Ырă чĕлхеллĕ пулар!
Ху тăвану çинчен кăлăх суя ан кăлар, ху тусу çинчен суя суйса ан калаç. Выльăх-чĕрлĕх пур-и санăн? Пăх ăна, вăл сана усă парать. Йĕрекен-макăраканран ан пăрăн, хуйхăраканпа пĕрле ху та хуйхăр. Çын вилнишĕн ан хĕпĕрте, вăл санăн курайман тăшману пулсан та, эпир пурсăмăр та вилмелле, çавна асăнта тыт. Тикĕте сĕртĕнекен варалать, усал çынпа явăçакан хăй усал пулать. Куç ăçта пăхнă, ун хыççăн аллуна ан тăс, аллуна тирĕк тĕпне çынран мала ан тăс. Çыннăнне те хăвăнни пекех уя, кирек епле япала тĕлĕшĕнчен те калла-малла шухăшла. Ăшăнта хăвна ху асла хурса шухăшласа ан çỹре, вăхăтчен ĕмĕрсĕрленнĕ çамрăк вăкăр халсăрланнă пек чуну вăйĕ сăрхăнса тухĕ: çулçусене эсĕ тăкса пĕтерĕн, çитĕнес çимĕçĕсем типсе ларĕç, хăрăк йывăç пек халтăраса тăрăн.
Тусна упра!
Тусран тăшман ан пулса тăр, хаяр ят илсе ху валли намăс-мăшкăл анчах тупăн: апла ик чĕлхеллĕ çылăхлă çынсем тăваççĕ. Çынпа туслашас тетĕн пулсассăн сăнаса пăхса туслаш, шанчăкна часах ан хур çын çине. Хăш тус хăйне кирлĕ вăхăтра тус санпала, сан çине хĕн килсессĕн пăрахать сана. Хăш тус пур тăшман пулса тăрать, вăрçса-хирĕçсе намăс кỹрет сана. Хăш тус пĕрле ĕçсе-çинĕ чухне тус, сана хĕсĕк килсессĕн манать. Тусу-йышупа сыхланса пурăн. Шанчăклă тус вăл шанчăклă хỹтлĕхпе пĕрех: шанчăклă тус тупакан мул тупаканпа пĕрех. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. Шанчăклă тус вăл пурнăç сиплĕхĕ. Турăран хăракан хăй тусĕпе пурăнса, тусне те хăй майне çавăрса хăй пек ырă тăвать. Авалхи тусна ан пăрах, çĕнĕ тус ун тĕлне тăраймасть.
Ырăпа çеç пул!
Ырă тăвас тесен, кама ырă тăвассине пĕлсе ту, вара эсĕ ырă туни ырăлăхлă пулĕ. Чирлĕ çын патне кайса ларма ан ỹркен, уншăн эсĕ кăмăл тупăн. Йĕрекен-макăракантан ан пăрăн, хуйхăраканпа пĕрле ху та хуйхăр.
Ывăлупа хĕр ачуна тимле!
Ывăл ачусем пур-и санăн? Вĕрент вĕсене, çамрăкранпа пуçне тай вĕсенĕнне. Хĕр ачусем пур-и санăн? Вĕсен ỹт-пĕвне типейлесе ỹстер. Хĕрне ỹстерсе качча пар, вара эсĕ пысăк ĕç тăвăн, ăна ырă çынна пехилле. Чунтан юратнă арăм пур-и санăн. Ăна хуса ан яр. Хĕр ача тĕлĕшĕнчен ашшĕ-амăшне яланах шухăш, хĕр ача шухăшĕ пирки ашшĕ- амăшне çывăрма ыйăх та çук, вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă, качча кайсассăн упăшкине сивĕтесрен хăрушă. Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран хуйхă, мăшкăллансассăн урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă. Хĕр ачуна хытă сыхласа усра, ун пирки тăшманусен мăшкăлĕ ан пул, ял çинче халап ан çỹретĕр, халăх умĕнче намăс ан курса лар, ял-йыш кулли ан пул.
Эрехе пĕлсе ĕç!
Эрехе хирĕç ан паттăрлан, эрех нумайăшне пĕтернĕ. Тимĕр-хурçă çивĕчĕшне кăмакара чухлаççĕ, этем кăмăлне эрехпе ỹсĕртсе сăнаççĕ. Виçеллĕ тыткаласассăн эрех этем сывлăхĕшĕн усăллă. Эпĕ виçĕ тĕслĕ япалапа эрешлентĕм, акă вĕсем: тăванпа тăван пĕр шухăшлă тăни; этем пĕр-пĕрне савса пурăнни; арпа арăм пĕр-пĕринпе килĕштерсе тỹрĕ пурăнни.
Хăй ачи-пăчишĕн савăнакан çын телейлĕ. Кам та кам ырă, ăслă арăмпа ĕмĕрне пурăнса ирттерет, кам та кам хăй чĕлхи-çăварĕ пирки шар курмасăр пурăнать, кам хăйĕнчен начара парăнса пурăнмасть, çавă çын телейлĕ. Камăн та камăн ăслăлăх пур, кам вăл ăслăлăха итлекенсенĕн хăлхине кĕртет, çавă çын телейлĕ.
Ноябрь 2024 |