Пăшалпа та, перопа та...

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:01 Просмотров: 537

Патăрьел педучилищинчен вĕренсе тухнă хăш-пĕр выпускник тăшмана хирĕç пăшалпа та, перопа та çапăçнă. Тылра та хастар пулнă, фронтовиксем кайран преподавательте ĕçленĕ.

Вĕсенчен пĕри - Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă Виталий Владимиров (1925-2015). Виталий Владимирович каярах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, марксизм-ленинизм университетĕнче вĕреннĕ. Хĕрлĕ Çар ретне 1942 çулта тăнă. Мускаври пулемет училищинче, Кронштадтри тинĕс-çар шкулĕнче, Кироври тинĕс-çар академийĕнче пĕлỹ пухнă. "Кронштадт крепоç хỹтĕлевçи" паллă, "Раççей флотне - 300 çул" медаль пулнă унăн. Пурĕ 19 награда. СССР писательсен союзĕн членĕ. А.Ф.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. 36 ытла кĕнекепе брошюра авторĕ.

Василий Давыдов-Анатри Первомайски ялĕнче çуралнă (1917-2010). Вăл "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçăри хастарлăхшăн", "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенче Аслă вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа - 30 çул" медальсене, Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçнĕ пулнă.

Илья Думилин (1911-1942) Тăрăн ялĕнче çуралнă. 1941 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 1942 çулхи кĕркунне Сталинград патĕнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Унăн вăрçă çинчен çырнă "Пульă шăтарнă чĕре", "Юлашки юн юлмиччен..." тата ытти кĕнекисем упранаççĕ.

Хветĕр Çитта (1914-1944). Федот Александрович Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн педагогика техникумĕнче, В.Воровской ячĕллĕ Ленинградри журналистика институтĕнче вĕреннĕ. Вăл "Пионер сасси" хаçатăн сотрудникĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă. 1938 çулхи кĕркунне Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Дивизин "Красноармеец" хаçачĕн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ. 1942 çултан - "Защитник Родины" хĕрлĕармеецсен хаçачĕн редакторĕ, батальон комиссарĕ. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденне, "Çарти хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ. 1944 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Поэт-прозаик ĕçĕсене "Фронтри калавсем" (1941) сборнике кĕртнĕ.

Алексей Талвир (Башкиров) Патăрьелĕнче (1909-1979) çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче взвод командирĕ, рота политрукĕ, "Комсомольская правда" хаçат корреспонденчĕ пулнă. Хĕвеланăç, Брянск, Сталинград, иккĕмĕш Прибалтика фрончĕсенче çапăçнă. Хĕрлĕ çăлтăр орденне, медальсене тивĕçнĕ.

Илпек Микулайĕ (1915-1981) - Шăмăршă районĕнчен. Педучилище хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхпа хастарлăхшăн, чăваш литературине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Николай Филипповича Тăван çĕршывăн Аслă вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе, РСФСР Верховнăй Совечĕн Хисеп хучĕпе награлăланă.

Ухсай Яккăвĕ (1911-1986) - Пушкăрт Республикинчен. Вăл Патăрьел педагогика училищинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çар ретĕнче политработник тата çар корреспонденчĕ пулнă. Атăлтан Прага таранах утса тухнă. I тата II степеньлĕ Тăван çĕршывăн вăрçин, Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсене, медальсене тивĕçлĕ пулнă. Унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Иван Тенюшев (1923-2016) Алманчă ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсемпе медальсене тивĕçнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен çырнă "Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç..." паллă кĕнеки пур.

 Митта Ваçлейĕ (1908-1957) Первомайски ялĕнче çуралнă. Ăста поэт, публицист, куçаруçă пулнă. Вăл "Паянхи сас" хаçатăн яваплă секретарĕнче те ĕçленĕ.

Митта Петĕрĕ (1910-1944) Первомайски ялĕнче çуралнă. Ăста прозаик тата сатирик пулнă. СССР писательсен Союзĕн членĕ. "Ял калаçать", "Манăçми кунсем", "Осип летчик", "Калавсем" - унăн тĕп ĕçĕсем

. Эвелина КАРЯГИНА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика