"Уйрăлас шухăш нихăçан та çуралман..."

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2023, 19:42 Просмотров: 184

Аслă Чементе пурăнакан Герман Михайловичпа Лидия Алексеевна Фроловсем çак сăмахсене ырă кăмăл-шухăшпа, пĕр-пĕрне çамрăк чухнехи пекех куçран-куçа пăхса, аллисене ăшшăн чăмăртаса çирĕплетрĕç. 48 çул пĕрле пурăнакан мăшăрăн таса туйăм тымарĕ çирĕп, ачисемшĕн те, мăнукĕсемшĕн те, ял-йышшăн та ырă тĕслĕхлĕ пулни калаçăвĕнченех туйăнчĕ. Хисеплĕ мăшăр вĕсен таса туйăмĕ, ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне шанни, йывăр вăхăтра алă тăсса пулăшни çемье пурнăçĕн çирĕп никĕсĕ пулнине çирĕплетет.

- Пурнăç никамăн та йывăрлăхсăр пулмасть. Çапах та пуçра нихăçан та уйрăлса каяс текен шухăш çуралман. Çавăнпа та çемье телейĕ пирĕншĕн ăнсăртран пулнă е шăпа парнеленĕ туйăм мар. Эпир ăна хамăр икĕ алă вăйĕпе, чун-чĕрери таса туйăмпа çултан-çул çĕнетсе, çирĕплетсе пыратпăр,- тет çемье пуçлăхĕ.

Мухтав Турра, ку таранччен пирĕн ăнланманлăх пулман. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни чылай чухне кирек мĕнле ĕçе е ыйтăва та кал-кал татса пама май парать. Паян ачасене те çавнах пиллетпĕр,- майĕпен те сăпайлăн çеç калаçăва хутшăнчĕ мăшăрĕ Лидия Алексеевна.

Çапла вĕсем шăкăл-шăкăл калаçнине, ку таранччен утса тухнă кун-çул саманчĕсене пĕрле аса илнине итленĕçемĕн итлес килсе тăчĕ...

Фроловсем - иккĕшĕ те педагог-ветерансем, хĕрĕх çула яхăн Аслă Чементи вăтам шкулта вăй хунă. Герман Михайлович вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах салтака кайнă. Конституци тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн каччă куçăмсăр майпа аслă пĕлỹ илнĕ, çав вăхăтрах тăван шкулта пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн, ОБЖ тата физкультура урокĕсене ирттернĕ. Çамрăк чухнех спортпа туслăскер юратнă ĕçне яланах кăмăлтан пурнăçланă, ачасене спортпа туслă пулма хăнăхтарнă, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвне сахал мар хутшăнса тĕрлĕ шайри хисепе тивĕçнĕ. Вĕсенчен чи сумли - "РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ" ят.

Пăлапуç Пашьел хĕрĕ пулнă Лидия Алексеевнăн çемьеллĕ пурнăç шăпи ялти вăтам шкулпах çыхăннă темелле. Çамрăк специалиста Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Аслă Чементи вăтам шкула ĕçлеме янă. Тăван ене кайма ят тухнăшăн тем пекех хĕпĕртенĕ хĕрача. Каярахпа вара Герман Михайловичпа паллашса таса туйăм çуралнă хыççăн çемье çавăрнă. Педагог-ветеран та нумай çул ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн "Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ" ята тивĕçнĕ.

Паян килĕшỹллĕ мăшăр тивĕçлĕ канура. Çитĕнтернĕ икĕ хĕрĕпе ывăлĕ те ашшĕпе амăшĕ пекех хăйсен çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен пилĕк чун тĕпренчĕкĕ - ветерансемшĕн пысăк парне, савăнăç, телей. Хальхи вăхăтра Фроловсен аслă хĕрĕн мăшăрĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Вăл ВДВн 31-мĕш гварди дивизин командирĕ, икĕ хутчен "Хăюлăхшăн" орден тата "Паттăрлăхшăн" медале илме тивĕçнĕ. Алексей ывăлĕ те çар операцийĕ пуçланнăранпах службăра.

- Пирĕн тивĕç - Тăван çĕршывăмăршăн кар тăрасси. Çак туйăм ачаранах çирĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра вара салтаксемпе çар çыннисем, тылрисем пĕр вăй пулни, пĕр-пĕрне ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аттепе аннене Тăван çĕршыва хỹтĕлеме юрăхлă çуратса ỹстернĕшĕн тав тăватăп,- çак сăмахсене Алексей Германович хăйне чун панă чи çывăх çынсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçнĕ ятпа саламланă май чун-чĕререн каларĕ.

Сăмах май каласан, 2008 çултанпа (çавăн чухне çирĕплетнĕ) Патăрьел муниципалитет округĕнче "Юратупа шанчăклăхшăн" (За любовь и верность") медальпе 45, "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа 8, "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ("Родительская слава") орденпа тата медальпе икшер çемьене чысланă.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика