Выльăхран продукци илес тесен хĕле валли апат хатĕрлени çеç çителĕксĕр, витесене те юсамалла, хăтлăх кĕртмелле, чир-чĕртен дезинфекци тумалла тата ытти те. Çу каçипе хуралтăсенче пурнăçланă ĕçсемпе тата çĕнĕлĕхсемпе паллашма ятарлă комисси çулленех кĕркунне фермăсене пăхса çỹрет. Кăçал та выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов, Патăрьел муниципалитет округĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн специалист-эксперчĕ Зоя Телегина тĕрĕслеве тухрĕç. Чи малтанах "Батыревский" пĕрлешĕвĕн фермипе паллашрĕç.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кунта сăвăм та, ытти кăтартусем те пысăк. Витесене шуратса дезинфекциленĕ, тирпейленĕ. Территоринче те унта та кунта çум курăк ỹснине курмастăн. Транспортерсем лайăх ĕçленĕрен тислĕке куллен тасатаççĕ. Çĕнĕлĕх те кĕртнĕ - витесенче ĕне-выльăх валли хедлоксем (выльăха мăйĕ патĕнчен хĕстерсе пуçне тухмалла мар тăвакан хатĕр) вырнаçтарнă. Çакă чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене ирттернĕ чухне чылай çăмăллăх кỹнине пĕлтерчĕ ферма заведующийĕ Алена Полякова. Çавăн пекех вăл хальхи вăхăтра 940 пуç ĕне-выльăх шутра тăнине, унтан сăвăнаканни 400 пуç пулнине, пĕлтĕр пĕр ĕнерен вăтамран çулталăкра 8400 килограмм сĕт сунине каларĕ. Апат рационне ятарлă консультант хатĕрлет, çавăнпа килĕшỹллĕн çитереççĕ. Хушма витаминсенчен те татăк тăратмаççĕ. Вăй хуракансене хуçалăх ятарлă тумпа тивĕçтерет. Документсене те тивĕçлĕ шайра туса пыраççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕпе щит пур.
Тутар Тимешĕнчи Камиль Салихов фермер хуçалăхĕнчи выльăхсене те хĕл хăратмасть. Лашасемпе самăртмалли вăкăрсем, сурăхсем умĕнчен апат татăлмасть. Сенаж сутлăх та пур. Кунта ăна çаврака туса ятарлă пленкăпа чĕркесе хураççĕ. Чылай вăхăт иртсен те ешĕл апатăн пахалăхĕ улшăнмасть. Çакна çуркунне уй-хир тĕрĕслевне тухнисем те курса ĕненчĕç. Утта та пленкăпах çавăрнă.
Иртнĕ çул фермер выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма грант илнĕччĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе 200-250 пуç ĕне-выльăх вырнаçмалăх вите тума пикеннĕ. Ăна ноябрьте хута яма палăртаççĕ.
Тĕслĕх илмелли витесен шутне Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Александр Шаймин фермер хуçалăхне те кĕртес килет. Хуралтăсене юсанă, ăшăрах пултăр тесе шалтан пенăпа та сапнă. Çулла вара сулхăнрах пулать иккен. Çавăн пекех хĕвелтен, çумăртан хỹтĕленме хỹтлĕх (навес) тунă. Фермăра вăй хуракансене валли тум улăштарма, канма пỹрт пур. Вăл малашне газпа ăшăнĕ, ку ыйтупа тăрăшма пикеннĕ. Ĕç хăрушсăрлăхĕпе ятарлă кĕтес хатĕрленĕ.
Решид Санзяпов фермерăн Чăваш Ишекĕнче вырнаçнă ĕне-выльăх витинче пĕчĕк пăрусем валли йывăçран клеткăсем тунă. Сăмах май, кунта çамрăк выльăхсене курăк чейĕ вĕретсе ĕçтерессине те йăлана кĕртнĕ. Стенасене пур çĕрте те шуратса дезинфекциленĕ. Апат çителĕклĕ янтăланă. Ферма территоринчен инçех мар утă, улăм купаласа хунă.
Çĕнĕ Ахпỹртри "Родина" хуçалăхăн выльăх йышĕ пысăках мар, вĕсене хăтлă услови туса пама тăрăшса санитари кунĕсем ирттереççĕ. Витере таса, тирпейлĕ. Кăçал электричество проводисене улăштарнă. Комисси членĕсем Шăнкăртамри Радий Бикчурин, Ильнар Хамбиков, Фенил Тумаков фермерсен хуçалăхĕсене те çитсе курчĕç. Пуринче те выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Çĕнĕлĕхсем те пур: Фенил Тумаков Сызраньтен ăратлă вăкăрсем илсе килнĕ. Апата пăтратса пама смеситель туяннă, унпах выльăхсен умне салатса параççĕ. Ильнар Хамбиков фермер вара Куславкка тăрăхĕнчен 8 пуç тына илсе килме палăртать. Витесене дезинфекци тунă.
Хĕле кĕтсе илме ăнăçлă хатĕрленнĕ фермăсен шутне "Труд" хуçалăха та кĕртмелле. Кунта çулленех юсав ĕçĕсене те, шуратса дезинфекцилессине те вăхăтра пурнăçлассишĕн тимлеççĕ. Çавăн пекех "Исток", "Красное Знамя", "Куснар", "Кзыл Камыш" хуçалăхсенчен, Эльвира Солдатова фермер хуçалăхĕнчен ыттисен те тĕслĕх илмелĕх пур. Вĕсенче ĕç условине те çăмăллатма тăрăшаççĕ, документсене те тивĕçлĕ шайра туса пыраççĕ.
- Пĕчĕк пăрусем тăракан витесене шуратрăмăр, пысăккисем тăракан картара навес турăмăр, - тесе паллаштарма пуçларĕç фермер хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе Турханти Еленăпа Вячеслав Осиповсем. Ĕнесене çуллахи вăхăтра кĕтĕве кăлараççĕ. Хĕле валли утă-улăм кирлĕ чухлĕ янтăланă, рациона пуянлатма жом та туянаççĕ. Пĕлтĕр кунта çĕнĕ витене хута янă, çавна май ĕç условийĕ те лайăхланнă.
Шăхачри Сергей Сулагаев, Пăлапуç Пашьелĕнчи Вячеслав Раськин фермер хуçалăхĕсенче те лару-тăру аван.
Патăрьел муниципалитет округĕнче пĕртен-пĕр качака ферми пур. Вăл Пăлапуç Нурăсра вырнаçнă. Хальхи вăхăтра унта 1002 качака, вĕсем талăкра вăтамран 3 килограмм сĕт параççĕ. Ăна "Эко Продукт" кооператива сутаççĕ.
Комисси фермăсемпе тата хĕле мĕнле хатĕрленнипе паллашнă май çитменлĕхсене те палăртрĕ, вĕсене çывăх вăхăтра пĕтерме хушса хăварчĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |