Пĕрлехи вăйпа пурăнма май пур хăтлăхпа

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:29 Просмотров: 127

Нимене — анлă çул,  улшăнĕ пурнăçу

Паян ялта пурăнакансемшĕн пурнăçра ырă улшăну, хăтлăх тумалли мелсемпе майсем сахал мар. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Правительствисем, муниципалитет округĕ, территори пайĕсем çынсен пурнăç условийĕсене çăмăллатас, пурнăç шайне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕрен наци проекчĕсене, «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна анлă çул парса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх пахалăхлă вĕренĕве, сывлăх сыхлавне çынсемшĕн меллĕ тăвассине, çемьесене пулăшу кÿрессине тĕп вырăна хуни пирĕншĕн пысăк çăмăллăх.

Чăваш Енре юлашки çулсенче ял-хулари хастарсем тăрăшнипе 6379 проект пурнăçланнă. Халăхпа власть тухăçлă ĕçленипе 2313 автоçула, коммуналлă хуçалăхăн 1312 объектне, социаллă-культура тытăмĕнчи 507 объекта юсанă, 502 кану вырăнне, 425 ача-пăча тата вăйă комплексĕсене хăтлăлатнă, 194 пĕвене тасатнă.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенчи ялсем юлашки çулсенче палăрмаллах çĕнелсе, капăрланса, хăтлăланса пыраççĕ. Вĕсенче ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатас, обществăлла вырăнсене хăтлăх кÿрес, çынсен сывлăхне сыхлас, ĕмĕрне вăрăмлатас, канма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе тĕрлĕрен наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн Пикшик территори пайĕнче те ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтерекен объектсем сахал мар хута кайнă: кашни ялтах çĕнĕ е çĕнетнĕ ФАП ĕçлет, Кĕçĕн Арапуçĕнче, Тикешре, Именкассинче «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн клубсене юсаса çĕнетнĕ, Кĕçĕн Арапуçĕнчи спорт площадки те çамрăксемшĕн сывлăха тĕреклетмелли лапам пулса тăчĕ тата ытти те.

Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансене тепĕр ырă программа та савăнтарать. Ку вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе çултан-çул вăй илсе, анлăн сарăлса пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа. Вырăнти çынсен пуçару тухăçлăхĕ чăннипех те куç умĕнче. Территори пайĕнче пурăнакансем патшалăх программи яла малалла аталантармалли меслет пулнине ăнланни вырăнсенче пуçарусене çăмăллăнах пурнăçа кĕртсе пыма май парать.

Акă, кăçал эпир «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн виçĕ проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Еншикри масар картине çĕнетрĕмĕр. Тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă сăваплă вырăн паян тирпейлĕ те кăмăллă. Çавăн пекех халăх пуçарулăхĕпех Именкассинче масар çуртне турăмăр. Вăл та кирлĕ те ырă ĕç пулчĕ. Тепĕр проектпа Тикешри Первомайски урамĕнчен пуçласа Депутатсен урамĕ патне çитиччен çула асфальт сартăмăр (сăн ÿкерчĕкре).

Программа кашни çынна тăван ял е хула аталанăвне витĕм кÿме май парать. Паян çак программа питĕкирлĕ, вырăнлă. Пикшик территори пайĕнче пурăнакансем çитес çул ку тĕлĕшпе тата ытларах хастарлăх кăтартасшăн. Çак тĕллевпе эпир 2026 çулта «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн кăçалхинчен икĕ хут ытларах, 7 проект конкурса тăратрăмăр. Çынсем хăйсен пуçарулăхĕпе сĕннĕ проектсен тематики, территорийĕ тĕрлĕрен. Вĕсенчен ытларах пайĕ çул тăвассипе çыхăннă. Мĕншĕн тесен ял çыннине чăн малтанах çул ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Çавна май программăпа килĕшÿллĕн Тикешре Центральнăй урамра, Хирти Пикшикре пĕр тăван Хамдеевсен урамĕнчен пуçласа Центральнăй урама каçиччен, çак ялтах Ф. Крымов урамĕнчен пикенсе Колхозная урама каçиччен, кунтах Фетхи Бурнаш урамне юсама палăртнă. Пуçарулăхпах Пикшикри кану вырăнĕнчи сценăна хăтлăлатма, Именкассинче масар картине, Еншикре масар территорине (кăнтăр пайне) патшалăх, муниципалитет округĕ тата халăх пĕр вăй пулса çĕнетме палăртрăмăр.

Асăннă программа пире халăхпа пĕрлештерет çеç мар, яваплăха та ÿстерет. Çав вăхăтрах пурнăç пахалăхне тата ытларах лайăхлатма пулăшать. Мĕн улăштарассине кирек кам та сĕнме пултарать. Пуçарулăх çеç кирлĕ.

Петр ИВАНОВ, Пикшик территори пайĕн начальникĕ

 

Упамса старостишĕн тăван ял шăпи тĕп вырăнта

Турхан территори пайне кĕрекен Упамса ялĕнче юлашки çулсенче «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçланă ĕçсем сахал мар: ял масарĕн çурт тăррине, картине улăштарнă, кĕпере юсанă, пĕве чавнă, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме кÿлĕсене тарăнлатнă, урамри çулсене тирпейленĕ тата ытти те. Çак программăпах иртнĕ çул пĕр çын пек кар тăрса Афган, Чечня вăрçисенче тата Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăр салтаксене асăнса палăк лартнă, унтах хăтлă парк йĕркеленĕ. Ял-йыш ăна типтерлĕн пăхса тăрать.

Çак пархатарлă та курăмлă ĕçсен пуçаруçи тата ертсе пыраканĕ — тăван Упамса ялĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн чунтан тăрăшакан Игорь Вавилов староста. Общество шаннă тивĕçе вăл 13 çул тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пырать. Ял-йыш хушшинчи хисепĕ те çултан-çул ÿс-

се пырать. Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарать вăл, ял малашлăхĕшĕн кирек мĕнле ыйтăва та татса пама, пурне те алă тăсса пулăшма тăрăшать. Çавăнпа та Упамсасем пĕрлехи вăйпа пурнăçлакан ĕçсене, «Ниме — Халăх бюджечĕ» патшалăх программине те хапăлласах хутшăнаççĕ.

Акă, кăçал вĕсем халăх бюджечĕн программипе Гагарин урамĕнчи çула юсаса йĕркене кĕртнĕ. Çитес çул çак меслетпех пĕр çухрăма яхăн тăсăлакан Ленин урамĕнчи çула юсама палăртнă. Объект ял халăхĕшĕн пĕчĕкех мар пулнине шута илсе округ администрацийĕ те пулăшать.

Кăçал вĕсем ĕлĕкхилле, нимелле, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка та юсаса çĕнетнĕ, йĕри-тавра брусчатка сарнă. Ырă пуçарăва ял-йыш алхапăл йышăннă, кашни кунах черетпе ĕçе тухнă. Çĕнтерÿ уявне Упамсасем ял мăнаçлăхĕ шутланакан çĕнетнĕ палăк умĕнче кĕтсе илнĕ, паттăрсене чыс туса пуç тайнă.

Игорь Вавилов — Патăрьел муниципалитет окургĕнчи тăрăшуллă та пултаруллă старостăсенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл республикăра та «Чи лайăх староста» ята тивĕçрĕ. Вăл халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме те, вĕсене хавхалантарма та пултарать. Хисеплĕ староста пуçарăвне ял-йыш яланах алхапăл йышăнать. Ун пек старостăсене, паллах, округ администрацийĕ те пысăк тимлĕх уйăрать.

Альбина НИКОЛАЕВА

 

Халăх тăрăшнипе, патшалăх пулăшнипе ял капăрланать

Пирĕн Пăлапуç Пашьел территори пайĕ ыттисемпе танлаштарсан пĕр ялтан çеç тăрать. Пысăк ĕçсене кар тăма та, ниме йĕркелеме те, субботниксене тухма та ансат. Юлашки çулсенче тăван ял та ыттисем пекех чылай хăтлăланчĕ, капăрланчĕ. Уйрăмах ял варри, центр тетпĕр ĕнтĕ, çĕнелсех пырать. Çакă чăн малтанах халăх пĕр шухăшлă пулса хăйсен пуçарăвне пурнăçа кĕртнипе, патшалăх ялсене аталанма алă тăсса пулăшнипе пурнăçланать.

Ял варринче темиçе çул каялла наци программипе хута кайнă ача-пăча тата спорт лапамĕ кашни кунах ватти-вĕттине савăнтарать. Виçĕмçул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асра тытса халăх пуçарулăхĕпе çĕнетнĕ палăк паян ял илемĕ, мăнаçлăхĕ шутланать.

Ялти «культура вучахне» патшалăх программипех шалтан та, тултан та кирлĕ пек юсаса капăрлатни те халăха хавхалантарать. Паян унта мероприятисене пуçтарăнма та кăмăллă.

Иртнĕ çул территори пайĕнче пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна хутшăнса Аптечнăй урама 425 метр çула вак чул сарса тирпейлерĕç. Тăкакăн сахал мар пайне (100 пин тенкĕ) эпĕ те саплаштартăм. Урамсене хăтлăх кÿрес ĕç малалла та пырать.

2026 çулта та хамăр пуçарулăхпа яла хăтлăх кĕртесшĕн. Ун валли ял-йышпа çак ыйтусене сÿтсе явнă. Конкурса пирĕн ялтан икĕ проект хутшăнать. Пĕри урама хăтлăх кĕртессипе çыхăннă — Кузнечная урамри обществăлла вырăнти картасене çĕнетесси (проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 600 пин тенкĕ ытларах), тепри «тĕлĕнмелле шыв» ятпа ялти шыв пуссине тарăнлатасси (проектăн хакĕ 63 пин ытла).

Хамăр пурăнакан вырăн хитре те хăтлă пултăр тесен кашни çыннăн хăйĕн хастарлăхне кăтартмалла, пуçарăва хапăл тумалла. Пăлапуç Пашьел ял çыннисем Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан программăна шăпах пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ те.

Юрий ВАРИКОВ,Пăлапуç Пашьел ялĕ

1.png

2.png

Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика