Саманан саккăрла çаптаракан ташши тем те кăтартрĕ мана. Зоотехника вĕренсе тухнăран малтан колхозрах хамăн профессипе ĕçлерĕм. Хуçалăхсем саланма тытăнсан фермăсенче выльăхсем те пĕтрĕç. Укçа çук, ачасем ỹсеççĕ. Юрать, çав вăхăтра пăянампа пăятам пурăнатчĕç, вĕсем пулăшкаларĕç. Ĕне, вăкăрсем те усрарăмăр. Çитмен пурнăçа çитерес тесе суту-илỹпе ĕçлеме пикентĕм. Ялсем, организаци-предприяти тăрăх та сутса çỹренĕ. Пасарта та хĕллехи шартлалама сивĕре шăнса, шартарса хĕвел пăхнă чухне пиçĕхсе тăнă. Тавар илме Мускаври Черкизово рынокне çỹренĕ.
Ас тăватăр пуль-ха, 2000 çулсен пуçламăшĕнче çĕршывăн тĕп хулине кайсан пит нумаях пурăнма май çукчĕ. Час-часах милицисем çынсене чарса паспорт кăтартма, ют çĕртен килнине пĕлсен поезд е автобус билечĕсене ыйтатчĕç. Мускава чылай вăхăтлăха ĕçлеме çỹрекенсем автобус водителĕсенчен укçалла вĕсене илетчĕç.
Вăт, пĕрре çапла, паллакан хĕрарăмпа пĕрле тавар туянма Черкизово пасарне тухса кайрăмăр. Каçпа автобус çине лартăмăр та ирхине 5 сехетпе çитрĕмĕр. 6 çитсен пушă сумкасене йăтса рынока кĕрсе кайрăмăр. Хамăра мĕн кирлисене туяннă хыççăн тухрăмăр та хайхи пĕр шухăшсăрах утатпăр. Çав вăхăтра милиционер пычĕ тăчĕ пирĕн умма. Манран тỹрех паспорта ыйтрĕ. Эпĕ ним шухăшламасăрах тыттартăм ăна. Пĕрле килнĕ хĕрарăм малалла кайрĕ, тăрса юлтăм хайхи кашкăр çăварне лекнĕ мĕскĕн сурăх пек.
- Та-а-ак! – терĕ хайхи пакунли ман паспорта пăхнă май. - Виталина Николаевна, эсир Мускава хăçан килнĕ-ха?
"Ак тамаша! Ман ята та, атте ятне те пĕлет ку çын. Ăçтан паллать-ши вара мана? Ялти шкулта пĕрле вĕреннĕ ача мар-ха ку. Тен, техникумра ăс пухнă чухне паллашнă? Аслăланнăçемĕн пурте улшăннă та, ас туса илеймерĕм-ши? - тесе шухăшлатăп. Хам çав вăхăтра унран: "Эсир ман ята ăçтан пĕлетĕр?" - терĕм.
- Эпĕ сирĕн ятăра кăна мар, хушаматăра та лайăх пĕлетĕп - Журникова, - тесе лаплаттарса хучĕ кăшт куларах ман çине пăхса. Эпĕ пушшех анраса кайрăм. Пуçра çав самантра мĕнле кăна шухăш вĕçсе иртмерĕ-ши? Тĕлĕннипе куçăм та чарăлчĕ, çăварăм та уçăлчĕ пулмалла. Юлашкинчен милиционер чăтаймарĕ, кула-кула паспорта кăтартрĕ те: "Кунта ятăра та, аçăр ятне те, хушаматăра та, ăçта çуралнине те, пурăннине те çырнă", - терĕ. Документа алла илсен аванмарланнипе пит те, хăлха та анис пан улми пекех хĕрелсе кайрĕç.
Ара, милиционер чарнипе çухалса кайнă май хам ăна паспорта панине те маннă вĕт! Вăт çавăн пек путиш турăм. Ман çине кăшт инçерех сăнаса тăнă хĕрарăммăн кула-кула ăшĕ хытнă.
Суту-илỹре тахçанах ĕçлеместĕп, манăн мар вăл. Мускавра пулса иртнĕ саманта аса илсе кулатпăр вара.
Ольга ПАВЛОВА
Март 2025 |