Патăрьел муниципалитет округĕнче хальхи вăхăтра культура еткерлĕхĕн федераци пĕлтерĕшлĕ 11, республика пĕлтерĕшлĕ 12 объект шутланса тăрать. Унсăр пуçне 15 чиркỹ, 17 часовня, 19 мечĕт шутра, Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе краеведени, Алманчăри,
Турханти Кокель музейĕсем те туристсемшĕн паха информаци "çăлкуçĕ" пулса тăраççĕ. Çак кунсенче Чăваш Республикинчи Кинематографистсен союзĕн председателĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, общество деятелĕ, хастар чăваш, хамăрăн ентешĕмĕр Олег Цыпленков ертсе пынипе Чăваш Енри "Чунçỹрев" ушкăн, "Сăвар"" пĕрлешĕвĕн хастарĕсем 34-мĕш хут хамăрăн йăхташăмăрсем тĕпленнĕ вырăнсенче пулса аваллăхпа, историпе, халăхăн культурипе паллашас тĕллевпе çула тухнă. Вĕсем (ушкăнта 37 çын) темиçе кунхи çул çỹрев маршручĕпе аякках, ĕлĕк-авал пĕр халăх пулнă Кабардино-Болгари Республикинех çитсе килме тĕллев лартнă. Кăçалхи çул çỹрев маршручĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕпе иртсе кайнăран, творчество ушкăнĕ паттăр енри паллă вырăнсене те çитсе курчĕ. Сумлă делегацие Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пенсионерсен пĕрлĕхĕн председателĕ Полина Логунова ертсе çỹрерĕ.
Чунçỹревçĕсем чăн малтанах Патăрьел масарĕнче канлĕх тупнă чăвашсен паллă писателĕ, поэчĕ, куçаруçи Турхан Энтри вилтăприйĕ умĕнче пуç тайрĕç, литература каçалăкĕнче паллă йĕр хăварнă ентешĕмĕре хисеп туса чечек кăшăлĕ хучĕç. Ун хыççăн Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕнче пулчĕç.
Çул çỹреве тухнă творчество ушкăнне Кĕçĕн Патăрьелĕнче 1918 çулта шурă гвардеецсемпе çапăçса пуçне хунă Петр Крепков комиссарпа унăн юлташĕсене асăнса лартнă палăк умĕнче Тăрăн территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов тата культура ĕçченĕсем хапăлласа кĕтсе илчĕç. Николай Михайлович хăнасене республика пĕлтерĕшлĕ культура объекчĕн историйĕпе, çак вырăнта шурă гвардеецсемпе пулса иртнĕ çапăçу пирки каласа пачĕ, мемориал комплексĕ çумĕнчи çил арманне (вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пĕртен пĕрре çеç упранса юлнă!) тирпейлесе йĕркене кĕртес тĕллевпе те паллаштарчĕ.
Пикшик территори пайне кĕрекен Тикеш хулашĕ, археологи комплексĕ Чăваш Республикинчи культура еткерлĕхĕн объекчĕсен шутĕнче. Атăлçи Пăлхар историйĕпе, археологипе çыхăннă объектпа та туристсем кăмăлтан паллашрĕç. Сăмах май каласан, пĕр-икĕ çул каялла çеç студентсемпе ятарлă специалистсем экспедици вăхăтĕнче кунта аваллăхри чăваш халăх культурине, пурнăçне, ĕç-хĕлне сăнлакан япаласене тĕпчерĕç.
Çавăн пекех творчество ушкăнĕ чăвашлăхшăн çуннă поэтăмăр Митта Ваçлейĕн, тĕнче шайне çĕкленнĕ поэтăмăр Геннадий Айхин тăван ялĕсенче - Первомайскинче тата Çĕньялта пулчĕç, чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă ентешсен вил тăприсем умĕнче пуç тайса чечек кăшăлĕсем хучĕç.
- Чунçỹревçĕсен тĕп тĕллевĕ - хамăр халăхăмăрăн асамлă аваллăхĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе, чăвашлăхшăн чунне панă çынсемпе тарăнрах паллашасси, вĕсен умĕнче пуç таясси. Хальхи вăхăтра вырăнти туризма аталантарнипе пĕрлех пирĕн хамăр халăхăн шалти историне те тарăн пĕлмелле. Çавăнпа та эпир хамăрăн хисеплĕ ушкăнпа (писательсем, поэтсем, халăх инструменчĕн маçтăрĕсем, кинооператорсем, таврапĕлỹçĕсем, ĕлĕкхи тĕне тытса пыракансем - мăчаварсем тата ытти те) çулсеренех тĕрлĕрен маршрутпа çула тухатпăр, хамăр историе тарăнрах тĕпчеме, пĕлме тăрăшатпăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пирĕн ушкăн валли ăса илмелли, çамка çине картмалли нумай пулчĕ ,- терĕ Олег Цыпленков çул çỹревçĕсене хапăл йышăннăшăн тав туса.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |