Хирти Пикшик вăтам шкулĕнче тутарсемпе чăвашсем килĕштерсе ĕçлеççĕ, вĕренеççĕ. Кашни халăхăн хăйне евĕр культура, истори, йăли-йĕрки, пурнăçĕ. Тата, паллах, чĕлхи. Шкулти пур ĕçе те пĕр тĕллев пĕтĕçтерсе тăрать - ачасене тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси, тăван халăх культурине ăша илтересси, пурнăçра вĕсемпе килĕшỹллĕн пурăнма хăнăхтарасси.
XXI ĕмĕре технологи ĕмĕрĕ теççĕ. Çакă вĕрентỹ ĕçне те пысăк улшăнусем кĕртет. Шкулта ачасене вĕрентни çеç çителĕксĕр, вĕсене хăйсем тĕллĕн пĕлỹ пухма хăнăхтарса пымалла, шухăшлавĕсене çивĕчлетмелле. Ача кирлĕ информаци шырама, суйлама, унпа пĕлсе усă курма явăçса пытăр.
Вĕренỹре патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕ кăларса тăратнă тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - ача-пăчаран сывлăхлă, çирĕп ăс-хакăллă, пур енлĕ аталаннă çын туса ỹстересси, вĕсенче патриотизм туйăмне йĕркелесси, тăван халăха, унăн культурине юратма, хисеплеме, упрама хăнăхтарасси. Çавăнпа вĕрентекенĕн хăйĕн те пĕлĕвне ỹстерсе, тавра курăмне анлăлатса пыма тăрăшмалла. Тĕпчев ĕçĕнчен пăрăнмалла мар. Пĕтĕмлетỹ тума та пĕлмелле. Ачасемпе çулталăк тăршшĕпех ĕçлемелле. Çакна Хирти Пикшикри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекенсен муниципалитет округĕнчи учительсен канашлăвне ирттернĕ чухне те тепĕр хут çирĕплетнĕччĕ. Кунти Людмила Данилова, акă, шăпах професси ăсталăхне ỹстерсе пырса çапла тума тăрăшать те. Людмила Димитриевна вĕрентỹре 1992 çултанпа ĕçлет. Кăçал аслă пĕлỹллĕ специалист 3 класран 16 ачана вĕрентсе кăларчĕ. Шкулти "Мерчен" фольклор ушкăнне ертсе пырать. Тĕлĕнмелле пултаруллă ачасем çỹреççĕ унта. Тутарĕ те, чăвашĕ те пĕрлех юрăсене шăрантараççĕ. Шкулта, муниципалитет округĕнче, республикăра иртекен мероприятисене, конкурссене, фестивальсене хастар хутшăнаççĕ. Ачасен пултарулăх шайне республикăри пуçламăш классен хушшинче йĕркелекен "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕн "Чăваш вăййи" номинацире виçĕ хутчен çĕнтерỹçĕ пулни те çирĕплетсе парать.
"Мерчен" фольклор ушкăнне çỹрекен ачасем çулсеренех республика шайĕнче иртекен "Чăваш ачи чăвашах", регионсем хушшинчи "Хусанкай вулавĕсем", "Чăваш ен - тăван ен" фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Вуланă юмахсемпе мультфильмсем хатĕрлени, вĕсенчи сăнарсем класри ачасен сассипе калаçни, медиа-сочиненисем хатĕрлени вĕренекенсен курăмлă-сăнарлă шухăшлавĕсене малалла аталантарать, сăмах йышне пуянлатать, çĕнĕлле ĕçлеме майсем туса парать. Пултарулăх мелĕ ачасене харпăр-хăй ỹнер хевтине палăртма хăнăхтарать, таврари тĕнчене сăнама хистет.
Шкулта ачасемпе хăйне евĕр пĕчĕк театр та йĕркеленĕ. Вуланă пьесăсене тỹрех сцена çинче кăтартма васкаççĕ вĕсем. Çакă вĕренекенсен лексикине те пуянлатать, илемлĕ калаçма хăнăхтарать. Кунта вĕренекенсем "Асам", "Юмах çăлкуçĕ" фестивальсенче çĕнтерме пултарчĕç.
Паянхи пурнăç таппинчен юлмасăр, малашне те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туса кал-кал ĕçлесшĕн вĕсем, умри тĕллевĕсене çухатасшăн мар.
Юлия МИРОНОВА, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн директорĕ
Ноябрь 2024 |