Наркотикпа усă курни хальхи тата пулас ăрушăн питĕ хăрушă. Çав япаласене, тĕпрен илсен, çамрăксем тутанса пăхас тата хăйсене аслисем пек туяс килнипе ăша илеççĕ тата ытти те.
Наркомани чирĕ хăвăрт сарăлса пырать. Малтанхи аташу чире куçнине сиссе те юлма май çук. Унтан вара тавăру сехечĕ çаврăнса çитет: çын халсăрланать, унăн ыйхă килмест, апат анмасть, вăл начарланса каять. Хăрнă шăлсем, çỹç тăкăнни-шаклаланни, сарă-тĕксĕм ỹт-тир, пит-куç çамрăклах пĕркеленсе ларни - наркоманăн типлă сăн-сăпачĕ. Наркотиксем ĕçнипе çыннăн психики улшăнать. Вăл кăнттамланать, хăйне çеç юратма пуçлать. Тус-юлташĕнчен, тăванĕсенчен сивĕнет. Вĕсемпе калаçу пуçарма йывăр. Ун пек çынсен пуçĕнче кирек епле пулсан та наркотик тупас шухăш çеç, çапла вĕсем хăйсем сисмесĕрех преступлени çулĕ çине тăраççĕ.
Чир вĕçĕ - инвалид пулса тăни тата пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайни. Çакă организм ырханланса çитнипе çеç çыхăнман, вĕсем хăйсен пурнăçĕ çине алă хураççĕ е наркотик нумай йышăннипе вилеççĕ. Наркомансем хăйсемпе çывăх çынсене, вĕсен йăхне пĕтереççĕ. Мĕншĕн тесен чирлĕ çынсенчен çуралнăскерсем çут тĕнчене психика тата ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ мар, уксах-чăлах килеççĕ. Кун пек ачасене çамрăкранах сиплеме пуçламалла. Кая юлсан тухтăрсене вĕсене сыватма, пурнăç тавăрса пама питĕ йывăр килет.
Хĕрсемпе каччăсем, асра тытăр, наркомани - питĕйывăр чир. Вăл сывлăха çав тери сиен кỹрет, çынна пĕтерет, çамрăклах вĕлерет. Наркотика пĕр хут тутанса пăхни сире тĕпсĕр авăра сĕтĕрсе кĕме пултарать. Хăвăр телейĕрпе, çамрăклăхăрпа ан выльăр. Сывлăхпа чыса ачаранах упрăр. Сывлăх - чи пысăк пуянлăх.
Надежда НАДИНА, тĕп больницăри наркологи тухтăрĕ
Ноябрь 2024 |