Сентябрĕн 20-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Николай Степанов пулчĕç.
Информаци ушкăнĕ чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕпе - Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕпе Николай Тинюковпа пĕрле Кзыл Камышри ФАПра пулчĕ, ял халăхĕпе тĕл пулса вĕсене кулленхи пурнăçра пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕ. Сăмах май каласан, ялти çĕнĕ сиплев учрежденине "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилес" проекчĕпе килĕшỹллĕн тунă. Подряд организацийĕ "Булат" общество, проект хакĕ строительство ĕçĕпе территорине хăтлăх кĕртессипе пĕрле 8 миллион тенке яхăн. Фельдшерпа акушер пунктĕнче мĕн пур услови çителĕклĕ. Çакна информаци ушкăнĕ ял-йышпа пĕрле хак пачĕ. Çывăх вăхăтра вăл 400е яхăн çынна йышăнĕ. Ял çыннисем Кзыл Камышăн инфратытăмĕ çулсеренех лайăхланса, пурнăç хăтлăланса пынăшăн хавхаланса калаçрĕç. Зейтуна Юнусова педагог-ветеран та çак шухăша уççăн пĕлтерчĕ, çывăх вăхăтрах сиплев учрежденийĕ çынсене хапăлласа йышăнма пултарнишĕн, Чăваш Республикин Правительствипе Патăрьел муниципалитет округĕ çынсен сывлăхне çирĕплетес, ĕмĕрне вăрăмлатас, ваттисене тимлĕх уйăрас тĕллевпе тăрăшнăшăн тав турĕ.
Муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен хирĕсем пушанса, типейленсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче çĕр улми кăларас ĕç тĕп вырăнта. Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнĕ уй-хир ĕçĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе "Корма" çĕр ĕç фирминчи "иккĕмĕш çăкăр" анинче пулчĕ (сăн ỹкерчĕк 1-мĕш стр.), кунти комбайнерсемпе курса калаçрĕ, ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ.
- Паян çĕр ĕç фирминче ял хуçалăх ĕçĕсем кал-кал та ăнăçлă иртсе пыраççĕ. Кун валли пирĕн хуçалăхра мĕн пур услови çителĕклĕ. Шăваракан агрегатпа усă курнăран "гала" тата "колумба" сортсем начар мар çитĕнчĕç. Куллен хирте виçĕ комбайн 7-8 гектар çĕр улми кăларать. Мĕн пурĕ пропашной культурăна 70 гектартан кăларса илмелле. Хальлĕхе тухăç начар мар, вăтамран 350 центнер тухать. Çанталăк кун пекех уяр тăрсан ĕçе вăраха ярасшăн мар,- терĕ çак хуçалăха чылай çул ертсе пыракан Иван Владимиров.
Сăмах май каласан, асăннă хуçалăхра кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 909 гектартан пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 38,5 центнерпа танлашать. Çĕр ĕç фирми 16,8 гектар сухан-севок çитĕнтернĕ, унăн тухăçĕ гектартан 150 центнер тухнă. Хуçалăхра 260 гектар кĕрхи культура акса хăварнă.
Умра - хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăр. Хальхи вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕнчи организаци-предприяти, учрежденисем котельнăйсене кирлĕ пек хатĕрлес ĕç вĕçленнĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи котельнăйсем пурте хĕл кунĕсене кĕтсе илме хатĕр. Информаци ушкăнĕ Патăрьелĕнчи "Василек" ача сачĕ тата централизациленĕ клуб системин хутса ăшăтмалли котельнăйĕсене çитсе кунта пурнăçланă тата туса çитермелли ĕçсемпе паллашрĕ. Тĕл пулура Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова "Василек" ача садĕнчи котельнăя тĕпрен юсамалли пирки сăмах хускатрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çак ыйтăва пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе витĕм кỹме, пулăшма тăрăшнине пĕлтерчĕç.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн икĕ хутлă çурчĕ вара кăçалтан çĕнĕ котельнăйран, çĕнĕ газ оборудованийĕпе хутса ăшăнĕ. Ăна вырăнти бюджет укçипе туса пĕтернĕ.
Информаци кунне кĕртнĕ тепĕр пĕлтерĕшлĕ тема - киберхăрушсăрлăх ыйтăвĕ тата телефон мошенникĕсенчен хỹтĕленесси. Çав ыйтăва сỹтсе явма муниципалитет округĕнчи йĕрке хуралĕн, банксен представителĕсем, муниципалитет округĕнчи структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем, почтальонсем хутшăнчĕç.
Паян çак çивĕч ыйтупа халăх умĕнче "чан" çапмалăх сăлтавĕ пысăк. Йĕрке хуралĕн саккунлă сотрудникĕсем, МИХ хатĕрĕсен журналисчĕсем ("Авангардра" та час-часах асăрхаттаратпăр), банк представителĕсем çынсене тăтăшах çак ыйтупа йăнăш тăвасран, ултавçăсен серепине çакланса вĕсен мăшкăлĕ пуласран сыхланмалли пирки калаççĕ, çыраççĕ пулин те республикăра, çавăн пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те палламан çынсене темиçе пиншер, миллионшар та укçа куçарса панă тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ.
Акă, 2022 çулта Патăрьел муниципалитет округĕнче çак сăлтавпа уголовлă 32 ĕç пуçарнă, çынсем 4 395 000 тенкĕ мошенниксене куçарса панă. Кăçал вара сакăр уйăхрах 33 уголовлă ĕç пулнă. Аферистсем çынсене улталаса 4 285 000 тенкĕ укçана хăйсен счечĕ çине куçарнă.
Çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ калаçура йĕрке хуралçисем, банк представителĕсем мошенниксем çак çул çине мĕнле методикăпа тăма пултарнине, социаллă сеть, телефон урлă çынсене мĕнле хăйсем майлă çавăрнине ăнлантарса пачĕç, ку шухăша халăх патне çитермеллине каларĕç.
Альбина ЕГОРОВА, автор сăн ỹкерчĕкĕсем
Ноябрь 2024 |