Пуçарăва хапăл туни яла малалла аталанма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2024, 21:19 Просмотров: 94

Патăрьел муниципалитет округне кĕрекен территори пайĕсенче юлашки çулсенче ырă та пархатарлă улшăнусем сахал мар пулчĕç. Ялсенче хăтлă та капмар çуртсем çĕкленни, урамсем тирпейленсе пыни, наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн çулсеренех ФАПсем уçăлни, культура çурчĕсемпе шкулсене çĕнетни, юсаса пуянлатни, нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене патшалăх пулăшакан программăсене пурнăçа кĕртме пулăшни, пуçару бюджечĕн программипе тухăçлă усă курни тата ытти те влаç органĕпе вырăнти халăх пĕр чĕлхе тупса ĕçленине çирĕплетет.

Ялсенче халăх пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан ĕçсем ăнăçлă пурнăçланса пынине те палăртма кăмăллă. Ку тĕлĕшпе Турхан территори пайĕ те хăйсен хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн ырă улшăну тăвас тесе тăрăшать. Çак кунсенче эпир территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Андреевна Едривановăпа тĕл пултăмăр, муниципалитет округĕн пайĕ ялсене хăтлăлатас тĕллевпе иртнĕ çулсенче мĕнлерех ĕçсем пурнăçласа пыни пирки калаçу пуçартăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Турхан территори пайне тăватă ял - Турхан, Упамса, Хурама-Твар, Тури Тăрмăш - кĕреççĕ. Мĕн пурĕ 717 хуçалăх, вĕсенче 1220 çын пурăнать. Шел пулин те, юлашки çулсенче хуçалăхпа дача вырăнне çеç усă куракансен йышĕ ỹссе пырать. Апла пулин те тăван тăрăхра тĕпленнĕ çынсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе кил-тĕрешне яланах хăтлăлатаççĕ, капăрлатаççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Территори пайĕ те май пур таран ялта пурăнакансен пурнăç условине лайăхлатас, урамсене хăтлăлатас, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене тивĕçтерес тесе тимлет.

2023 çулта Чăваш Республикинчи халăх пуçарăвĕн программипе Турханти чи вăрăм Перлов урамне вак чул сарса тирпейлерĕмĕр. Çак меслетпех пĕлтĕр Упамсасем те тухăçлă ĕçлерĕç. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра кĕме-тухма йывăр Новая урама "çутта" кăларчĕç. Сăмах май каласан, çак ялта Игорь Вавилов ял старости питĕ хастар ĕçлесе пырать. Халăх хушшинче хисеплĕ çын вăл. Çавăнпа ăна пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме те, çĕнĕ пуçарăва пурнăçа кĕртме те йывăр мар. Çывăх вăхăтрах ял халăхĕпе кар тăрса Гагарин урамне те çĕнетесшĕн. Упамсасем ытти ялсемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнне.

 Хурама-Твар ялĕ паян йышĕпе пысăках мар. 75 хуçалăхран 37-шĕнче çеç пурăнаççĕ. Ытларах аслă çулхи çынсем ялта тĕпленнĕ. Апла пулин те çак ялăн та Терентий Давыдов опытлă староста ертсе пынипе хавалĕ пысăк. Кирек мĕнле ĕçе те кар тăма пултарни савăнтарать. Пĕлтĕр ялти Николаев урамне пуçару бюджечĕн программипе вак чул сарса тирпейленĕ. Килĕрен 5-15 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Перекетленĕ кĕмĕлĕпе ял варринчи лапама йĕркене кĕртрĕç, шыв пуçтарăнса тăракан вырăна пăрăх, шыв юххи лартса хăварчĕç.

2024 çулта пуçару бюджечĕн программипе тăватă проекта пурнăçа кĕртме палăртнă: Турханти вăтам шкулта шыв скважинине чавасси, çак ялтах масар картине çĕнетесси, Тури Тăрмăшра ятарласа уйăрнă вырăнта вăрçă паттăрĕсен ячĕпе палăк лартасси, Упамсара Восточная урамра çул сарасси. Ĕçсем кал-кал та ăнăçлă пулса пырсан, пуçарулăх программин иккĕмĕш тапхăрне те кĕрес ĕмĕтсем пур. Упамсасем, сăмахран, Гагарин урамне кăçалах тирпейлесе хăварма та хатĕр.

Кĕскен тата пĕлме

Турхан территори пайĕнчи тăватă ялта - Турханта, Упамсара, Хурама-Тварĕнче, Тури Тăрмăшра - мĕн пурĕ 21 урам. 717 хуçалăхран 485-шĕнче пурăнаççĕ.

Хурама-Твар тата Упамса ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем, Турханта врач амбулаторийĕ ĕçлет.

2023 çулта халăх пуçарăвĕпе Турханта, Упамсара, Хурама-Тварĕнче çулсем сарнă. 2024 çулта пуçару бюджечĕн программипе тăватă проекта пурнăçа кĕртме пăхнă.

Турхан территори пайĕнчи Турханта дендрари паркĕ, Алексей Кокелĕн музей çурчĕ, Кокель пленэрĕн участникĕсен картина галерейи, Турă курăнса килнĕ ячĕллĕ чиркỹ, Николай Пирожковăн вĕлле хурчĕн пасеки (ульетерапи) - туристсемшĕн паллă вырăнсем шутланаççĕ.

Çак тăрăхра психоневрологи интерначĕ, пĕр вăтам, пĕр ача сачĕ, ултă магазин, "София" кафе, виçĕ фермер хуçалăхĕ, "Хастар" ЯХПК пур.

Территори пайĕнче пуçарулăхпа тунă пĕрремĕш пысăк ĕç - чăвашсен пĕрремĕш художникĕ, живописецĕ, Турханта кун çути курнă Алексей Кокель профессор çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин культура эткерлĕхĕ шутланакан çурт-музейне реставрацилесе территорие хăтлăх кỹни пулчĕ. Ун чухне пирĕн пата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та килчĕ, Патăрьел муниципалитет округне пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, чăвашсен "нимелле" тăвакан ĕçĕсем малашлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çулсеренех Кокель тăван ялĕнче çĕршыв шайĕнчи сăрă ăстисем пленэр йĕркелени, ỹкерчĕксен куравĕ пысăклансах пыни те савăнтарать. Малашне пирĕн тăрăхри музей-çурт çулне туристсем те такăрлатĕç...

Упамсасем - ырă малашлăхшăн

Ултă урама пĕр чăмăра пĕрлештерсе тăракан пирĕн ялăм - Упамса. Ял çыннисемшĕн эпĕ çĕнĕ çын мар. Çакăнтах çуралса ỹснĕ, тымар янă, темиçе хутчен вырăнти депутат та пулнă, староста тивĕçне те сахал мар çул пурнăçлатăп. Çавăнпа та ялти кашни çемьене çывăх пĕлетĕп тесен те юрать.

Пирĕн ял пысăках мар пулин те туслă та хастар халăхпа пуян. Халĕ пирĕн тĕллев - ялти кашни урама çул сарасси, капăрлатасси, кỹлĕсене пăхса тăрасси тата ытти те. Умма лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пыратпăр. Иртнĕ çул Новая урама пуçару бюджечĕн программипе вак чул сарса тирпейлерĕмĕр. Кăçал тепĕр урама хăтлăлатасшăн.

Игорь ВАВИЛОВ, Упамса ялĕн старости

Юлашки çулсенче территори пайĕнчи кашни ялтах халăх вăйĕпе, хăйсен хастарлăхĕпе масар çурчĕсене тирпейлесе çĕнетрĕç, унăн таврашне илемлетрĕç. Турханпа Упамса ялĕсенче пĕр енчи картине, хапхине те ушкăн вăйĕпех улăштарчĕç. Ку тĕлĕшпе малалла та ĕçлетпĕр. Çывăх тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна кирлĕ пек тытса тăрасси - пирĕн тивĕç.

 Тирпей-илем пирки калаçу пуçарнă май çакна палăртса хăварасшăн. Ял çыннисемпе çулталăкне темиçе хутчен те хамăр пурăнакан тавралăха илем кỹрес тĕллевпе субботниксем йĕркелетпĕр. Иртнĕ кĕркунне вара Турханти медик-волонтерсен ертỹçи Анатолий Кольцов тухтăр тата Александр Лещов предприниматель пуçарăвĕпе ялти çырма-çатрара пуçтарăнса кайнă çỹп-çапа трактор тытсах, пĕтĕмпех тасатнă. Чăваш Енри кăçалхи Экологи çулталăкĕнче хамăр территоринчи тавралăха тирпей-илем кỹрес тĕллевпе тата ытларах ĕçлĕпĕр.

Пурнăç пĕр вĕçĕм аталанса, улшăнса, ырă пулăмсем хутшăнса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх хулана çеç мар, яла та пысăк тимлĕх уйăрать. Çитес çул, акă, Турханта "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе çĕнĕ врач амбулаторине тума палăртнă. Ялта ача-пăча лапамĕтăвас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка çĕнетес, ытти урамсене те юсаса тирпейлес ыйтусем те çивĕч. Çак ыйтусене пурнăçа кĕртес тĕллевпе халăх пĕрлĕхĕ, пĕршухăшлăх чăн малтан пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлехи вăй, пархатарлă та ырă ĕç ял аталанăвĕшĕн пысăк пулăшу.

ХАКЛАВ

 Сергей Манзуркин, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Эпĕ хама ял валли, халăха ырă тума çут тĕнчене килнĕ тесе шутлатăп. Кашни çыншăн тăван ял, муниципалитет округĕ пысăк çемье, чуна çывăх кĕтес вырăнĕнче пулмалла. Ун пек чухне ырă улшăнусем, чуна хавхалантаракан пулăмсем те курăмлă пуласса шансах тăратăп.

Обществăлла тивĕçĕме яланах хамăн тĕп ĕçĕмрен, фермер хуçалăхĕнчен уйрăлмасăр пурнăçласа пыма, май пур таран хамăр тăрăхри халăха усăллă та пархатарлă ĕçпе пулăшма, ырă тума тăрăшатăп. Территори пайĕнче вырăнти влаç йĕркелекен кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те хапăлласа йышăнатăп, ăна пурнăçа кĕртме кăмăлтанах хутшăнатăп. Вăл шутра çулсем тунă, масар картисене е çурчĕсене çĕнетнĕ, ытти ыйтусене татса панă чухне те яланах алă тăсса пулăшатăп. Халăхшăн, тăван ял малашлăхĕшĕн пурнăçланă ĕç мана хавхалану çеç кỹрет.

Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 22 ялти çул-йĕре тата 70 çухрăм аслă çула кирлĕ пек пăхса, тасатса, тирпейлесе тăрасси те маншăн яваплă ĕç. Çакăн валли техника та, специалистсем те çителĕклĕ. Хĕллехи çил-тăман хыççăн урамсене, тăкăрлăксене вăхăтра юртан тасатса, çулсене уçса тăратпăр.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика