Медицина пулăшăвĕ парасси ансатланать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2024, 17:57 Просмотров: 179

 Юлашки çулсенче Раççейре, Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те сывлăх сыхлавĕн инфратытăмĕ çĕнелсех пынине палăртма кăмăллă. Ялсенче çак сферăра кадрсен дефицичĕн çивĕч ыйтăвĕ татăлса пыни, сывлăх хуралĕн ĕçченĕсене хушма социаллă тỹлевпе хавхалантарни те вырăнсенче шурă халатлисен яваплăхне ỹстерме, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассишĕн тата ытларах тăрăшма хистет. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн сиплев учрежденийĕсене çĕнетнине, вĕсене автотранспортпа, çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернине кура çынсем пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕпе усă курмалли майсем те анлăланнă.

Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен вăтам ĕмĕрне тăсас, вĕсене сипленме майсем туса парас тĕлĕшпе çулсеренех ырă улшăнусене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Патăрьелĕнчи район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков:

 - Хальхи вăхăтра патшалăх этем факторне тĕп вырăна хунине палăртмалла. Çакă чăн малтанах çынсен сывлăхне тĕреклетес, вĕсен ĕмĕрне вăрăмлатас, вилеслĕх шайне чакарас тĕллевпе медицина отраслĕнче пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă. Пирĕн Патăрьелĕнчи тĕп сыватмăш паянхи кун 31 пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Вăл шутра ултă пин ытла ача. Кунсăр пуçне Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă муниципалитет округĕсенчи çынсен сывлăхĕшĕн те яваплă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялта пуçламăш медицина пулăшăвне 14 врач амбулаторийĕнче тата 32 фельдшерпа акушер пунктĕнче илсе тăраççĕ. Унсăр пуçне тĕп поликлиника та куллен 900 ытла çынна йышăнма пултарать. Стационарта та 90 çынна яхăн сипленме май пур. Патшалăх программипе тĕпрен юсанă сыватмăшра сипленме те, медицина ĕçченĕсене хăйсен профессийĕпе тăрăшма та мĕн пур услови çителĕклĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçламăш звенора медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе Патăрьел муниципалитет округĕнче пĕлтĕр Кзыл Камышра тата Красномайскинче çĕнĕ ФАПсем хута кайрĕç. Паян сиплев учрежденийĕсемпе ял çыннисем, ача амăшĕсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем те кăмăллă.

Çак программăпа килĕшỹллĕн кăçал республикăра мĕнпурĕ 8 врач амбулаторийĕ хута яма палăртнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ - Патăрьел муниципалитет округĕнче. Çывăх вăхăтра Шăнкăртам, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Нăрваш Шăхаль ялĕсенче çĕнĕ сиплев учрежденийĕсем ял çыннисене йышăнма пикенĕç. Хальхи вăхăтра вĕсенче шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ тата территорисене хăтлăх кĕртеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ, республикăри сывлăх сыхлавĕн министерстви, Патăрьел муниципалитет округĕ пулăшса пынипех кăçал пирĕн тăрăхра пуçласа медицина пулăшăвĕ паракан пĕрремĕш сиплев учрежденийĕ уçăлнăранпа 155 çул çитнĕ ятпа тепĕр пысăк объекта - чĕре чирĕпе аптăракансене сиплекен диспансера - хута ярасшăн. Ялта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетес, ĕмĕрне вăрăмлатас, сывă та тĕреклĕ ачасем çитĕнтерес, онкологи, сахăр диабечĕн чирĕсене пуçламăш тапхăрĕнче тупса сиплес, профилактика тăвас тĕллевпе малалла та вырăнтах медицина пулăшăвĕ парассине, пурлăхпа техника базине, çĕнĕ оборудованипе пуянлатассине тимлĕх уйăрăпăр. 2025 çулта çак тĕллевпе Ыхра Çырминче, Турханта врач амбулаторийĕсем, Кивĕ Катекре ФАП тума палăртнă.

Ваттисем сывлăха укçалла туянма çук, тенĕ. Ăна кирек мĕнле пуянлăхпа та танлаштарма, улăштарма та пулмасть. Çапах та хамăр сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерсе диспансеризаци тухма, чире сиплеме, сывалма пирĕн условисем те, опытлă специалистсем те çителĕклĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Яндекс.Метрика