнеççĕ, кайран та кăтартăвĕсем аван. Вăкăрсем талăкра вăтамран 960 грамм, тынасем 800 грамм ỹт хушса пыраççĕ. Иртнĕ çул хуçалăхра 100 ĕне пуçне 85, кăçалхи 8 уйăхра 50 пăру илнĕ. Ĕнесем хĕлле ытларах пăрулаççĕ, - терĕ калаçăва малалла тăсса Юрий Федорович.
Ĕнесене Голландинчен туяннă вăрлăхпа йăхтараççĕ. Пĕтĕленнине фермăри специалистсем УЗИпех тĕрĕслеççĕ, ăна кооператив хăй туяннă. Кăштахран вара республикăри ăратлăхпа ĕçлекен пĕрлешỹ специалисчĕсем килсе пăхаççĕ. Сăмах май, хуçалăх пĕрлешỹпе тачă çыхăнса ĕçлет, вăрлăхсене, эмелсене кунтан туянать.
Çитĕнỹсем, кăтартусем пĕр е ик çын çеç тăрăшнипе пулмаççĕ. Фермăра тĕп специалистсем пурте пур. Людмила Нрти зоотехник-селекционер, Николай Евграфов техник-осеменатор, Алена Шапкина ветработник хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынине палăртма питĕкăмăллă. Коллектив çамрăкки, кадр ыйтăвĕ çукки те савăнтарать. Фермăна ют ялтан никам та килмест, пурте вырăнтисем.
Сăкăтсенчен тĕслĕх илмелли нумай. Вĕсем унчченхи ырă йăласене манмасăр çĕннисене кĕртсе пыраççĕ. Кăнтăрла та, каçпа та хуралçăсем пур. Территоринче те яланах тирпейлĕ. Витесем тавра та çум курăк çитĕнмест.
- Тирпей-илем хамăршăн, çакна яланах асра тытатпăр. Хуралтăсене çĕнетнĕ хыççăн строительсем хыççăн юлакан ăпăр-тапăра вырттармастпăр, тỹрех пуçтаратпăр. Витесенче те эрнере пĕрре Санитари кунĕсем ирттеретпĕр: фермăра ĕçлекенсем чỹречесене çăваççĕ, стенасене тасатаççĕ... - тесе пĕлтерчĕ Юрий Чернов.
Çĕнĕлĕхсемпе паллашма муниципалитет округĕнчи тата ытти тăрăхри хуçалăхсенче тĕп специалистсем час-часах пулаççĕ. Сăмах май, пĕр вăхăт "Красное Знамя" кооператив Германинчи пĕр хуçалăхпа çыхăну тытнăччĕ. Юрий Чернов ют тăрăха та çитсе килнĕччĕ. Вăл унтан нумай вĕреннине палăртать, хăй пĕлнине хуçалăхра усă курать.
Юратнă ĕç хавхалану кỹрет
Юрий Федорович "Красное Знамя" хуçалăхра 32 çул, 1992 çултанпа, тĕп зоотехникра тăрăшать. 1989 çулта дипломлă специалиста яла ĕçлеме килсенех сысна фермин заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Çамрăкра вăй вĕресе тăнине, яваплăха туйнине хуçалăх ертỹçи курнах ĕнтĕ. Шаннине тỹрре кăларма тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Юрий Чернов "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Кăçал вара муниципалитет округĕнче йĕркеленĕ "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" конкурсра палăрчĕ.
1964 çулхи августăн 30-мĕшĕнче Сăкăтра çуралнă Юрий Федорович. Ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ.
- Анне çуллен пай илетчĕ, унта çумлама çỹренĕ. Çавăн пекех выльăх та йышлă усранă. Аттепе анне хăйсем ĕçлеме кайнă чухне пире, ачисене, вĕсене мĕн памаллисене, мĕн-мĕн тумаллисене каласа хăваратчĕç. Хирĕçлесе тăман, яланах пулăшма тăрăшнă. Витере вăй хунă чухне зоотехника вĕренме каяс шухăш тĕвĕленнĕ-тĕр. Хамăн профессине эпĕ чунтанах юрататăп, ăна суйласа илнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп, - тет Юрий Чернов.
Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Юрий Федорович Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн (халĕ аграри университечĕ) зоотехни уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çулталăк ăс пухнă хыççăн ăна повестка параççĕ. Институтăн çар кафедри пулманнипе 100 студент ун чухне çар тивĕçне пурнăçлама тухса каять. 1983-1985 çулсенче салтакра пулать, таврăнсан малалла пĕлỹ пухать. Хулара тĕпленес темен Сăкăт каччи, тăван ялĕ ăна чĕннĕ. Диплом илнĕ хыççăн тỹрех çуралнă тăрăха таврăнать те хăйĕн профессийĕпе тимлеме пикенет.
- "Красное Знамя" хуçалăх ертỹçи Петр Николаевич Никифоров ялан: "Йĕм çĕтсе çỹрессишĕн кăна ĕçлемелле мар", - тет. Эпĕ те çаплах шухăшлатăп. Вăй хунине кура çитĕнĕвĕсем те пулччăр. Эпир кунтан кайсан: "Хуçалăха йĕркеллĕ ертсе пымарĕç, кăтартăвĕсем те çук", - тесе ан калаччăр. Паллах, продукци туса илесси пĕр манран çеç килмест. Коллектив пирĕн лайăх. Эпир пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе вăй хуратпăр. Петр Николаевич та нумай пулăшать. Куллен тенĕ пек фермăна килет, пирĕн ĕç-хĕлпе интересленет. Сăмах май, вăл та профессипе зоотехник. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме, самана таппипе тан утма тăрăшать, - тет тĕп зоотехник.
Халăхра "Туртакан лаша çинех тиеççĕ" текен каларăш пур. Юрий Федорович районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулса пĕр созыв, ял тăрăх депутатĕнче вара чылай çул вăй хунă. Çак тапхăрта вăл халăхшăн ырă ĕç сахал мар пурнăçланă. Чи малтанах вилнĕ тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна тирпей-илем кĕртме тытăннă. Унта пыракан çула сартарнă, икĕ масара плитаран кĕпер хурса пĕрлештернĕ, вăрман пек кашласа ларакан, хуçăлса пĕтнĕ йывăçсене кастарнă, çăва çинчи пỹрте тултан юсанă тата ытти те. Обществăлла ĕçсене паян та хастар хутшăнать Юрий Чернов. Кăçал фермăра тăрăшакан арçынсемпе пĕрле Сăкăт чиркĕвĕн çĕрнĕ урай хăмисене улăштарма, линолиум сарма пулăшнă.
Ĕçре йывăрлăхсем пулаççех. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кану кунĕ çук, кунта 365 кун вăй хумалла. Трактора е машинăна хускатмасан та пултаран, чĕлхесĕр янаварсене апатсăр тăратаймастăн, сĕтне сумалла, шывне ĕçтермелле. Юрий Федорович çакна лайăх пĕлет. Ĕнесем йывăр пăруланă е чирленĕ чухне çывăрнă çĕртен тăрса килнисем те пĕрре мар пулнă. Апла пулин те ỹпкелешмест, чунĕ суйласа илнĕ професси Юрий Чернова малалла тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать çеç.
- Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ çăмăл атлетикăна килĕштереттĕм, 100 метра чупассипе ăмăртаттăм. Студент чухне кире пуканĕ çĕклеме пуçларăм. Спорт мана йывăрлăхсене çĕнме вĕрентрĕ, - терĕ вăл.
- Юрий Федорович, сирĕн шутпа мĕн вăл телей? - ыйтрăм унран.
- Çемьере килĕшỹлĕх хуçаланнине, Валентина Владимировна мăшăрăм мана ăнланнине, ывăлпа хĕр пурнăç çулне тупнине, çемйисемпе килĕшỹре пурăннине, тăватă мăнук пуррине тата хам юратнă ĕçре вăй хунине телей тесе шухăшлатăп, - терĕ кăмăллăн çеç.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |