"Эпир паттăрсем мар, вĕсем вăрçăра", - терĕç "Батыревский доброволец" ушкăн волонтерĕсем. Манăн вара вĕсене тылри паттăрсем тесе хаклас килет. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне вĕсем 30 хут ытла та çитнĕ. Кашни çын çак утăма тăваймасть. Пурнăçпа вилĕм хушшинче, хăйсем пирки шухăшламасăр салтаксем ыйтакан япаласене леçсе параççĕ. Çак ушкăна пуçарса яраканĕсем тата ертсе пыраканĕсем - Патăрьелĕнче пурăнакан Юрийпе Юлия Тинюковсем.
- 2022 çулхи апрель уйăхĕнче пĕрремĕш хут çула тухрăм. Контрактпа службăра тăракан ывăлтан чылай вăхăт сас-хура пулманни çак утăма тума хистерĕ. Замполичĕпе çыхăну тытатпăр, вăл пурте йĕркеллех тесе пире лăплантарать, анчах ăш вăркать. Вара чун чăтмарĕ, инçе çула кайма шут тытрăм. Кун пирки мăшăра каларăм, малтанласа ĕненмерĕ. Шухăша улăштарманнине кура пулăшма пуçларĕ. Салтаксем патне пушă алăпа каяймастăн вĕт, вара хамăр килтен апат-çимĕç илтĕм, тăвансем килсе пачĕç. Константин Углев Туçа ял тăрăхĕн халăхĕ пулăшнипе медикаментсемпе тивĕçтерчĕ. Çапла пĕрремĕш хут çула тухрăм. Ывăлтан та хыпар килчĕ, анчах Петьăна виççĕмĕш хут кайсан çеç куртăм. Вăл ун чухне отпуска пĕрле килчĕ. Пĕрре кайса курсан салтаксем патне тата та тата каяс, вĕсене май пур таран ытларах пулăшас килет. Вăрçă чарăнмасăр та ачасене пулăшма чарăнмастăп, - тесе пуçларĕ калаçăва Юрий Петрович. Сăмах май, Чечен вăрçи витĕр тухнă арçын çулталăк çурăра 23 хутчен çула тухнă. Çывăх вăхăтра татах юлташĕсемпе пĕрле кайма хатĕрленет.
- Петьăна контракта хăй ирĕкĕпе татма ыйтрăм, вăл килĕшмерĕ. "Эпĕ, тепри Тăван çĕршыва хỹтĕлемесен кам хỹтĕлет? - терĕ. Ăна хирĕç пĕр сăмах та калаймарăм. Анне чĕри ачишĕн ыратать-çке. Уйăх çурă çыхăнăва тухман вăхăтра чунăм вутсăрах çунчĕ. Эпĕ - хам, мăшăр хăй пăшăрханать. Ывăла тупас тĕллевпех Юрий Петрович çула тухрĕ, - терĕ мăшăрĕн калаçăвне малалла тăсса Юлия Петровна.
Ыр кăмăллă çынсем хушăнсах пыраççĕ
Вăхăт иртнĕçем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас текенсем хушăнса та хушăнса пынă. Паян кунта Андрей Румянцева Алина мăшăрĕпе, Сергей Тарасова, Владимир Ершова, Алексей Савдерова, Алексей Клементьева, Павел Еливанова, Александр Юманова, Димитрий Лукиянова, Александр Вазюкова тата ыттисене те курма пулать. Пĕрисем руль умне ларса инçе çула кĕскетсе ентешсене кирлĕ япаласене, посылкăсене илсе кайса параççĕ пулсан, теприсем салтаксем валли кирлĕ техникăна юсаççĕ, кустăрмасене тирпейлеççĕ тата ытти те. Вĕсене пурне те пĕр шухăш - çĕршыва хỹтĕлекенсене пулăшасси - пĕрлештерет.
Волонтерсем ытларах салтаксем ыйтакан япаласене илсе кайса пама тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть çеç пушкăсем валли кустăрмасем ыйтнă. Ыхра Çырми территори уйрăмĕнче пурăнакансем вĕсене тупса панă. Маскировка сечĕсем вара яланах кирлĕ. Шăпах вĕсем дрон-камикадзесенчен те хỹтĕленме май параççĕ иккен. Уйрăм çынсен ыйтăвĕсене те шута илеççĕ. "Молодой" позывнойпа çỹрекен çамрăк моторлă пăчкă кирли пирки пĕлтернĕ. Сергей Тарасов ăна хăй туянса панă. Нумай пулмасть вара вĕсем пĕр-пĕринпе Украина çĕрĕнче тĕл пулнă. Сăмах май, Сергей Алексеевичăн ывăлĕ те ятарлă çар операцине хутшăнать.
- Час-часах çынсенчен: "Салтаксене патшалăх пулăшмасть-им? Мĕншĕн пирĕн тата памалла?" - тенине те илтетпĕр. Патшалăх пулăшать, анчах вĕсене вăл атте-анне, тăвансен, кил ăшшине параймасть. Пире курсанах салтаксен куçĕ ялкăшма пуçлать, вĕсем пире чи çывăх çыннисене курнă пек кĕтсе илеççĕ. Хăйсем çывăракан вырăнĕсене канма параççĕ. Каялла килме тухсан вара ниепле те уйрăласшăн мар, кăштах та пулин юлма ыйтаççĕ. Иртнинче "Шаман" позывнойпа çỹрекенскер йĕрсех юлчĕ, - терĕ Юрий Тинюков.
Пурин валли те пай кăлараççĕ
- Блок-постра тури енчи чăвашсемпе тĕл пултăмăр. Пире курсан ачасем пекех хĕпĕртерĕç. Салтаксене кучченеçпе сăйларăмăр. Тĕрĕссипе, чăваш-и, вырăс-и, тутар-и - пăхса тăмастпăр, пурин валли те пай кăларма тăрăшатпăр. Вĕсем пурте пирĕн хỹтĕлевçĕсем! Уйрăм салтаксем валли панă посылкăсене тытмастпăр, халăхран пухăннă укçаран туяннă ĕçмелли-çимеллинчен илетпĕр, - терĕ калаçăва хутшăнса Андрей Румянцев волонтер.
Инçе çула тухас умĕн Юрий Тинюков ялан тенĕ пекех шăрттан пĕçерет. Какайпа "Батыръ" кооператив ертỹçи Василий Алексеев тивĕçтерет. Юрий Петрович ашран хатĕрленĕ апата салтаксем кăмăлланине калать. Халиччен тутанса курманнисем малтанласа шикленерех çеç хыпса пăхаççĕ пулсан каярах юратсах çиеççĕ. "Букет Чувашии" фирма кăларакан тутлă шывсене, кваса вара пурте кĕтеççĕ. Ытти регионсенче çуралса ỹснисем Чăваш Ен продукцийĕ питĕ паха пулнине палăртаççĕ мĕн.
- Ятарлă çар операци пирĕн хушăра лайăх çынсем нумайраххине кăтартса пачĕ. Салтаксене пулăшас кăмăллисем чылайăн. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова та тав сăмахĕ калас килет. Рудольф Васильевич пире май пур таран хавхалантарса пырать. Çула тухас умĕн маршрут хучĕ çине унăн алă пусмалла, унсăрăн эпир тухса каяймастпăр. Канашлу пырать-и е ытти мероприяти, кирлĕ хутсене çийĕнчех тирпейлесе парать. "Красное Знамя" хуçалăх (ертỹçи Петр Никифоров) пирĕнпе тачă çыхăну тытать. Валерий Кузнецов, Марат Шайхуллов та айккинчен çеç пăхса тăмаççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри Витя Иракин автоматсем валли пиçихисем туянчĕ. Çак ял хĕрĕ, хальхи вăхăтра Мускавра пурăнаканскер, 65 пин тенкĕлĕх генераторпа тивĕçтерчĕ. Александр Трифонов предприниматель тата мĕн чухлĕ кăмака туса пачĕ-ши? Шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те салтаксене пулăшма тăрăшаççĕ, - пĕлтерчĕ калаçу тăсăлнă май Юрий Петрович. Çакна та каласа хăварас килет. Юлия Тинюкова тăванĕсем те çĕршыва хỹтĕлекенсене алă тăсаççĕ. Салтака квадрокоптер кирлине пĕлсен 83 çулхи Зинаида Карикова тата 14 ачи çемйисемпе, пĕрлех юлташĕсем пĕр талăкра 112 пин тенкĕ пухса панă.
Волонтерсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем ачасен çырăвĕсене питĕ кĕтнине те, хăшĕ-пĕри куççульсĕр те вулайманнине, блиндажра вĕсене стенасем çине çыпăçтара-çыпăçтара хунине, йывăртарах лару-тăрăва лексен вара темиçе хутчен те аллине тытнине, вĕренекенсем шăрçаланă сăмахсем çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарнине каларĕç.
Инçе çула парăнтарасси ача вăййи мар
Халăхра салтаксем патне волонтерсем илсе каякан япаласем çитменни пирки те сас-хура çỹрет. Ытти муниципалитет округĕнчи волонтерсен ĕçне хаклаймастăп, анчах "Батыревский доброволец" ушкăн пĕр-пĕр япала кирли пирки ыйтса çырнă салтаксем патнех çитме, посылкăсене алăранах тыттарма тăрăшать. Патăрьел хастарĕсем виçĕ хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Вĕсем кăтартакан видеосене курсан чун та çỹçенет. Пушкăсенчен тата ытти орудисенчен пенĕ сассем пĕр вĕçĕм илтĕнеççĕ, çывăхрах çурăлни те паллă. Çул çинче машинăсем çĕмĕрĕлсе ларнă тĕслĕх те пĕрре мар пулнă. Инçе çула парăнтарасси ача вăййи мар.
- Кăçалхи январь уйăхĕнче Юрий Петровичпа юлташĕсем 5 кун çыхăнăва тухмарĕç. Ывăл патне те шăнкăравларăм, вăл та нимĕн те пĕлмест. Шăнкăравласа ярсан тин лăплантăм. Инçет çултан таврăнмасăр та чĕрере канăçлăх çук, - тет Юлия Петровна.
- Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне пĕрре кайса курсан татах унта туртать. "Санăн хĕрсем кăна, мĕн тума каятăн унта?" - теççĕ мана. Мĕнле-ха капла? Унта пирĕн ял ачисем, ентешсем. Эпир вĕсене пулăшмасан кам пулăшать? - тет Владимир Ершов. Шăпах вăл тата унăн юлташĕ Александр Вазюков кунтан илсе каякан машинăсене хăйсен шутĕнчен юсаса параççĕ. Калаçăва Андрей Румянцев та хутшăнчĕ: "Тĕрлĕ çын пур çав. Манран ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне кайнăшăн миçе тенкĕ тỹлени пирки те кăсăкланаççĕ. Мĕн укçи пирки ыйтатăр эсир? Эпир хамăрăн ачасем патне каятпăр. Тĕрлĕ наци çынни унта, анчах вĕсем пурте пирĕн. Хуть хăш вăрçăра та тыл тĕрев панă. Халĕте çаплах пулмалла".
Юхмапа Пăла тăрăхĕн волонтерĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех телеграм-каналти "Помощь нашим ребятам "Батыревский доброволец" ушкăнра паллашма пулать. Ăна Юлия Тинюкова ертсе пырать. Ятне те шăпах вăл панă. Кунта халăх панă укçапа салтаксем валли мĕн-мĕн илни, çар операцине хутшăнакансемпе тĕл пулнă сăн ỹкерчĕксемпе видеосем, маскировка сечĕсене çыхакансем тата ытти пирки те хыпар пур. –
Ачасем патĕнчен таврăнсанах ывăннине пăхмасăр отчет тăватпăр. Ăçта, камсемпе тĕл пулнине, япаласене салтаксене панине сăнлакан самантсене ушкăнра кăларатпăр, - тет Юрий Тинюков.
Музейри пекех
Тинюковсем патĕнче хăнасем те час-часах пулаççĕ. Украинăри ятарлă çар операцинчен отпуска килекен салтаксем вĕсем патне кĕмесĕр каймаççĕ. Хăйсене хавхалантарса пынăшăн ют тăрăхран та çитеççĕ тав сăмахĕ калама. Асăнмалăх парне паракансем те пур. Çавăн пекех ентеш-волонтерсене ют тăрăха кайсан та пушă алăпа ямаççĕ. Юрий Петровичпа Юлия Петровна экспонатсене хаклă япаласене упранă пекех упраççĕ. Çуллахи верандăна кĕрсен музее лекнĕнех туятăн. Форма çинче хăш çар чаçĕнчен пулнине кăтартакан эмблемăсем речĕпех çакăнса тăраççĕ. Гильзăран ăсталанă курка та пур.
Тăмран тунă шапа та çỹлĕк çинче вырăн тупнă. Вăл шăпах Юрий Тинюковпа пĕрле вилĕм ункинчен тухнăскер. Танкистсен шлемĕте тỹрех куçа курăнать. Вăрçă вутне курнă каскăна вара салтаксем алă пуссах панă. Окоп, блиндаж чавнă кĕреçесем те кунтах. Стена çинче салтак тумĕсем çакăнса тăраççĕ.
- Пĕри ывăлăн, тепри унăн çывăх юлташĕн. Красноярскинче çуралнăскерĕн ашшĕ-амăшĕ çук, эпир ăна хамăр ача пекех йышăнатпăр. Вăл пирĕн пата килсе çỹрет, çыхăну тытатпăр, - терĕ Юлия Петровна ачисен тумĕсем çине ăшшăн пăхса.
Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, пысăк чĕреллĕ, Тăван çĕршыва чунтан юратакан çынсем пур пирĕн тăрăхра. Вĕсем пур чухне Çĕнтерỹ пирĕн пулатех!
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |