Туçара пурăннă Любовь Александровна Петрова салтак арăмĕ, салтаксен амăшĕ вилни кăçал аллă çул çитет пулин те, кукамай кун сиктермесĕр такмакласа йĕнĕ сăмахсем паянхи кун та хăлхара уççăн янăраса тăраççĕ. Чĕре çумне пăт çурă чул çакса янă евĕр йывăр хуйхă хĕрарăма çурмаллах хуçнă. Вăл тăватă ята чăвашлатса ирхине те, кăнтăрла та, каçхине те куççуль витĕр миçе хутчен аса илместчĕ-ши? Пỹртре чухне мăшăрĕпе виçĕ ывăлĕн сăн ỹкерчĕкĕсем çине пăхса татăлса йĕретчĕ, урамра пулсан Тăван çĕршыв паттăрĕсем вăрçа кайиччен лартса хăварнă пỹрт умĕнчи кăтра йăмрасене ыталаса хỹх- лесе чунне пушататчĕ: "Куçча, Микуль, Çумкка, Митя..."
Ача чухне вăрçă синкерлĕхне, кукамайăн чун ыратăвне чĕре варрине хурса йышăнма, унăн хуйхине пайласа çăмăллатма та пĕлмен эпир, айванккасем. Халĕ вара шутлатăп та тĕлĕнетĕп. Черченкĕ те лутра чăваш хĕрарăмĕ çак йывăрлăха, пысăк çухатăва мĕнле чăтса ирттернĕ-ши? Петровсен çемйинчен (Туçара ун пекки урăх çук) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăваттăн пуç хунă! Люпинкка аппа (ялта ăна çапла чĕнетчĕç) 1418 куна тăсăлнă вăрçăра чи çывăх çыннисене çухатнă, килте Саня ятлă пĕчĕк хĕрĕпе çеç тăрса юлнă. Ирсĕр тăшмана хирĕç çапăçса виçĕ ывăлĕ тата мăшăрĕ çичĕ юта выртса юлнă, вĕсем тăван ялтан аякра-аяк - ра канлĕх тупнă...
Кĕçĕн ывăлĕ - Семен Кузьмич - 16 çултах салтак тумне тăхăннă. Каччă стрелоксен 99-мĕш дивизине лекнĕ. Кĕçĕн сержант званине тивĕçнĕ, отделени командирĕ те пулнă. 1944 çулта Украинăри çапăçура вăл ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Унăн вăтам пиччĕшĕ Николай Кузьмич ефрейтор та йывăр сурансене пула Украина çĕрĕ çинчех выртса юлнă. Асли Дмитрий Кузьмич - 21-мĕш танк дивизийĕнче стрелок пулнă. Унăн пурнăçĕ Ленинград облаçĕнчи Хандрово ялĕнче татăлнă.
Тăватă ача ашшĕ, Любовь Александровна мăшăрĕ Кузьма Митрофанович Петровăн та шăпи синкерлĕ çаврăнса тухнă. Вăл 47-мĕш дивизи йышĕнче 2-мĕш батарейăра тăшмана хирĕç çапăçнă. Çулĕпе çамрăках мар (48 çулта пулнă) сержант аманнă салтаксене вăрçă хирĕнчен илсе тухнă, вĕсене сипленме пулăшнă. Пĕр наступлени операцийĕ вăхăтĕнче 1943 çулта вăл та яланлăхах куçне хупнă.
Фронтран килекен виç кĕтеслĕ çырусене кукамай тем пекех кĕтнĕ. Вĕсене кашнинех арчара, хăй тĕртнĕ сурпансемпе юнашар упрани те асрах. Хăй вулама лайăх пĕлменрен, шупка чернилпа çырнă йĕркесене пире темиçе хутчен те вулаттаратчĕ, кашни ывăлĕпе, мăшăрĕпе çыру урлă калаçатчĕ, йĕретчĕ... Çапла чунне лăплантарса пурăннă вăрçă сăннине тăватă хутчен те чĕри витĕр кăларнă кукамай. Кĕтрĕ вăл, хăй 85 çула çитсе виличченех пĕри те пулин каялла киле таврăнасса, çак хыпар тĕрĕс мар пулнине кĕтрĕ... Юлашкинчен шалкăм çапса куçне ĕмĕрлĕх хупичченех çемьерен тăваттăн тан тăшман мăшкăлĕ пулнине те ĕненмерĕ. Вырăсла ăнлансах пĕтместчĕ пулин те яланах "врешь!" тетчĕ çемьене вăрçă аркатнине чунпа йышăнаймасăр...
Альбина ЕГОРОВА
Июнь 2025 |