Пурнăç лайăх, ялĕ хăтлă пĕрлехи вăйпа кăна

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2023, 19:30 Просмотров: 117

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакан кашни çыннăн хăй çуралса ỹснĕ тавралăхне, юратнă муниципалитет округне илемлĕ те капăр, хăтлă курас, унпа мăнаçланас килет. Çак шухăшсене пурнăçа кĕртме, халăх ыйтăвне тивĕçтерсе тăван ене çĕнетме паян майсем çителĕклĕ. Ку тĕлĕшпе патшалăх ялсене аталантарма алă тăсса пулăшни, федераци, республика шайĕнчи программăсемпе социаллă-культурăллă объектсем çĕклени, пурнăç условисене лайăхлатни ялсен сăн-сăпатне çулсеренех ырă енне улăштарма пулăшаççĕ.

Тутар Сăкăт территори пайĕ халăхăн пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе мĕнлерех ĕçлесе пырать-ши? Çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса унăн начальникĕпе Динар Минетуллович Козловпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Динар Минетуллович, пĕр ялтан тăракан сирĕн территори пайĕ пĕчĕкех мар: 450 хуçалăх, сакăр урам, вĕсенче 1200 çын пурăнать. Хăй тытăмлăх органĕн вырăнти пайне эсир виçĕ çул ертсе пыратăр. Çак тапхăрта тăван ял хăтлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн тунă ĕçсем пирки кĕскен каласа парăр-ха?

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетекен тỹрĕ линипе йĕркеленĕ конференцинче малашне те ял инфратытăмне аталантарас, вĕсен территорийĕнче вырнаçнă сывлăх сыхлавĕн, культурăпа вĕрентỹ сферисене тулли хăватпа ĕçлеме, граждансене пурăнма хăтлă условисем туса парас пирки тăрăшнине пĕлтерчĕ. Çакă пире çывăх вăхăтсенче те тăван яла çĕнетес тĕллевпе тухăçлă ĕçлеме, тĕрлĕрен проектпа программăна кĕрсе ырă улшăнусем тума май парĕ.

 Саманан кирек хăш тапхăрĕнче те ялта шкул, культура çурчĕ пулни кунта пурăнакансемшĕн пуянлăх та, мăнаçлăх та пулнă. Паянхи кун Тутар Сăкăтсемшĕн çакă икĕ хут савăнăç темелле. Темиçе çул ĕнтĕ ачасем республика программипе хута янă икĕ хутлă хăтлă шкулта вĕренеççĕ. Ял хĕрринчи капăр пĕлỹ çурчĕ аякранах илемлĕн курăнса ларать. Вĕрентỹ учрежденийĕнче çамрăк ăрăва пур енлĕн аталанма условисем çителĕклĕ. Юлашки çулсенче педагогика коллективĕ те, вĕренекенсем те район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса çĕнтерни те çакнах çирĕплетет.

Виçĕ çул каялла пирĕн ялта федерацин "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн тепĕр пысăк объект, икĕ хутлă культура çурчĕ хута кайрĕ. Вăл та маларах кивĕ те йывăç çуртра çеç вырнаçнăччĕ. Унта халăхпа пуçтарăнма та, мероприятисем ирттерме те меллĕ марччĕ. Паян çак çуртрах ял вулавăшĕ те вырнаçнă, музей кĕтесĕ те пур. Халĕ территори пайĕн администрацийĕ те кунтах.

Клуб территорине тирпей- илем кỹрес тĕллевпе кăшт каярах пуçару бюджечĕн программипе (350 пин тенкĕлĕх), эрешленĕ тимĕр карта тытса çаврăнтăмăр. Паян кунтан иртсе çỹреме те, культура çуртне мероприятие килме те кăмăллă.

- Тутар Сăкăтĕнче ял пуçланса кайнăранпах, çынсем мăсăльман тĕн йăли-йĕркине, тутар наци халăхĕн культурине пăхăнса пурăнаççĕ. Кунта тĕпленнĕ ял халăхĕ пĕрлехи вăйпа, хăйсен хастарлăхĕпе пурнăçланă ĕçсемпе кĕскен паллаштарăр-ха.

- Ялта хальхи вăхăтра виçĕ мечĕт ĕçлет: тĕп прихута Рэфик Кадиров, 48-мĕш прихута Шейхулла Козлов, 34-мĕшне Динар Валеев мулласем ертсе пыраççĕ. Кĕлĕ çуртне аксакалсем çеç мар, çамрăксем те çỹреççĕ. Мечĕтсем чылай чухне ыр кăмăллăх мероприятийĕсене хутшăнаççĕ, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çемьесене пулăшаççĕ тата ытти те.

Яла тирпей-илемпе хăтлăх кĕртес тĕллевпе икĕ çул каялла пуçару бюджечĕн программипех масар картисене (1 миллион та 350 пин тенкĕлĕх) çĕнетрĕмĕр. Маларах кунта Пăвара пурăнакан ял меценачĕ Фарид Салиховăн пысăк пулăшăвĕпе тĕп хапхине капăрлатнă, масар çуртне çĕкленĕ, йĕри-тавра тирпей-илем кĕртнĕ.

- Территори пайĕ аталанни чăн малтанах çĕршыв, республика, çав вăхăтрах муниципалитет округĕ тĕрĕс çул-йĕрпе пынине, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама май тупнине çирĕплетсе парать. Пĕр шухăшлăх, пĕрлехи вăй ырă пулăмсем, ырă улшăнусем çуратать. Çакă сирĕн ялта та курăмлă, халăх çакăнпа кăмăллă пулни савăнтарать. Юлашки виçĕ çулта ял инфратытăмне çĕнетес тĕллевпе тата мĕнле ĕçсем пурнăçланă-ши?

- Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ - яла малалла çĕнелме, пуянланма пулăшасси, самоуправлени çинчен калакан федераци саккунне пăхăнса ĕçлесси. Сăмах май каласан, паян ырă пулăмсем савăнтараççĕ. Акă, кăçал икĕ çемье пушă ларакан çурта туянса ялта пурăнма тытăнчĕ. Малашне те çапла пулсан Тутар Сăкăт тата ытларах пуянланĕ, ялта тĕпленекен çамрăксем те йышланĕç.

Кирек мĕнле яла пырса кĕрсен те чăн малтанах куçа курăнаканни - çул пахалăхĕ. Çавăнпа та çак ыйтăва эпир территори пайĕн ĕç программинчен кăлармастпăр. Кашни çулах урамсене тирпейлессипе тăрăшатпăр. 2021 çулта хамăр вăйпа Анаткасра (Нижняя улица) 1960 метр çула юсанă. Çак çулхинех урамсенчи 200 точка çутă юписене ĕçе кĕртнĕ.

Ялта пирĕн урамсен шучĕ нумаях мар. Апла пулин те кашни çулах вĕсене пăхса, тирпейлесе тăрассине йĕркелетпĕр. Пĕлтĕр те Çĕнĕ касра (улица Новая) 650 метр çула, тепĕр тăкăрлăка хамăр вăйпа юсаса тирпейлерĕмĕр.

Çак çулхинех аслă çултан яла пăрăнса кĕнĕ çĕрте ял хапхине - стелăна - халăх вăйĕпе çĕнетрĕмĕр. Çитес çул кунти ĕçе малалла тăсса унăн таврашне брусчатка сарса тата хăтлăлатасшăн. Кунтан çамрăксене салтака ăсатса яма та, сумлă хăнасене кĕтсе илме те кăмăллă пултăр.

Çамрăксен пурăнмалли условине лайăхлатмалли программăпа икĕ çемьене, пĕлтĕр тепĕр икĕ çемьене сертификатпа тивĕçтернĕ, хальхи вăхăтра виçĕ çемье патшалăх çăмăллăхĕпе усă курас тĕллевпе черетре тăрать.

- Çĕнĕ çула кирек кам та çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, пысăк хавхаланупа кĕтсе илме тăрăшать. Тутар Сăкăт территори пайĕн администрацийĕ ял сăн-сăпатне çĕнетес тĕллевпе Аçтаха çулталăкĕнче мĕнле паллă ĕç палăртнă-ши?

- Республикăри пуçару бюджечĕн, ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли федераци шайĕнчи программăсемпе проектсем - тăван тăрăха аталантарма пулăшакан çул-йĕр. 2024 çулта ял варринче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка тата унăн таврашне, çакăнта пыракан çула шăпах ялсене хула хăтлăхĕ кĕртмелли программăпа ĕçе пуçăнасшăн. Ку тĕлĕшпе чăрмав пулмалла мар, ыйту татăлнă, программăна кĕнĕ, объект 5 миллион та 800 пин тенке ларать. Çитес çул масар патне кĕрекен çула та юсама палăртнă.

Паллах, хамăр пурăнакан вырăна, тавралăха, урамсемпе тăкăрлăксене таса та тирпейлĕ тытасси Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн ят панă çывхарса килекен Экологи культурипе çут çанталăка упрамалли çулталăкра тата çирĕпрех пулĕ.

 -Тавах сире калаçушăн. Çĕнĕ çулта та пĕрлехи вăйпа пысăк ĕçсем тума ăнăçу сунатăп.

 Пĕлме тата кĕскен

Тутар Сăкăт территори пайĕ пĕр ялтан тăрать. Хальхи вăхăтра кунта 450 хуçалăх, 1200 çын пурăнать. 40 çурт пушă ларать.

Ялти чи ватă çын Алия Керимовна Феизова. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан чиккисене тунă çĕре хутшăннă тыл хастарĕ, хисеплĕ ĕç ветеранĕ çитес çулхи апрельте 100 çул тултарать.

Территори пайĕнче юлашки виçĕ çулта тĕрлĕрен программăпа пурнăçланă ĕçсем: федерацин "Культура" наци программипе клуб хута кайнă, сывлăх сыхлавне аталантармалли программăпа врач амбулаторине юсанă, пуçару бюджечĕпе ял масарĕн картисене çĕнетнĕ, территорие хăтлăлатнă, ял пуçламăшĕнче стела вырнаçтарнă.

Ялта çакăн пек организаципе учрежденисем ĕçлеççĕ: вăтам шкул, врач амбулаторийĕ, культура çурчĕ, ял вулавăшĕ, райпо магазинĕ, Раççей почтин çыхăну уйрăмĕ, "Родник" пекарня, 6 фермер хуçалăхĕ, харпăр хăй ĕçĕпе тимлекен 10 ытла предприниматель.

Юлашки виçĕ çулта тăватă çамрăк çемье пурăнмали çурт-йĕрне хăтлăлатма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă, сертификатсем илнĕ. Черетре тепĕр виçĕ çемье.

2024 çулта Тутар Сăкăт территори пайĕнче федерацин хула хăтлăхĕн программипе ял варринче вырнаçнă палăкпа унăн йĕри-таврашне хăтлăлатма палăртнă. Объект хакĕ - 5 миллион та 800 пин тенкĕ.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика