Раççей тăшмана парăнман нихăçан

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2025, 11:37 Просмотров: 97

Историксем шутласа пăхнинчен çакă паллă: юлашки пин çултан 800не Раççей вăрçăра ирттернĕ, 200 çул мирлĕ пурнăç пулнă.

-1240 çулта шведсен çар пуçĕ Биргер хăйĕн çарне Нева шывĕ патне илсе çитернĕ. Вăл вăхăтра Новгород кнеçĕ пулнă Александр Ярославович (1220-1263 çулсем) шведсем вăйпа кĕнине пĕлсен хăюлăхне, çирĕплĕхне, паттăрлăхне кăтартса тăшман çине кĕтмен çĕртен тапăннă. Вĕсене çапса аркатнă хыççăн ăна Александр Невский теме пуçланă.

Балти тăрăхĕнчи халăхсене парăнтарма нимĕçсен Тевтон тата Ливон орденĕсен (тĕн организацийĕ) рыцарĕсем чылайранпа ĕмĕтленнĕ. Ливон рыцарĕсем Данипе тата Германнипе пĕрле Раççее тапăнса кĕрсе Изборск крепоçне, Пскова ярса илнĕ. Александр Невский çакна пĕлсен хăйĕн çарне Чудскон кÿллин çыранĕпе вырнаçтарнă. 1242 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче тăшмана çапса аркатнă.

Вырăс халăхне тутарсен пусмăрĕнче пурăнма çăмăл пулман. Мускав кнеçĕ Дмитрий Донской Мамай çарĕпе çапăçма çветтуй Сергий иеромонахран пил илнĕ. Сергий Дмитрийпе пĕрле Пересветпа Осляб монахĕсене ярать. Иккĕшĕ те çапăçура вилеççĕ.

1380 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче вырăс çарĕсем Дон урлă каçса анлă Куликово хирĕнче вырнаçнă. Кунта вĕсем тутарсене çапса аркатаççĕ. Çакăн хыççăн Дмитрий Ивановича Донской хушма ят панă.

1810 çулта Франципе Раççей хутшăнăвĕсем çивĕчленнĕ. Наполеон Раççее парăнтарма ĕмĕтленнĕ. 1812 çулта вăрçă пуçланнă. Вăл вырăс çарĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ.

1914 çулта пĕрремĕш тĕнче вăрçи пикеннĕ. Унта 38 патшалăх хутшăннă. 10 млн ытла çын вилнĕ, 20 млн ытла аманнă. 1918 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче тахçантанпах кĕтнĕ мирлешĕве алă пуснă.

Раççейпе Япони вăрçи 1904-1905 çулсенче пулнă. Вăл халăха асап, нуша илсе килнĕ. 1905 çулхи кĕркунне Америкăри Портсмут хулинче икĕ çĕршыв вăрçă вĕçленни çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Гитлер Польшăна тапăннă. Çакна вăл Польшăра нимĕçсене хĕсĕрленине ответ панипе çыхăнтарнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре Совет Союзĕпе Германи хушшинчи килĕшĕве пăсса фашистсем сĕмсĕрле кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

Октябрь уйăхĕнче Иосиф Сталин Матрена Московскаяпа тĕл пулнă. «Çĕнтерÿ санăн енче пулĕ. Эсĕ Мускавран тухса каймăн. Иосиф! Священниксене чиркÿсенче службăсем ирттерме тĕрмесенчен, фронтран, лагерьсенчен тавăр. Чиркÿсене, мăнастирсене, тĕн семинарийĕсене, академийĕсене уçтар. Мускава, Ленинграда, Сталинграда тăшман аллине пама юрамасть, унсăрăн эпир выляса яратпăр. Çак хуласем тавра хĕреслĕ çÿрев ирттермелле», — тенĕ вăл.

Хĕреслĕ çÿреве Георгий Жуков ЛИ-2 самолет уйăрса панă. Пĕр священник, виçĕ юрăç виçĕ хула тавра çĕрле Турă Амăшĕн Хусанти иконĕпе вĕçсе çаврăннă. Летчикĕ пĕрремĕш Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Ляпидевский пулнă.

Болгаринче пурăннă Ванга: «Аслă Раççей çине тапăнакан çĕршыв вăрçа выляса ярать», — тенĕ. Шăпах çапла пулнă.

Августăн 8-мĕшĕнче 1945 çулта Японипе вăрçă пуçланнă. СССР Курил утравĕсене, Сахалин утравĕн çуррине тавăрнă. Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Япони пĕр сăмахсăр парăннине пĕлтерсе алă пуснă. Çапла иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ.

Василий ПЕТРОВ, Тăрăн ялĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика