Унăн ячĕ манăçман

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2023, 20:28 Просмотров: 130

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Кĕçĕн Арапуç ялĕн кун-çулне паллă пулăм çырăнса юлчĕ. Çак кун Аслă урамăн хĕвел анăç вĕçĕнче Петр Саватьевич Маркиданов пурăннă çурт çине вырăнти влаç органĕ - Пикшик территори пайĕ - пуçарнипе тата Юрий Маркиданов мăнукĕпе Галина Маркиданова кинĕ тăрăшнипе асăну хăмине сумлă лару-тăрура уçрĕç (сăн ỹкерчĕкре).

Хура мрамор плита çине вăл хăй вăхăтĕнче ялти "Путь социализма" ятлă колхоз йĕркелекенĕ тата унăн пĕрремĕш председателĕ пулнине палăртнă, "Эпĕ хамăн пурнăçа тăван çĕрĕм-шывăма тата халăха халалланă" тесе каланă сăмахĕсене çырнă, портретне вырнаçтарнă. Мемориал виткĕçне мăнукĕ, Рязаньти ВДВ училищин курсанчĕ, паллă спортсмен Егор Селиванов сирчĕ. Территори пайĕн начальникĕ Владислав Краснов, тухса калакан ял-йыш, тăванĕсем, çав шутра ывăлĕ, мăнукĕсем Петр Саватьевич ялта ĕçленĕ çулсенче халăхшăн пысăк ĕç туса пынине, çак сумлă хăмана чăннипех тивĕçнине палăртрĕç. Çĕкленỹллĕ юрăсем вара пуçтарăннă халăхăн кăмăлне çĕклерĕç.

Çакна та палăртса хăварас килет: П.С.Маркиданов ялта коллективлă хуçалăх пуçарса яракан тата ушкăнпа ĕçлесе пысăк ỹсĕмсем тума пулнипе кăна палăрса тăрать, тени çителĕксĕр. Вăл - виçĕ вăрçă ветеранĕ, çапăçу хирĕсенче çĕршыв никама пăхăнманлăхĕшĕн, халăх ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнă, çапах кашнинчех каялла строя тăнă. Юлашкинчен яла иккĕмĕш ушкăнти инвалид пулса таврăннă çын. Вăл хăй вăхăтĕнче виçĕ яла, Кĕçĕн Арапуçсăр пуçне, Именкасси тата Шăхаль выселки халăхĕсене, пĕрлештерсе тăракан ĕççынни депутачĕсен ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ (хальхилле каласан - ял пуçлăхĕ), вырăнти влаç органĕн ертỹçи, темиçе хутчен ял Совет депутачĕ пулнă. Ытти тĕрлĕ обществăлла тивĕçĕсем пирки асăнса та тăмăпăр. Шел те, пысăках мар сумлă хăма çине туллин те нумай çырса пĕтерейместĕн.

 Петр Саватьевич Маркиданов 1898 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче Кĕçĕн Апапуçĕнче йышлă çемьере çуралнă. Мемориал хăмине уçма çак куна палăртни кунпа çыхăннă та ĕнтĕ! Пурăннă пулсан, вăл 125 çул тултарнине - çавра юбилейне - паллă тунă пулĕччĕ. Ашшĕ, Савати, ытти пĕр тăванĕсенчен пĕртен-пĕр вĕреннĕ çын пулнă, салтака та кайса килнĕ. Ывăлĕ, хайхи Петĕр те Аслă Арапуçĕнчи чиркỹ-прихут шкулне тăватă çул çỹресе çав вăхăтшăн тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ. Вунсаккăр тултарсан (1916 çулта), ăна пĕрремĕш тĕнче вăрçине илсе кайнă. Революци пулса иртнĕ хыççăн çакăнтанах Хĕрлĕ çара илнĕ. Вара унăн тепĕр вăрçа, граждан хирĕç-тăрăвне те явăçма тивнĕ. "Икĕ вăрçа хутшăнса виçĕ хутчен амантăм, ултă çултан кăна киле таврăнтăм", - çырнă вăл хăйĕн аса илĕвĕсенче. Сăмах май, граждан вăрçи пынă вăхăтра, 1918 çулта, сипленме тесе кĕске вăхăтлăха тăван килне аманнă урине сĕтĕрсе, костыль çине тайăнса утса та килсе курнă. Çав вăхăтра ашшĕ хуçалăхĕнчен продразверстка салтакĕсем Патăрьелне илсе тухса кайнă лашине, ĕнине тата сурăхĕсене каялла тавăрттарма пултарнă. 1922 çулта граждан вăрçинчен таврăнсан, Петр Саватьевич Анат Чакăри Шашкин Василисен аслă хĕрĕпе - Наталипе - çемье çавăрать. Пĕрле вĕсем сакăр ача çуратаççĕ. Йывăр вăхăт пулнă ун чухне: аслисем иккĕшĕ тата кĕçĕннисем иккĕшĕ çамрăклах куçĕсене хупнă. 1925 çулхи январьте çуралнă ывăлĕ Василий Маркиданов вара кăçал тăхăрвун саккăр тултарнă хыççăн çĕре кĕчĕ. Ашшĕ пекех ялта питĕ сумлă çын пулнă вăл - ăна "Пикшик ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панă. Хăми пỹрт çинче чип-чиперех çакăнса тăрать. Халĕ ĕнтĕ, ав, ун çумне ашшĕне , Петр Саватьевич Маркиданова, асăнса мемориал плити вырнаçтарчĕç...

1927 çулта çĕршывра пуç пулса тăракан партин ВКП(б) съездĕнче ял хуçалăхĕнче коллективизаци пуçлама йышăннă. Урăхла каласан, пĕчĕк тата вакă хресчен хуçалăхĕсене пĕрлештерсе пысăк, коллективлă хуçалăхсем - колхозсем тата совхозсем - тума тĕллев лартнă. Кун пек политика тытса ял хуçалăх тухăçлăхне хăпартма май пулать тенĕ ун чухне партипе правительство ертỹçисем. Çакăн хыççăн çĕршывра коллективизаци юхăмне анлăн сарса янă. Малтанласа ячĕсем урăхларах пулнă-ха вĕсем: ял хуçалăх юлташлăхĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсем, машина юлташлăхĕсем... Патăрьел районĕнче хăш-пĕр ялсенче коллективлă хуçалăхсене 1928 çулта çураки умĕн, пуш уйăхĕнче йĕркелеме пикеннĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнче те "Красный пахарь" ятлă çĕр çинче пĕрле ĕçлемелли юлташлăх туса хунă. Малтанласа çак хуçалăхсене чухăн хуçалăхсене кăна кĕртнĕ. Тепĕр çулталăк çурăран вара вăтам пурăнакансене те йышăнма пикеннĕ. Çапла коллективизаци юхăмĕ "вăйланса" кайнă. Нумайăшне колхоза кĕртме хистесе тỹлеймелле мар налуксем хума тытăннă, ссылкăна ярассипе хăратнă тата ытти те... Теприсене заявленисĕрех колхоза çырнă. Вырăнти влаçсем коллективизаци процентне пысăклатса кăтартас тесе темле хăрушла, саккунсăр мелсем те шутласа кăларнă. Патăрьел тăрăхĕнче тата тепĕр çĕнĕлĕхе те усă курнă - тĕрлĕ ялсене пĕрлештерсе гигант-колхоз тума та тĕллев лартнă. Уйрăм ялсенче çакăн пек вăйпа хистесе 80-87 процент таран халăха колхоза кĕртнĕ. Кĕçех Патăрьел районне те лаппăшĕпех коллективизаци туса пĕтернĕ тесе пĕлтернĕ. Акă мĕн çырать хăйĕн аса илĕвĕнче Петр Саватьевич Маркиданов Кĕçĕн Арапуçри лару-тăру пирки: "1929-1930 çулсенче партипе правительство сплошной коллективизаци (гигант) тума пуçларĕç. Вара пирĕн ялта та колхоз пуçланчĕ. Эпĕ унта чи малтан кĕтĕм. Мана колхоз председательне суйларĕç. Колхоза 78 киле (пысăках мар Кĕçĕн Арапуç ялĕшĕн ку питĕ нумай! - авт.) çитертĕмĕр...".

Петр Саватьевич - вăрçăсенче çỹресе тĕнче курнă çын. Унăн тавракурăмĕ те пысăк. Ăна вăл хаçатсем вуласа тата сарса пырать. Партиец мар пулсан та вăл патшалăх политикине ăнланать, каялла çул çуккине те тĕшмĕртет. Акă мĕн çырать вăл малалла: "Пилĕк уйăх иртсен пирĕн колхоз саланса кайрĕ.Сталин пуç çаврăнса кайни пирки çырнă статья витĕм кỹчĕ пулмалла. Çапах эпир иккĕн, Маркиданов Петр Саватьевич тата Иванов Григорий Иванович килĕсем, ядро тесе колхозрах юлтăмăр".

Кунта сăмах партин генеральнăй секретарĕ И.В.Сталин 1930 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче патшалăхăн тĕп хаçатĕнче ("Правда") пичетлесе кăларнă "Головокружение от успехов. К вопросам колхозного движения" статья пирки пырать. Унта вăл коллективизаци ыйтăвĕпе вырăнсенчи хăш-пĕр пуçлăхсем виçерен иртсе кайса лаппăшĕпех колхозсем туса тултаратпăр тесе тĕрĕс мар утăмсем тунине сивлет. Çакăн хыççăн пур çĕрте те васкасах колхоз строительствинче тунă йăнăшсене тỹрлетме тытăнаççĕ. Шăпах çак çыру хыççăн саланнă та ĕнтĕ Кĕçĕн Арапуç колхозĕте. Района илес пулсан, 90-ран пурĕ те 28 колхоз кăна тăрса юлать.

Колхозăн малаллахи шăпи пирки П.С.Маркиданов çапла çырать: "1931 çулта вунпĕр килпе çĕнĕрен колхоз йĕркелерĕмĕр. Ятне "Путь социализма" патăмăр. Мана, Петр Саватьевич Маркиданова, татах председателе суйларĕç. Вара эпĕ ăна виçĕ çул ертсе пытăм..." Малалла вăл çак вунпĕр кил хуçисене асăнса тухать. Тăваттăшĕ вĕсенчен - Маркиданов ратнинчен.

Çак йĕркесем Патăрьел район энциклопедийĕнче çырнипе те, тĕпрен илсен, пĕр килеççĕ. Унта "Путь социализма" колхоза 1931 çулхи августăн 10-мĕшĕнче йĕркеленине палăртнă. 1935 çул тĕлне 37 колхозник çемйи тăнă, икĕ бригада пулнă.

Малалла иртсе калас-тăк, каярахпа çак колхоза аслăлатнă, унта кỹршĕри Именкасси ялĕ тата Шăхаль выселки çыннисем хутшăннă. 1960 çулта "Путь социализма" колхоз çывăхри ялсене пĕрлештерекен "Герой" колхоза кĕрсе хăйĕн ятне çухатнă, комплекслă бригада пулса юлнă. Çĕнĕ саманана кĕрсен, республикăра та палăрнă "Герой" саланчĕ, унăн пайĕсем çĕнĕрен уйрăм хуçалăхсем йĕркелерĕç. Кĕçĕн Арапуç "Имар" агрофирма та, "Новая сила" колхоз та пулса пăхрĕ. Вĕсен ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Халĕ ял таврашĕнчи хирсене уйрăм çынсем акса-лартса тăраççĕ.

Паллах, Петр Саватьевич ятарласа ларса колхоз историне çырман, хăйĕн пурнăçĕнчи хăш-пĕр паллă самантсене кăна кĕскен асăнса хăварнă. Çав аса илỹсенче хăй ĕçленĕ çулсенче вăл пуçарнипе ялта пĕрремĕш клуб тата Шурут çырми çинче шыв арманĕ туса лартнине палăртать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, сывлăхлă мĕнпур çамрăка çара илсе кайнă. Каярахпа фронтри лару-тăру йывăррине кура çулланнисене те повесткăсем пама пикеннĕ. 1942 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче хĕрĕх тăваттăра пыракан Петр Саватьевича та салтак тумне тăхăнтартнă. Çапла вара икĕ вăрçа та хутшăннă çынна виççĕмĕшне лекме тивет. Уйăх çурăранах П.С.Маркиданов красноармеец Тĕп (Центральнăй) фронтра 12-мĕш гварди дивизийĕн йышĕпе çапăçăва кĕрет. Июлĕн 8-мĕшĕнче ăна амантаççĕ. Виçĕ уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн татах хăйĕн полкне таврăнса тепĕр хут винтовкине çатăрласа тытать. 1943 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче Сороки ятлă ял патĕнче наступленине кайнă чухне унăн аллине тăшман пульли çĕмĕрет. Çак çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн ăна виççĕмĕш степенлĕ Мухтав орденĕпе наградăлама та документ хатĕрленĕ. Чавсипе хулĕ йывăр аманнине пула килне ăсатаççĕ. Кăштах йăл илсен фронтовика Кĕçĕн Арапуç ял Совечĕн председательне лартса хураççĕ. Вăрçă çулĕсенчи тата хыççăнхи йывăр тапхăрта вăл вырăнти влаç тилхепине пилĕк çул тытса пырать.

Партипе патшалăхăн пĕр пайĕ пулса тăнă май, вырăнти Советăн çĕр-çĕр ыйтăва татса пама тивнĕ. Çăва тухсан пĕр техникăсăр тăрса юлнă колхоз ĕçĕсене йĕркелемелле: вăхăтра акса-лартса хăвармалла, пĕр пучах юлмиччен тырра пухса кĕртмелле, патшалăх умĕнчи плансене тултармалла. Хĕле кĕрсен, халăха аякри вăрмансене йывăç касса турттарма кăларса ямалла, шкула, медпункта вутăпа тивĕçтермелле. Пĕрлех патшалăх валли налуксем тỹлессине йĕркелемелле, сĕт-çу, какай, çăмарта пуçтармалла, фронт валли ăшă япаласем пухассине йĕркелемелле, аслă çулсем тума хутшăнмалла, кĕперсене юсамалла, çĕнĕрен тумалла, халăхра заем сармалла...Çỹлти органсем ачашласа тăман ун чухне, çирĕп ыйтнă. Иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулсан та Петр Саватьевич нăйкăшса ларман, хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынă.

 Юлашки çулсенче П.С.Маркиданов Именкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта хуçалăх заведующийĕнче вăй хунă, физкультура урокĕсене те ирттернĕ. Ватлăх çулĕсенче те вăл ахаль ларас темен: тĕрлĕ çĕрте каçхи хуралта тăнă. Петр Саватьевич 1982 çулхи майăн 7-мĕшĕнче леш тĕнчене куçса кайнă. Вăл ун чухне 84 çулта пынă.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕн ырă ятне ачисем, вун-вун мăнукĕпе кĕçĕн мăнукĕ, вĕсен ачи-пăчи чĕрисенче упрать. Халĕ ĕнтĕ мемориал хăми çине пăхса унăн сăнарне ял çыннисем те пĕрле асра тытĕç.

Николай ЛАРИОНОВ Леонид Шашкин сăн ỹкерчĕкĕсем

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика