Юлашки вăхăтра ачасем хушшинче инфекци чирĕ палăрать. Вар-хырăм пăсăлни бактерисемпе çыхăннă. Вăл кирек хăçан та пулма пултарать. Вирусли вара çын гриппа е ОРВИпе чирленине палăртать. Ку çанталăк улшăннă май палăрать.
Енчен те ачан температури ỹссе кайсан, хăссан, тăтăшах тула тухсан, унта шăранса пĕтмен апат юлашкисем пулсан кăна пыршă инфекцийĕ теме пулать.
Кун пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр тухтăра чĕнмелле, вăхăта сая ямасăр чирпе кĕрешме тытăнмалла. Çакăн пек чухне хăвăра хăвăр та васкавлă пулăшу пама пĕлмелле. Тухтăр пырса çитиччен ачана нимĕнле апат та памалла мар, шывпа чей диетипе усрамалла.
Эмелсемпе сиплессине тухтăр çеç татса парать. Пыршă инфекцине пуçаракан микробсем нумайччен упранаççĕ: пỹлĕмри тусанра 80 кун таран, типнĕ каяшра - темиçешер уйăх е çулталăкшар, сĕтре - 11 кун таран.
Микробсене шăнасем, таракансем, ытти хурт-кăпшанкă хăйсемпе пĕрле таçта та çитерме пултараççĕ. Ачасем вара гигиена ыйтнисене, тасалăх пĕлтерĕшне кирлĕ таран ăнланса-пĕлсе çитереймеççĕ. Час-часах тăпраллă, тусанлă, таса мар япаласенех çăвара чикеççĕ. Çапла майпа чир пуçаракан микробсем организма лекеççĕ.
Инфекци пуçаракан хăш-пĕр микроб сĕт тата сĕт продукчĕсем, çителĕксĕр пĕçернĕ е тĕрĕс мар упранă аш-какайран тата пулăран хатĕрленĕ блюдăсем, чĕрĕ çăмартасем урлă та ереççĕ.
Асăннă чиртен сыхланса пурнăçламалли мерăсем питĕансат. Апат çиес умĕн е туалетра пулнă хыççăн алăсене çумалла. Ачасене çакна мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Апата çителĕклĕ вĕретсе хатĕрлемелле тата тĕрĕс упрамалла. Улма-çырлана, пахча çимĕçе лайăх çумалла, вĕретнĕ шыв кăна ĕçмелле. Пурăнакан пỹрт-çурта кашни эрнерех нỹрлентерсе тасатмалла. Ачасен теттисене, савăтсене супăньпе, ăшă шывпа çумалла. Хăвăрт пăсăлакан çимĕçсене (аш-какая, сĕте, пулла) çирĕп пăхăнса упрамалла. Çимĕçсене туяннă чухне вĕсен чĕркемĕ йĕркеллĕ пулнине сăнамалла, хăçан кăларнине тата хăçанччен усă курма юранине пăхмалла.
Инфекци сарăласран чирлĕ ачана ыттисенчен уйрăм тытмалла. Кĕпе-йĕме вĕретсе çумалла.
Антонина ЧЕРНОВА, тĕп больницăн инфекционист тухтăрĕ
Ноябрь 2024 |