Ашшĕн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2023, 20:39 Просмотров: 468

Туçари Павел Еливановшăн ачаранах çĕр ĕçĕ çывăх пулнă. Ашшĕпе амăшĕ, Анатолий Георгиевичпа Надежда Октябристовна, сухан-севок туса илессипе 20 çул ытла каяллах тăрăшнăран пĕчĕклех хирте çỹренĕ. Малтанласа йăрансене çум курăкран тасатнă пулсан ỹсерехпе техника патне туртăнма пикеннĕ. 1995 çулта кун çути курнă каччă аллине трактор правине илсен вара сухалама, акма хăнăхнă. Çапла çывăх çыннисен пĕрремĕш пулăшаканĕ пулса тăнă. Каярах Шупашкарта та тĕпленсе пурăнас шухăшĕ пулнă, анчах ăна тăван кĕтес, çĕр хăй патнеллех туртнă.

- Аттепе анне те çамрăкланса пыманнине, вĕсене çĕрпе тăрăшма çăмăлах маррине шута илсе çуралнă тăрăха каялла килтĕмĕр. Юля мăшăр та манпа пĕр шухăшлах пулчĕ. Ялта ачаран хăнăхнă ĕçрех малалла вăй хума пикентĕм. Паяна пирĕн 20 гектар çĕр, унтан ытларах пайне севок акатпăр, ыттинче çĕр улми ỹсет, - терĕ калаçăва пуçланă май Павел.

Çамрăк фермер хуçалăхĕ йĕркелет, çывăх çыннисемпе пĕрле вăй хума пуçлать. Паян вăл ытларах хăй трактор рулĕ умне ларса хире васкать. Сухалать, акать, çумăр юлашки вăхăтра çулла пит çуманнипе йăрансене шăварать, сухан вăрлăхĕ ан чирлетĕр, хурт-кăпшанкă ан сиенлетĕр, çум курăк ан алхастăр тесе хими препарачĕсем сапать. Чылай ĕçе халь механизацилеме тăрăшнă. Унччен çевока алăпа кăларнă, пуçтарнă, çакна валли хушăран 100-тен те кая мар çынна явăçтарнă пулсан, халь ятарлă копалка тата комбайн пур. Кăçал хуçалăхра пĕрремĕш хут ятарлă техникăпа усă курнă.

Продукцие хĕл каçарма икĕ управ тунă. Çимĕçе сутас умĕн тăпраран, типсе таварлăха çухатнисенчен тасатаççĕ. Ăна та унччен ала умне тăрса тирпейленĕ, халĕ конвейер тăрăх шуса пынă май кирлĕ маррисене илсе пăрахаççĕ.

- Вăрлăх сухан туса илессипе ĕçлеме пур техника та çитет теме пулать, анчах çĕннисем те кирлĕ. Севока тăпраран тасатаканнипе усă курма пикенчĕç, ун пирки те шухăшлатпăр. Тракторсене те хăватлăраххисемпе улăштарсан аван. Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тăрăшмаллах. Эпир "Авант", "Агромашснаб", "Резон" предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, - тет фермер.

Туса илнĕ продукцие вырнаçтарасси те фермершăн тĕп вырăнта. Сухан вăрлăхне ăсатассипе йывăрлăхсем çук. Ассортимент пултăр тесе тăватă тĕрлĕ сорт ỹстереççĕ: "Штутгартер", "Кармен", "Стурон", "Стардаст". Фермер хуçалăхĕн таварĕн пахалăхĕ пысăкран яланхи клиентсемех килсе илеççĕ. Беларуç республикине те ăсатаççĕ. Туянакансен кăмăлне вĕсем ыйтнă пек тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Продукцие ăçта тата хăш хуçалăхра хатĕрленине кăтартакан хута та хураççĕ.

Çĕр ĕçĕпе пĕччен çеç ĕçлейместĕн. Павел Еливанова чи малтанах ашшĕ канашсемпе пулăшса пырать. Çавăн пекех çамрăк ытти фермерсемпе те тачă çыхăну тытать. Унсăр пуçне çывăх çыннин шăллĕн, Туçарах пурăнакан Иван Еливановăн, чылай çул сухан-севок туса илессипе вăй хунăран опычĕ пысăк. Хальхи вăхăтра унăн ывăлĕсем те çĕрпе тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Павела хавхалантарса, тĕрев парса пыраканĕсем - амăшĕ, мăшăрĕ тата ывăлĕпе хĕрĕ. Надежда Октябристовнăпа Юля çуллахи вăхăтра хирте ĕçлекенсене, хĕлле севока тасатса тирпейлекенсене вĕри апат пĕçерсе çитереççĕ.

- Мăшăр ăнланмасан арçынна питĕйывăр, кăтартусем те пулмаççĕ. Çав енчен Юля яланах мана пулăшса пырать. Ачасем пурри те савăнтарать. Матвея ĕçе вĕрентме тăрăшатпăр. Ăна та техникăна юратма хăнăхтаратăп. Аня вара манпа юнашар пулассишĕн тем тума та хатĕр, - терĕ çемйи пирки сăмах пуçарсан Павел ăшшăн çеç кулса.

Кăмăла кура Турă парать, тенĕ ваттисем. Фермер спонсорла пулăшу ыйтакансене те хирĕçлемест. Нумай пулмасть çеç Туçари вăтам шкулта футбол турнирĕиртнĕ. Павел спортсменсене хавхалантарма май тупнă. Çавăн пекех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене те алă тăсать. Иртнĕ çул мобилизаципе Туçа территори уйрăмĕнчен кайнисем валли, вĕсем Ульяновскинче пурăннă вăхăтра, Надежда Яковлевăпа, Вера Рыбкинăпа, Николай Кудановпа тата ытти пĕр шухăшлисемпе япаласем леçсе панă. Халĕ вара Патăрьелĕнчи "Батыревский доброволец" ушкăнри волонтерсенчен пĕри.

 - Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне пĕрремĕш хут февраль уйăхĕнче кайнăччĕ. Çул çинче машина çĕмĕрĕлчĕ. Урамра шартлама сивĕ. Çавăн чухне салтаксем патне япаласене çитерсе параймасран питĕ хăранăччĕ. Вăй çитнĕ таран пирĕн хамăрăн хỹтĕлевçĕсене пулăшмалла. Тĕрĕссипе, мобилизаци пуçлансан эпĕ хама та чĕнеççĕ пуль тесе шухăшланăччĕ, япаласем те хатĕрленĕччĕ. Мана ят тухмарĕ, анчах каймалла пулсан хирĕçлесе тăмастăп. Тăван çĕршыва хỹтĕлесси кашни арçыннăн тивĕçĕ тесе шухăшлатăп, - терĕ Туçа каччи.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика