Юхма Мишши Сăкăт ялĕнче çуралнă. СССР Писательсен союзĕн членĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен тата А.М.Горький ячĕллĕ литература институчĕ çумĕнчи Аслă курсĕнчен вĕренсе тухнă. 1966 çултанпа - профессиллĕ писатель.
Михаил Николаевич 400 ытла кĕнеке çырса халăх патне çитернĕ. Чылайăшне ют çĕршыв тата Раççей халăхĕсен чĕлхисене куçарнă. Пархатарлă ĕçшĕн тĕрлĕ наградăпа Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. 1993 çултанпа - Чăваш халăх писателĕ.
Ентешĕмĕр историпе ачаранах кăсăкланнă. Литература тĕнчине çамрăклах пысăк утăмсемпе кĕнĕ. "Тăван Атăл" тата "Ялав" журналсенче чăваш халăхĕн авалхи пурнăçне кăтартакан "Оксана", "Элпи чечекĕсем", "Виççĕмĕш симфони" тата "Юрăç шăпи" повеçсем пичетленсе тухнă. Каярах çырнă "Вилĕмсĕрлĕх" тетралоги, "Эткер", "Термен", "Анне çăкăрĕ", "Атте пахчи" тата "Кăвак çĕмрен" роман вулакансене тăван халăхăн историне тĕплĕнрех те тарăнтарах пĕлме пулăшнă, чăвашсен авалхи пурнăçĕпе мухтанма май панă. Çĕршыври литература критикĕсем Юхма Мишшин "Мускав çулĕ" историлле романне уйрăмах пысăка хурса хакланă.
Михаил Николаевич чăваш халăхĕн авалхи пурнăçне архивсенче çеç мар, иртнĕ ĕмĕрсенче пурăннă вырăнсене те кайса тĕпченĕ.
Ăна А.Фадеев, М.Шолохов, В.Пикуль, К.Симонов ячĕллĕ СССР тата РСФСР Писательсен союзĕсен премийĕсене парса чысланă. Вăл Чăваш Республикисĕр пуçне Тутарстан, Мари Эл тата Удмурт Республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ. Сумлă ентешĕмĕр Патăрьел районĕн (1996 çул) тата Шупашкар хулин (2012 çул) Хисеплĕ гражданинĕ
. Унăн кун-çулĕ кăсăклă та пуян. Туçари вăтам шкулта ачасемпе тĕл пулнă май Михаил Николаевич шăпах çавăн çинче чарăнса тăма тăрăшрĕ. Кĕскен хăйĕн хăш-пĕр кĕнекипе, вĕсем мĕнле кун çути курнипе паллаштарчĕ. Вĕренекенсен ыйтăвĕсене хурав пачĕ. Чылай кĕнекине шкул библиотекине парнелесе хăварчĕ. Ача чухнех Туçана амăшĕпе Сăкăтран вутăпа çĕр улми улăштарма килнине аса илчĕ. Кашкăр тапăннине каласа кăтартрĕ.
Шкул директорĕ Петр Шашкин вĕренỹ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Хăнана вырăнти музей паха экспонатсемпе пуян пулни те тĕлĕнтерчĕ. Ачасем чăвашла стена хаçачĕсем кăларни кăмăла кайрĕ.
Михаил Николаевичăн çулĕсем сахалах мар пулсан та халĕ те малалла талпăнса ĕçлет. Кунне-çĕрне пăхмасăр тăван халăхăн иртнĕ кун-çулне тĕпчесе кĕнекесем çырать п исатель-историк.
Çула май Туçари Валерий Салмин музейĕпе те паллашрĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |