Ĕçлекен учитель пултарулăх лаççине хупă тытмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2025, 09:58 Просмотров: 147

Шăнкăрав хаваслăн янараса кайрĕ. Ачасем линейкăна пуçтарăнчĕç. Раççей, Чăваш Ен гимнĕсене шăрантарчĕç, тĕрлĕ ыйтăва татса пачĕç, ку эрнере тумалли ĕçсене палартрĕç. Пĕрремĕш урок – чи кирли çинчен калаçу пуçланчĕ. Малалла  уроксем хăй юхăмĕпе иртеççĕ. Ку ĕç-пуç кашни тунтикун пулать, йăлана кĕнĕ. Румия Хабибулловнан çак ĕçсемсĕр пуçне кашни кун шкул сайтне  тĕрлĕ информаципе пуянлатмалла. Ăна вăл питĕ типтерлĕн, вăхăтра, чунтан парăнса туса пырать, хăнăхнă ĕç. Ыхра Çырми вăтам шкул сукмакне виççĕмĕш çул такăрлатать вăл, кĕçĕн класс ачисене вĕрентет, тăваттăмĕшсен класс ертÿçи, çавăн пекех шкул директорĕн советникĕ те.

Шкулта ĕç вĕресе тăрать. Мĕнле кăна мероприяти ирттермест пулĕ вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе? Тепĕр чухне ăна-кăна туса çитерейменнишĕн пăшăрханмалли те тупăнать. Уроксене чунне парса хатĕрленекен, яланах хавхалануллă та тимлĕ, тавçăруллă ачасем кăмăла çĕкленине пĕлтерет вĕрентекен. Ун пек ачасем Ыхра Çырми шкулĕнче сахал мар. Вĕсен те, паллах, пĕр канăç та çук, пĕр обществăлла ĕçрен те айккинче тăрса юлмаççĕ, яваплăха туяççĕ.

Учительница ачасен пĕлÿ илес туйăмĕсене çĕклес, кăсăклантарас тесе уроксенче пулăшу хатĕрĕсемпе питех те вырăнлă тата пĕлсе усă курать. Компьютер – унăн куллен усă курмалли хатĕр. Вĕренекенсемпе урок-презентацисем, вăйăсем, тĕрлĕ ăсталăх класĕсем ирттерме кăмăллать. Румия Хабибулловна ирттерекен уроксенче пĕр вĕренекен те калаçăва хутшăнмасăр юлмасть. Ачасен пултарулăхне малалла аталантарасси, тарăнлатасси çине тимлĕ пăхать. Вăл тăрăшни, унăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕ куç умĕнче.  Çулсерен  педагог ăсталăхĕ туптанса, якалса пыни лайăх курăнать, методикăна аван пĕлни палăрать. Урок вĕçленсенех ачасем хăйсен дневникĕсемпе юратнă вĕрентекене сырса та илеççĕ. Пурне те тивĕçлĕ хак парать Р.Х.Зейнетдинова.

Шкул усала вĕрентмест, усалпа кĕрешет, сăмахпа виçмелле мар ăс парать, çĕнĕ вăй хушать. Çакна „Движение первых” юхăмра тăракан ачасем çирĕплетсех параççĕ. Румия Хабибулловна советникпа ачасем таçта та тухса çÿреççĕ, тĕрлĕ шкулта пулса хăйсен ăсне, пултарулăхне туптаççĕ. Вĕсен хăйсен тумĕ, эмблема, ĕç йĕрки... Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче муниципалитетри çак юхăм Ыхра Çырми шкулĕнче пуçтарăнчĕ. Ачасем вĕрентекесемпе пĕрле сувенирсем, открыткăсем ăсталама вĕренчĕç, пахчара чечексем акма-лартма хăнăхрĕç.

Вĕрентекен хăй те ĕç опытне пуянлатма тĕрлĕ вебинарсене, семинарсене хутшăнать. Шкул советниксен конференцине хутшăнса Санкт-Петербург хулине те çитсе курчĕ. Пĕр эрне хушши пулса çынсен опычĕсемпе паллашса чылай çĕннине пĕлме май пулнине пĕлтерчĕ вăл.

Сăпайлă калаçни, сапăр тыткалани вĕрентекене чыс кÿрет, ят-сума çĕклет. Çитменлĕхсене ачасенне тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿренмесĕр асăрхаттарать, пурин валли те тимлĕх çитет унăн. „Ачана мухтани, лайăх паллă лартса пани ăна малалла вĕренме, нумайрах пĕлме хавхалантарать. Вăл киле савăнса килет, мĕн вĕренни çинчен, хăйне учитель мĕнешкел мухтани çинчен каласа парать“, _ хавхаланса та савăнса пĕлтерет çамрăк вĕрентекен.

Ачасене тăван тавралăха юратма вĕрентесси уйрăммăн пулакан ĕç мар. Вĕренекенсене малтан тавралăха сăнама вĕрентес пулать, паллă ĕнтĕ, ача сăнама кăмăлламасть пулсан  çут çанталăка тăван ене юратмасть, юратмасан упрамасть. Ку ыйтусем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, уйрăлми пĕрлĕх пулса тăраççĕ. Ку енĕпе те Румия Хабибулловна вĕрентекен тăтăшах ĕçлет. Час-часах тăван тавралăхпа паллашма экскурсие кайса килеççĕ.

  Ĕçре ÿсăмсем тăвасси коллективпа килĕштерсе ĕçленинчен килет тесе çирĕплетсех калать Р. Зейнетдинова. Кăмăллă ĕçтешĕсем хушшинче яланах хаваслă туять. Ыхра Çырми шкулĕнче пуян чун-чĕреллĕ, кăмăллă çынсем пуçтарăннине  асăнать. «Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан – усал», – тенĕ ваттисем. Хамăн ĕçтешĕмсем умĕнче киревсĕр сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та именетĕп”, _  тет çамрăк вĕрентекен.

Шкул – паянхи кунпа ыранхи вăхăт кĕперĕ. Вăрăм кĕпер вăл. Мĕн чухлĕ чăтăм, хавал, вăй кирлĕ ял учительне. Вĕрентекенсĕр пуçне Румия Хабибулловна виçĕ тĕпренчĕкĕн ырă амăшĕ, юратнă мăшăр, тарават кин.  Виçĕ ăру пĕр çуртра килĕштерсе, пĕр-пĕрне хавхалантарса та пулăшса пурăнаççĕ.

Телее кашни çын хăйне май ăнланать. Пĕри – сăнпа илемлĕ пулнипе телейлĕ. Тепри – мул-пуянлăх пуррипе хăпартланать. Хăшĕ ашшĕ-амăшĕ пухнă тупрапа ăс курма хавас, тата теприсем- нумай вĕренсе халăхшăн усăллă ĕç тунипе. Румия Хабибулловна хăйне телейлĕ тесе шутлать, мĕншĕн тесен çак профессие чун ыйтнипе суйланă, кăмăлтанах пурнăçлать.

 Светлана Кулакова, Ыхра Çырми ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика