Анат Туçара пурăнакан Галина Заплаткина, Александра Кузнецова, Лидия Долгова пурте саккăрмĕш теçетке çула вакланăскерсем. Вăхăтĕнче кашнийĕ тĕрлĕ ĕçре тăрăшса вăй хунă. Галина Никитична Туçари участок больницинче медицина сестри пулса ĕçленĕ.
- Ун чухне сиплев çурчĕ хамăр таврари 8 ял çыннин сывлăхне тĕрĕслесе тăратчĕ. Кĕрлĕ-çурлă больницăра выртакансен йышĕ тата та ỹсетчĕ. Коридора койка лартнисем те пулнă. Талăкĕпех медицина пулăшăвĕ параттăмăр. Куçса çỹрекен графикпа ĕçленĕрен çĕрлехи сменăра çамрăк ачасене те киле ашшĕпе хăварнă. Хамăр тивĕçе туллин пурнăçлама тăрăшнă,- тет сывлăх сыхлавçинчен тивĕçлĕ канăва тухнă Галина Заплаткина.
Александра Алексеевна вара ялти кооперативăн выльăх-чĕрлĕх ферминче осеменатор пулса ĕçленĕ.
- Кашни ĕнерен çулталăкра пĕрер пăру илессипе район шайĕнче темиçе хутчен те мала тухнă. Сĕт сăвассипе те "Гвардеец" колхоз ĕçченĕсем ыттисемшĕн кăтартуллă пулнă. Ял халăхĕ те килти хушма хуçалăхра выльăх сахал мар тытнă. Ĕнисене йăхтарма вара колхоз фермине илсе пынă,- тет Александра Кузнецова.
Лидия Долгова мĕн çамрăкранах ĕне фермине сукмак хывнă. Хальхи евĕр ĕçе механизацилемен ун чухне. 20-25 ĕнене куллен алăпа икшер хут, пăруланисене вара виçшер те сунă. Мĕн чухлĕ сĕт витри йăтман-ши? Флягăсене те машина çине икшерĕн çĕклесе лартнă. Выльăх апатне те алăпа валеçнĕ.
- Сĕт сăвăмне ỹстерес тесе ĕçе ирпе ирех (2-3 сехетсенчех) çитеттĕм. Ытти дояркăсем киличчен кункăра çине утă та, выльăх кăшманĕ те хурса параттăм. Сĕтеклĕ апатсем сахалрах тивĕçетчĕç. Улăма çăнăхпа пăтратса пама тиветчĕ. Вĕри шыва котельнăйĕнчен алăпа йăтаттăмăр. Çĕпрене те витри-витрипе ĕнесен умне янă. "Сăвăм чĕлхе çинче",- тетчĕç мар-и? - тет Лидия Долгова.
Пурте ĕçре пиçĕхнĕскерсем вĕсем. Йывăрлăхсен умĕнче пуçа усмаççĕ. Мăшăрĕсемпе пĕрле кашнийĕшĕ кирпĕчрен çуртсем лартнă. Ĕç çынна илем кỹнине ăнланаççĕ. Халĕ те алă усса лармаççĕ. Хăйсен вăй-халне кура пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Пушă вăхăта та пĕлсе усă кураççĕ. Вĕсен хĕр тантăшĕ, тăванĕ Маргарита Федорова ăнсăртран чирлесе ỹкрĕ. Ăна куллен сăмахпа хавхалантарма та, килти ĕçсенче пулăшма та çỹреççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. Маргарита Николаевна хăй те сывлăх сыхлавĕн сферинче нумай ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва та участок больницинче аслă медицина сестринчен кайнă. Инкек куçа курăнса килмест çав. Халиччен ури тупанне çĕре тивертмесĕр ĕçлесе- чупса çỹрекен çынна чир хавшатрĕ. Юрать юлташĕсем пур. Ачисен, вĕсен пулăшăвĕпе вăл хăйĕн сывлăхне тавăратех.
Çынна ырă туни çĕре ỹкместех. Çакна кашни ĕç ветеранĕ, кĕмĕл çỹçлĕ волонтер лайăх ăнланать.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |