Пире пула нуша ан куртăрччĕ Пăла

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:22 Просмотров: 246

Эпир, аслă ăру çыннисем, çут çанталăк ырлăхĕпе, пурлăхĕпе киленсе ỹснĕскерсем. Астăватăп: çамрăк чухне сывлăш та тасарахчĕ, кĕмĕл сассипе шăнкăртатакан тăрна куçĕ пек Пăла юхан шывĕ те куç тулличчĕ. Çынсем унта кăмăлтан шыва кĕнĕ, пулă, рак та тытнă (вăл таса шывра çеç пурăнать), çемйисемпе каннă... Пăла хĕррине ача чухнех хăнтăр курма та, шыв кайăкĕсен илемлĕ юррине итлеме те çỹреттĕмĕр. Çыран хĕрринче курăк ешеретчĕ. Йĕри-тавра тирпейлĕ, таса. Чăн-чăн çăтмахчĕ ял çумĕпе шăнкăртатакан Пăла... Халĕ вара?

Экологи ыйтăвĕ çивĕчленсе пыни, пирĕн муниципалитет округĕнчи хăш-пĕр ялсем çумĕпе те (вăл шутра пирĕн Тăрăн çумĕпе те иртет) юхакан шывăн çыранĕсем вырăн-вырăнпа çỹп-çап тăкмалли "полигона" çаврăнни, Пăла пулăсемшĕн çеç мар, çынсене усă курма та юрăхсăра тухни мана питĕ пăшăрхантарать. Çитменнине тата Патăрьелĕнче каяш шывсене пуçтарса уçласа тасатакан канализаци сооруженийĕ кивелнĕрен Пăлана питĕ шăршлă, сĕт евĕр шурă шыв сăрхăнать. Пытарма кирлĕ мар, хăшĕсем кил хуçалăхĕсенче пуçтарăннă каяшĕсене те кунтах килсе тăкаççĕ е намăса пĕлмесĕр пăрăхпа Пăланалла вăрттăн юхтараççĕ. Кун пирки, паллах, социаллă сетьсенче, МИХре те çынсем пăшăрханса çырчĕç. Тепĕр чухне округ центрĕнче сăмсана çуракан шăршă тăни те çакăнпах çыхăннă. Ыйтăва округ администрацийĕ, экологи министерстви, правительство шайĕнче те пĕрре мар çĕкленĕ.

Çак кунсенче эпĕ те хамăн чун ыратăвĕпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пултăм. Рудольф Васильевич мана ырă хыпарпа савăнтарчĕ çеç мар, кăçал Патăрьелĕнчи каяш шывсене тасатакан сооруженине реконструкцилеме пуçланă пирки пĕлтерчĕ, объекта илсе кайсах кăтартрĕ, паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕç вĕренине курса эпĕ çапла пĕтĕмлетỹ турăм: "Патăрьелсемшĕн канализаци ыйтăвĕпе "пăр" тинех тапранчĕ"...

 Паян кунта Çĕрпỹри куçса çỹрекен 8-мĕш мехколонна (ПМК-8) ĕçлет. Вĕсен представителĕ объекта вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама çирĕп шантарчĕ. Кун валли строительсен опычĕ пысăк. Маларах çакăн пек объекта Вăрнарта, Пăрачкавра, Звениговăра хута янă. Патăрьелĕнче Чăваш Республикин бюджечĕн витĕмĕпе реконструкцилекен канализаци сооруженийĕ те пĕчĕк мар, хăвачĕпе те тивĕçтермелле. Объект хакĕ - 613,4 миллион тенкĕ. Эпир пынă кунхине строительсем юшкăнлă çĕре тирпейлесе тасатнă лаптăкра фундамент валли капмар юпасем лартатчĕç. Строительсен бригадин ертỹçи çывăх вăхăтрах металлоконструкципе ĕçлеме тытăнасса шантарчĕ, ĕç кал-кал та чăрмавсăр пынине, объекта ноябрь уйăхĕнче туса пĕтерессине те хăпартлансах пĕлтерчĕ.

РЕДАКЦИРЕН:

Февралĕн 11-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи каяш шывсене тасатакан сооруженинчи ĕçсемпе Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕпе Эмир Бедертдиновпа муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов паллашнă, контрактпа килĕшỹллĕн ĕçе 2025 çулхи ноябрьте вĕçлемеллине палăртнă.

Паллах, çак ырă хыпар. Округ администрацийĕ ĕçе кирлĕ пек йĕркелени, строительсен хастарлăхĕ пысăкки чăннипех те савăнтарчĕ. Малашне Патăрьелне федераци программипе килĕшỹллĕн таса шыв çитни çеç мар, нумай çул çынсене калаçтаракан канализаци ыйтăвĕ те татăлĕ тесе шутлатăп.

Патăрьел муниципалитет округĕнче сĕте тата аш-какая тирпейлекен цех сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Хирти Пикшикри "Молочные зори" ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕ. Сăмах май каласан, юлашки вăхăтра çак кооператив пирки те Пăлана варалани, производствăран тухакан каяш шывсене унта юхтарни пирки нумай калаççĕ. 3-4 çул каялла производство кооперативне хута янă чухне тунă тасатакан сооруженийĕн хăвачĕ çитменрен пăтăрмахсем пулкаланине пытармарĕ унăн ертỹçи. Майĕпен производствăна ỹстерсе пынă май (халĕ талăкне 120 тонна сĕт-çу продукчĕ кăлараççĕ, малашне ăна 350 тонна çитересшĕн) вĕсем иртнĕ çул вĕçĕнче биологилле тасатакан сооружение тума пикеннĕ. Тавралăха производство каяшĕпе варалас мар тĕллевпе тăвакан хăватлă объект хакĕ йỹнех мар - 70 миллион тенке яхăн. Строительсем ир пуçласа каçченех тăрăшаççĕ. Пĕрремĕш секцине март уйăхĕнче ĕçлеттерсе ярасшăн. Çакă округ çыннисемшĕн ырă хыпар тесе шутлатăп.

Хальхи вăхăтра кирек мĕнле ĕçре те кадрсене хисеплесси тĕп вырăнта пулмалла. "Молочные зори" кооператив çулĕпе çамрăк пулин те кунта рабочисене пысăк тимлĕх уйăрни калаçуранах кăмăла кайрĕ. Коллективра 120 çын ĕçлет, вĕсене кунне икĕ хутчен апат çитереççĕ. Килне кайса илеççĕ, ĕç хыççăн леçсе яраççĕ. Тăватă сменăпа ĕçлет кооператив. Чи пахи - вăтам шалу 50 пин тенкĕрен кая мар.

Василий ПЕТРОВ, муниципалитет округĕнчи вăрçă ачисен обществăлла организацийĕн председателĕ, ĕç ветеранĕ

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика