Чыславăн чапĕ çухалмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 20:09 Просмотров: 169

Хальхи çыравçăсемпе сăвăçăсем Митта Ваçлейĕн кун-çулне лайăх пĕлеççĕ. Литература лаççинче кĕске вăхăт ĕçленĕ пулин те вулакансемшĕн тĕлĕнмелле хайлавсем сахал мар хăварнă ентешĕмĕр. Анчах кам тата хăçан, мĕнле йĕркеленĕ ун ячĕпе хисепленекен фонда - нумайăшĕ тĕшмĕртмест те пуль. Ăна никĕслекенĕ - Илья Арсентьевич Иванов.

Кăштах ун çинчен каласа кăтартар. Вăл 1955 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Красномайски (революциччен Начар Упи) ялĕнче çуралнă. Алманчăри вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Каярахпа Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçатра корректор, корреспондент, пай пуçлăхĕ пулса вăй хунă. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. "Ленинец" хуçалăхра ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ, КПСС райкомĕн пропаганда пайĕнче инструктор, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, "Молодой коммунист" хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă. Малаллахи çулĕсене те журналистикăпа çыхăнтарнă. Илья Арсентьевич Митта Ваçле- йĕн премийĕ пирки акă мĕн каласа кăтартрĕ:

- 1973 çул пыратчĕ. Эпир ытларах парти райкомĕнче, ĕçтăвкомра, ытти организацинче вăй хуракансене пулăшса пыратпăр. Вĕсем вара ун чухне хуçалăхра, производствăра ĕçлекенсене çеç чыслама тăрăшатчĕç. Эпир çак тĕрĕсмарлăха пĕтерме шутларăмăр. Çапла майпа Митта Ваçлейĕн премийĕ çирĕпленчĕ. Ăна йĕркелеме ВЛКСМ райкомĕсĕр пуçне "Авангард" хаçат редакцийĕн хастарĕсем те пулăшрĕç. Пĕрремĕш премие Çĕньял хорне пама йышăнтăмăр. Анатолий Шакин ертсе пыракан коллектива таврари ялсенче та лайăх пĕлетчĕç. Районти ĕçпе юрă уявĕнче кашни çулах çак хор пухăннисене пултарулăхĕпе савăнтаратчĕ. Октябрь вĕçĕнче комсомол çуралнă кун. Патăрьелĕнчи культура çуртне пухăнтăмăр. Уяв кунхине сумлă лару-тăрура коллектива Митта Ваçлей преми лауреачĕн хутне патăмăр. Преми укçине вĕсем мир фондне хыврĕç.

Малтанласа эпир сăвăç премине районта çеç пама йышăннăччĕ. Митта ячĕ тĕнче таранах хăпарса кайнă хыççăн шухăш улшăнчĕ. Çапла вара каярах Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпченĕ Геннадий Юмарт (Красноармейски районĕ), Геннадий Айхи сăвăç тивĕçрĕ. Вĕсем Митта Ваçлейпе пĕр-пĕрне малтанах пĕлнĕ иккен. Каярахпа Айхи чăваш поэзийĕн антологине акăлчанла, венгерла тата нумай чĕлхепе тĕпчесе кăларнă. Асăннă çĕршывсенчи çак ĕçе хутшăннисене те Митта Ваçлейĕн премийĕпе чысларăмăр. Лауреатсен йышĕнче Самар, Чĕмпĕр, Хаккас, Мари, Казахстан, Турци тăрăхĕсенче палăрнисем нумай. Фондăн канашĕ те пур. Патăрьелĕнчи Николай Ларионов журналист, Атнер Хусанкай, Николай Исмуков, Борис Чиндыков, Надежда Кириллова унăн ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Унăн йышĕнче Вера Кузьмина артистка та пулнă.

Çакна та палăртса хăварас килет. Аслă Арапуçĕнче çуралнă Митта Ваçлейĕсăвăçăн ят-сумĕ çỹлте тăрать. Ялти шкул ун ячĕпе хисепленет. Унта поэтăн бюстне вырнаçтарнă. Масар çинчи палăка вĕренекенсемех тирпейлесе тăраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулта унăн бюстне пăхăртан шăратса тунă. Вĕренỹ çуртне В. Митта ятне панă. Сăвăçăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен хаçат-журналта çыраççĕ. Сăввисем уйрăм кĕнекепе тухрĕç. Митта Ваçлейĕн фондне ертсе пыракан Илья Иванов кашни çулах сăвăçăн вил тăприйĕ çинче пултаруллăх ушкăнĕпе пулать.

Илья ЖУРАВЛЕВ, журналист

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика