Шуса иртеççĕ çулĕсем, кĕмĕлленеççĕ çỹçĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2023, 19:38 Просмотров: 134

Треньелĕнчи тăххăрмĕш теçеткене вакланă Валерий Константиновичпа саккăрмĕш теçеткене тултаракан Елизавета Петровна Пайминсен пурнăçа ỹпкелесси çук. Кĕр мăнтăрĕпе вĕсем çемье чăмăртанăранпа 55 çул çитнине паллă турĕç. Сак тулли сакăр ача çуратса ỹстернĕскерсене ывăл-хĕрĕ, кинĕ-кĕрỹшĕ, мăнукĕсем савăнăç кỹреççĕ. Ватлăхри телейĕ вĕсенче хисеплĕ мăшăрăн. Хура-шурне вара маларах сахал мар курнă.

 Валерий Константинович - вăрçă ачи. Çамрăклăхĕ питĕ йывăр иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тĕле вăл çулталăкран çеç иртейнĕ. Ашшĕ алла хĕç-пăшал тытнă. Мĕн пур йывăрлăх амăшĕ çине тиеннĕ. Ача пĕчĕклех ĕçе кỹлĕннĕ. Лашана йĕвен тăхăнтартма пĕвĕ çитеймен пулин те çухалса кайман. Аслăраххисене пулăшма ыйтнă. Мĕн тĕрлĕ кăна ĕç туман-ши? Пĕве кĕнĕçем улăм, кĕлте, тырă турттарнă. Çĕрулми йăранĕсене çырнă. Анасем вăрăм пулнăран лашасем те ывăннă. Хире тислĕк тăкнă. Ỹсерехпе жнейкăпа тырă вырнă. Хĕллехи кĕске кунсенче йĕтемре тырă çапнă. Улăмне айккинелле сĕтĕрсе урана купаланă. Вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ.

Елизавета Петровна ачалăх кунĕсене пусăрăнчăк кăмăлпа аса илет. Çăкăр сайрарах лекнĕ. Крахмалпа ỹснĕ. Шкула кỹршĕ яла çỹренĕ. Пушшех асап. Çи-пуç начар. Урара - çăпата. Физкультура урокĕнче йĕлтĕрпе те ярăнайман. Сырма çук. Амăшĕ кăçатă çаптарса парсан мĕнле савăнман пулĕ.

 Пĕррехинче вĕрентекен ачасене экскурсие илсе кайнă. Çерем çине апатланма ларнă. Камăн мĕн пур - çавна çинĕ. Лиза вĕрентекен аллинче канихвет курнă. Хĕрача халиччен тутанса пăхайман ăна. Аллинчи пашалăвне çиме мансах пылак çимĕçе куçпа сăнанă.

Çемьере вĕсен 4 ача пулнă. Икĕ ывăлĕ вилнĕ. Хĕрĕсем çитĕннĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса килнĕ. Хĕрачи çур çулта чухне Алтая ĕçлеме тухса кайнă. Малтанласа çемйине пулăшнă. Каярахпа хыпарсăр çухалнă. Праçук аппа хĕрĕсене пĕчченех ỹстернĕ. Йывăр пурнăç ачисене пĕчĕкренех ĕçе кỹлнĕ. Вĕсен амăшĕпе юнашар каçалăк пулнă. Ир пуçласа каçчен тырă вырнă çамрăкскерсем. Хĕвелĕ хĕртнĕрен тата пилĕкĕ авăннăран ывăнтарнă. Çавах хĕрсен аллисем кĕлте хыççăн кĕлте çыхнă. Мĕн тĕрлĕ кăна ĕç туман-ши? Çум çумланă, пучах пуçтарнă, амăшĕпе юнашар çулма та вĕреннĕ. Ĕлĕк пăрçа анисене пайпа уйăрса панă. Вĕсене вара çавапа çулнă. Ĕçленĕшĕн çăнăх парсан тем пекех савăннă. Çăкăр пĕçерме май пулнă-çке.

Ĕç биографийĕсем иккĕшĕн те пуян. Валерий Паймин çамрăк чухне Ростов хулине те, Пермь облаçне те, Çурçĕр Казахстана та çитнĕ. Механизатор, монтажник пулса ĕçленĕ. Çемье çавăрсан вара тăван ене таврăннă. Ытларах пайне Треньелĕнчи кирпĕч заводĕнче, пĕрлештернĕ хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Стажĕ хушăнсах пынă. Çакă Валерий Константиновича "Ĕç ветеранĕ" ята илме тивĕçтернĕ.

Çамрăк чухне юн вĕрет, теççĕ. Елизавета Петровна та Çĕнĕ Шупашкар хулине тунă çĕре, Владимир облаçне торф кăларма çитнĕ. Çемьеллĕ пулсан вара Треньелĕнчи кирпĕч заводне сукмак такăрлатнă. Пĕрремĕш, иккĕмĕш степеньлĕ Ача амăшĕн медалĕсене, "Ача амăшĕн мухтавĕ" ордена тивĕçнĕскер ĕçе утма ỹркенмен. Килте те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Пахчара та çемьене мĕн кирлине çителĕклĕ çитĕнтернĕ. Елизавета Петровна та ĕç ветеранĕ.

 Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, ĕçлеме ỹркенменни паянхи кун та Пайминсене пурнăç илемĕпе киленме май парать. Ачаранах спортпа туслă кил хуçи. Йĕлтĕрпе чупассипе, кире пуканĕ йăтассипе, кĕрешессипе тĕрлĕ çул тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăннă вăл, малти вырăнсене йышăннă. Виçĕ çул каялла та районти физкультурăпа спорт юхăмĕн ветеранне массăллă спорта аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн, пурнăçра хастар пулнăшăн "Паттăр" ФСК администрацийĕн Хисеп хутне парса чысланă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика