Çĕре юратни пурăнма хавхалантарать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2023, 20:31 Просмотров: 480

Çур аки е вырма вăхăтĕнче час-часах ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашса хирсем тăрăх çỹреме тивет. Алманчăри Александр Петров (сăн ỹкерчĕкре) фермерпа та уйра пĕрре мар тĕл пулнă. Кашнийĕнчех вăл кăмăлтанах хуçалăх пурнăçĕ, ĕçĕ пирки юратса, хавхаланса каласа парать. Хуçалăх çитĕнĕвĕсем те куç умĕнче: кăçалхи Акатуй-Сабантуйра уй-хир тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕш пулнăччĕ. Александр Петров çак сферăра тахçантанпах вăй хунăн туйăнать.

- Александр Аркадьевич, эсир шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленине пĕрре те ĕненес килмест. Эсир паян - чăн-чăн çĕр çынни.

- Ялта çуралса ỹснĕрен маншăн нихăçан та çĕр ĕçĕ ют пулман. Эпĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен (халĕ аграри университечĕ) экономист-бухгалтера вĕренсе тухнă. Салтакра пулни, çавăн пекех иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче самана пăтранни мана шалти ĕçсен пайне илсе çитерчĕ. 1993 çулта пысăк конкурс витĕр тухса милицие ĕçе вырнаçрăм. Тивĕçлĕ канăва кайсан пурнăçăма çĕрпе çыхăнтартăм. 2018 çулта тете, "Яманчуринская сельхозхимия" предприятин тĕп директорĕ Герман Петров пулăшнипе фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм. Малтанласа çăмăлах пулмарĕ. Аслă пĕлỹ илнĕ чухне преподавательсем каланисене аса илме тиврĕ. Чылай çул агрономра тăрăшнă Петр Никитин канашсемпе нумай пулăшрĕ. Хам та ун çумне куршанак пекех çыпçăннăччĕ. Паян та Петр Сергеевич калакан ăслă шухăшсене, вĕрентсе пынисене шута илсе ĕçлетĕп.

- Хуçалăхпа кĕскен паллаштараймастăр-ши?

- Фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕ чухне 100 гектар ытларах çĕрччĕ, паян 817 гектара çитнĕ. Унта кăçал тулă, урпа, рапс тата нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтернĕ. Тыр-пул тухăçĕ вăтамран 35 центнерпа танлашрĕ. Кăтарту пысăкрах пуласса шаннăччĕ. Çуркунне тăпрана вăтамран 150 килограмран кая мар минераллă удобрени хывнă. Вăрлăхсем те пысăк пахалăхлисем. Хуçалăхра элитăсемпе çеç усă куратпăр, кашни икĕ çулта çĕнететпĕр. Çут çанталăка хирĕç каяймастăн, çулла çумăр çуманни, шăрăх тăни тухăçа пысăк витĕм кỹчĕ.

Техника тĕлĕшпе те йывăрлăхсем çук. Тракторсемпе кăкарса çỹремелли агрегатсене çĕнетсех тăратпăр. Кадрсем пур, анчах сахалтарах. Тĕрĕссипе, ялти çынсем çуралнă тăрăхрах укçа ĕçлесе илме пултарччăр тесе те фермер хуçалăхне йĕркелес шухăш çуралчĕ. Хуçалăхри вăтам шалу 35000-40000 тенкĕпе танлашать. Сăмах май, кăçал Саша ывăл та комбайнпа вăй хучĕ.

- Муниципалитет округĕнче сирĕн хуçалăх çеç рапс çитĕнтерет...

 - Петр Никитин каланă тăрăх, пĕр 20-30 çул каялла рапс акса пăхнă, кайран вара пăрахăçланă. Тăпра пулăхлăхне ỹстерес, пусă çаврăнăшне пăхăнас тесе ку культурăна акрăмăр. Питĕчерчен вăл, хурт-кăпшанкă ересрен асăрхасах тăмалла. Кăçал 150 гектарта çитĕнчĕ. Çитес çул та никĕсе хывма палăртатпăр. Рапс вăррине çу тума сутатпăр.

- Эсир çĕре, унта ĕçлессине юратни сисĕнет...

- Чăнах та, мана çĕрпе ĕçлеме кăмăла каять, вăл вăй панине те туятăп. Хире тухсан, уйрăмах çуркунне, эпĕ шăтса тухнă культурăсемпе те савăнса кайса калаçатăп. Çĕрпе усă курнипе çеç мар, ăна пăхмалла та. Çакна яланах хуçалăхра тĕпе хунă. Акнă-лартнă культурăсем тухăç паччăр тесен минераллă удобрени хывни çеç çителĕксĕр. Тăпрана ятарлă анализ тутарса мĕн çитменнине те палăртатпăр. Пĕлтĕр йỹçĕклĕрех 350 гектара акшар çăнăхĕ сапрăмăр.

- Сире арендăна панă çĕр пай хуçисемпе мĕнле татăлатăр?

- Кашни çĕр пайĕшĕн виçĕ центнер тырă паратпăр. Кама тулă, кама урпа - кашнийĕ хăйне кирлĕ пек илет. Çавăн пекех улăм тивĕçет.

- Сентябрĕн 1-мĕшĕнче эсир Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкула пĕрремĕш класа килекенсене парнесемпе савăнтартăр.

- Ырă туни ырăпах таврăнать, теççĕ. Ваттисен кунне уявланă чух та айккинчен пăхса тăмастăп. Ялти чиркĕве, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене халалласа лартнă палăка юсама, купель тума пулăшрăм. Алманчăран инçех мар вăрманта Серафим Саровский ячĕллĕ скитра пурăнакан монахсен ыйтăвĕсене те тивĕçтерме тăрăшатăп. Пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн йывăр шăпаллă виçĕ çемьере çитĕнекен ачасене парнесемпе савăнтартăм.

- Александр Аркадьевич, сире пурнăçра ĕçлеме, малалла талпăнма мĕн хавхалантарать? Малашлăхри тĕллевсем пирки каласа кăтартаймастăр-ши?

- Мăшăр, виçĕ ывăлпа хĕр, 93 çулти анне, пĕр тăвансем - пурнăçра хавхалантарса пыраканнисем. Вĕсем яланах мана йывăрлăхсене çĕнме, малалла талпăнма хăват параççĕ. Ĕмĕтсем вара пур, унсăрăн мĕнле? Ялта лаша усракансем çук тесен те юрать. Çĕр улми йăранĕсене çырас тесен те камран кайса ыйтмаллине те пĕлместĕн вĕт. Паян-ыран мар, анчах урхамахсем ĕрчетес шухăш пур. Çавăн пекех ỹсен-тăран отраслĕнче те çĕнĕ культурăсем акса пăхас килет. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама сывлăх çеç пултăр.

Ольга ПАВЛОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика