"Кам пулас-ши ман ỹссен?" текен ыйту кирек кама та шухăшлаттарать. Пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекенсене пушшех те. Пур ĕç те килĕшỹллĕ. Суйла çеç. Паян вара эпир ял хуçалăх отраслĕ çинче чарăнса тăрасшăн. Ыйтусем çине хуравлама муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникне Виктор Львова ыйтрăмăр.
- Виктор Игоревич, коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?
- Ял хуçалăхĕн уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем аван аталанса пыраççĕ. Тупăшлă ĕçлекен предприятисенче техникăсене те çĕнетеççĕ. Патшалăх ăратлă выльăх-чĕрлĕх, çĕнĕ сортсем, минераллă удобренисем туянма субсиди парса пулăшать.Тăрăшса ĕçлесен çитĕнỹ тума пулатех. Хăш-пĕрне палăртса хăварасах килет. Муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче, çĕр ĕç фирмисенче, пĕрлешỹсенче иртнĕ çулхи уйăхсерен тỹленекен вăтам ĕç укçи 32 пин тенкĕрен иртнĕ. Çакă виçĕмçулхипе танлаштарсан 9 процент ытларах ỹснине çирĕплетет.
"Исток" çĕр ĕç фирминче тỹлев 44 пинрен ( е виçĕмçулхинчен 30 процент ытларах ỹснĕ), "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче 41 пинрен (22 процент), "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕнче 38 пин тенкĕрен (5 процент) ытларах та иртнĕ.
Валерий Кузнецов, Радий Бикчурин, Людмила Краснова, Ферид Чабатов, Марина Еливанова, Петр Кошкин, Камиль Салихов тата ытти вуншар хресчен фермер хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлесе пынăран ĕç тỹлевне палăрмаллах ỹстереççĕ.
Экономикăна тĕреклетсе пыракан кооперативсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче ĕç вырăнĕсем çукпа пĕрех. Ерипенрех аталанаканнисен йывăрлăхĕсем пур. Тỹлевĕ тивĕçтерменрен ĕç вырăнĕсем пушă. Ĕçлекен çынсем çитмеççĕ.
- Хăй тĕллĕн ĕçлесе пыракансем пирки мĕн каланă пулăттăр. Вĕсене патшалăх пулăшу та кỹрет-çке-ха.
- Çапла. Иртнĕ çул кашни пуç ĕне (4 çултан иртмелле мар), пушмак пăру туянма (виççĕ таранччен) 70-шер пин тенкĕ субсиди панă. Качакаллă пулас тесен (10 таран) пилĕкшер пин тенкĕ уйăрнă. Ял хуçалăх техникине туянсан 40 процентне каялла тавăрса панă. Вĕлле хурчĕ усрас текенсене те курăмлă пулăшу кỹнĕ.
Уçă çĕрте пахча-çимĕç (купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр, помидор, сухан, ыхра) ỹстерме кайнă тăкака та саплаштарма пулăшнă.
Минераллă удобренисем туяннă çĕре тăкнă тăкака самай саплаштарма май пулнă.
Килти хушма хуçалăха аталантарас енĕпе патшалăхран субсиди илнĕскерсем (хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тунисем) иртнĕ çул 380 çын пулнă. Вĕсене 600 пуç ĕне илме 41597607 тенкĕ, 4 качака туянма 19800 тенкĕ, 199 ĕнене тытса тăма 1429500 тенкĕ, 47 ял хуçалăх техникине туянма 7827248 тенкĕ, вĕлле хурчĕпе ĕçлемешкĕн материалсем илме 528606 тенкĕ укçапа тивĕçтернĕ.
- Вĕсен мĕнле çăмăллăхсем пур?
- Хăй тĕллĕн ĕçлесе пыракансем пысăках мар налук тỹлеççĕ, вĕсен деклараци тăратмалла мар, отчет памаççĕ, расхутсемпе тупăшсен кĕнекине уçас çук.
- Ĕçе пуçăнакансене грантсем параççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçе йĕркелекен пĕр хутчен субсиди илнĕ пулсан çав çулах гранта тивĕçеет-и?
- Çук, паллах. Шăпах çак тата ытти ыйтусемпе эпир январĕн 19-мĕшĕнче "Бизнес-инкубатор" залĕнче "Агро-Инноваци" предприятийĕпе семинар-канашлу ирттертĕмĕр. Унта патшалăх пулăшăвне илме май паракан конкурссене хутшăнма мĕнле документсем хатĕрлемеллине те пăхса тухрăмăр.
Иртнĕ çул пирĕн округри 25 фермер 110,28 миллион тенкĕ грант пулăшăвне илнĕ. Çав шутра иккĕшне çемье фермине уçма 30 миллион тенкĕ таранччен тивĕçтернĕ. "Агростартап" программăна 21 çын хутшăннă. Вĕсене 71,28 миллион тенкĕ парса пулăшнă. "Малашлăх" енĕпе 2 фермер 9 миллион тенкĕ усă курнă.
Маларахри çулсенчи цифрăсене те палăртса хăварма пулать. 2020-2023 çулсенче ĕçе пуçăнакан 5 фермер 17,949 миллион тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. 16 фермер çемье фермине уçма 104,824 миллион тенкĕ усă курнă. 7 кооператив пурлăхпа техника базине 238,715 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. 50 фермер "Агростартап" программăпа 172,1101 миллион тенкĕ илнĕ. Сурăх ĕрчетме тата çырла çитĕнтерме 5 фермер 38,968 миллион тенкĕ янă. Пысăк укçасем-çке.
- Ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелес текенсен камран пулăшу ыйтмалла?
- Кирек хăш ыйтăва уçăмлатас тесен те муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайне килмелле. Унта специалистсем тĕплĕн ăнлантарса параççĕ.
- Тавах калаçушăн.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Ноябрь 2024 |