Тăван чĕлхе илемне туйсан

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2023, 20:37 Просмотров: 185

Кашни çыннăнах пурнăçри малтанхи утăмĕсем вĕрентекенпе çыхăннă. Вăл ăс пани, тимлесе ăнлантарни яланлăхах пирĕн асăмра. Унăн сывлăм пек таса, чĕререн каланă сăмахĕсем хавхалантараççĕ, чĕрĕ вăй кĕртеççĕ, çунат хушаççĕ. Çиччĕре-и эсĕ, е аллăра, çав-çавах чĕрỹнте учителĕн ырă сăнарне упратăн, вăл каланă сăмахсен ăшшине туятăн. Ачан пуласлăхне витĕм кỹрекен вĕрентекенсем чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри темелле. Вĕрентекен кирек хăçан та хисеплĕ çын пулнă. Ахальтен мар-тăр Раççей Президенчĕ 2023 çула Вĕрентекен тата наставник çулĕ тесе ят пачĕ.

 "Çитĕнекен ăрăва пĕчĕкренех чун-чĕре туйăмне мĕнлерех палăртмаллине вĕрентсе пымалла, ырă мар, килĕшỹсĕр хăнăхусенчен хăтăлма пулăшмалла. Учителĕн кашни урока хатĕрленнĕ чух вĕренỹ тĕллевĕсемпе пĕрлех воспитани тĕллевĕсене мĕнле пурнăçламаллине те палăртмалла",- тет Турханти вăтам шкулта чĕрĕк ĕмĕр ытла чăваш чĕлхипе литературине тимлекен, халĕ тата вĕрентỹпе воспитани парас енĕпе ĕçлекен директор çумĕн тивĕçне те пурнăçлакан Валентина Самарина.

 Манăн хисепе тивĕçлĕ Валентина Анатольевна çинчен нумай илтме, вăл еплерех ĕçленине темиçе хут курма тỹр килнĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас, çĕнĕлĕх илес тĕллевпе çулсеренех уçă уроксен фестивалĕ иртет. Халĕ те куç умĕнчех Валентина Самарина ирттернĕ урок.

Валентина Анатольевна класа кĕнĕскер вĕренекенсене чăвашла сывлăх сунчĕ те тỹрех ĕçе пикенчĕ. Урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарчĕ. Ольга Туркай çырнă "Пахчари çĕмĕрт" калава тишкереççĕ пиллĕкмĕшсем. Акă класра тунсăх кĕвĕ янăраса кайрĕ. Афган вăрçинчен таврăнайман ывăлĕ амăшĕпе калаçать. Кĕвĕ, сăмахсем чун-чĕрене çỹçентереççĕ, куç умне хаяр, хăрушă вăрçă шавне кăларса тăратаççĕ. Вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри Афган вăрçинче пулнă салтаксемпе паллаштараççĕ. Сăнарсемпе ĕçлеççĕ, сыпăксене вулаççĕ.

Валентина Анатольевна уйрăм вĕренекенсен, ушкăнсен ĕçне пĕтĕмлетсе хакларĕ, çитес урок валли киле ĕç парса ячĕ. Тепĕр урок татах та кăсăклăрах пуласса пĕлтерчĕ. Эпир урока сăнаса ларакансем хамăр валли чылай пĕтĕмлетỹ турăмăр. Валентина Анатольевна чăнласах та ăс-тăн паракан, ертỹçĕ-дирижер, пултаруллă педагог пулнине кăтартса пачĕ. Учительница ачасен пĕлỹ илес туйăмĕсене çĕклес, кăсăклантарас тесе уроксенче пулăшу хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курать. Компьютер - унăн куллен усă курмалли хатĕр. Валентина Анатольевна ирттерекен уроксенче пĕр вĕренекен те калаçăва хутшăнмасăр юлмасть. Ачасен пултарулăхне малалла аталантарасси çине тимлĕ пăхать.

Шкулта ĕç вĕресе тăрать. Мĕнле кăна мероприяти иртмест пулĕ вĕренỹ çулĕ тăршшĕпе. Тепĕр чухне ăна-кăна туса çитерейменишĕн пăшăрханмалли те тупăнать. "Уроксене чунне парса хатĕрленекен, яланах хавхалануллă та тимлĕ, тавçăруллă ачасем кăмăла çĕклеççĕ",- тет вĕрентекен. Ун пек ачасем Турхан шкулĕнче сахал мар.

Валентина Анатольевна хăйĕн ĕçне чунтан парăнса тăвать. Сăпайлă калаçни, сапăр тыткалани - чыс кỹрет, ят-сумне çĕклет. Çитменлĕхсене тỹрех асăрхать, юлташла асăрхаттарать, пурин валли те тимлĕх çитет унăн.

Ĕçре ỹсĕмсем тăвасси коллективпа килĕштерсе ĕçленинчен килет тесе çирĕплетсех калать вĕрентекен. Кăмăллă ĕçтешĕсем хушшинче яланах хаваслă туять. Турхан шкулĕнче пуян чун-чĕреллĕ çынсем пуçтарăннине пĕрре мар асăнать вăл. Хăйĕн наставникĕсене, ĕç опытне пуянлатма пулăшнă ĕçтешĕсене - Н.Тарасова, Л. Кольцова, Р. Родионова, Л. Осипова вĕрентекенсене - мала хурать

Шкул - паянхи кунпа ыранхи вăхăта пĕрлештерекен кĕпер. Мĕн чухлĕ чăтăм, хавал, вăй кирлĕ учителе. Унăн ĕçĕ çăмăл маррине пурте пĕлеççĕ. Ĕç кунĕ те виçесĕр, уроксем хыççăн - тĕрлĕ мероприяти, ачасене уяв-конкурса хатĕрленме пулăшмалла, кабинет сăн-сăпачĕшĕн те учителех яваплă, тĕрĕслемелли тетрадьсен купи, тепĕр куна хатĕрленмелле, пĕлĕве ỹс- терес тĕллевпе вăхăтра курсне те тухмалла, онлайнпа вебинар, конференци итлемелле, шкултан тухсан хуçалăх ĕçĕпе ĕçлемелле, çав вăхăтрах хăвăн çемйỹ валли те чун ăшшине хăвармалла.

Вĕрентекенсĕр пуçне Валентина Анатольевна - юратнă анне, мăшăр, кин, асанне. Шăхач хĕрĕ пулнăскер кỹршĕ Турхан каччипе Юрий Алексеевичпа çемье çавăрнă, ялтах тĕпленсе чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕр сывлăшпа сывласа пурăнаççĕ. Çак туслă, килĕшỹллĕ çемье ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, иккĕшĕ те ĕçлеççĕ. Ирина амăшĕ пекех ачасене вĕрентет. Шупашкар хулинче пĕр шкулта ĕçлет. Леонтий медицина ĕçне суйланă, фельдшер пулса ĕçлет, хăйĕн çемйипе Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать, пĕр хĕр пĕрчи çитĕнет вĕсен. Хăна-вĕрлене те питĕ тарават Самаринсем. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те çак кунсенче кĕр мăнтăрĕпе çавра çулĕсене паллă тума, пур тăвана та уяв кĕрекине пуçтарма хатĕрленеççĕ. Чунпа ырă та таса пулни çутăлăхпа ăшăлăх патне туртăнма хистет вĕсене.

Светлана КУЛАКОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен округри пĕрлешĕвĕн ертỹçи

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика