Вĕсемпе мухтанмалăх пур

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 11:57 Просмотров: 84

Паянхи сăмахăм манăн Аслă Чементе пурăнакан И. Антонова педагогика ветеранĕн ашшĕпе пăятамăшĕ çинчен пулĕ. Вĕсемпе Ираида Александровна тивĕçлипех мухтанать. Çывăх çыннисем пирки каласа панă май архиври сăн ÿкерчĕксемпе тата документсемпе паллаштарчĕ.

Ĕç ветеранĕн ашшĕ А. Тукмаков 1923 çулхи ноябрьте Пăлапуç Пашьелĕнче çуралнă. Пилĕк ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Малтан тăван ялĕнчи, кайран Первомайскинчи шкулсенче пĕлÿ пухнă. Унтан танк училищинчен вĕренсе тухса лейтенант званине илнĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Воронеж тата пĕрремĕш Белоруç фрончĕсенче тăшманпа çапăçнă. СУ-76 командирĕ Александр Сергеевич 1944 çулхи çуркунне Свинажин ялĕнчи хаяр çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн «Хĕрлĕ çăлтăр» ордена тивĕçнĕ. 1945 çулхи мартра паттăр офицера Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе чысланă. Ытти наградăсем те нумай пулнă. Танк ăшĕнче çуннă пирки хăлхи начартарах илтнĕ.

Вăрçăран таврăнсан райком комсомолĕнче пĕр тапхăр ĕçленĕ. 1954 çулта партин Мускаври аслă шкулĕнче вĕреннĕ, «Авангард» хаçатра та вăй хунă. Ун чухне тĕп редактор Н. Фомин пулнă.

1960 çулта 37 çулти арçыннăн чĕри тапма чарăннă. Мăшăрĕ, Екатерина Петровна, 40 çул тăван шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕскер, пĕчченех 5 ачине ура çине тăратнă.

Ираида Александровнан мăшăрĕн ашшĕ пирки те çырмалли нумай. С. Антонов Аслă Чементе, 1923 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ. Çемьере 5 ачаран чи асли пулнă. Сергей Павлович ялти шкултан 7 класс вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне малалла Первомайскинчи пĕлÿ çуртĕнче тăснă. Аттестат илсенех иккĕмĕш тĕнче вăрçине кайма ят тухнă. Тăшманпа паттăррăн çапăçнă старшина танкист пулнă. Сивĕ окопра икĕ эрне выртса ÿпке чирĕпе чирленĕ. Сипленсен малалла тăшманпа çапăçнă.

Кинĕ пăятамăшĕн наградисен кĕнекине тирпейлĕн усрать. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ», «Хĕрлĕ çăлтăр» орденсене, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Паттăрлăхшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медальсене тивĕçнĕ. 1945 çулхи апрельте Берлина илнĕ чух паттăрлăх кăтартнăшăн Иосиф Сталин приказĕпе килĕшÿллĕн ăна Тав хучĕ панă. Берлинта, рейхстаг умĕнче ÿкнĕ сăн ÿкерчĕк те килĕнче пулнă, шел пулин те упранса юлман.

1946 çулта салтак яла таврăннă. Çĕрпÿри техникумран вĕренсе тухнă.1954 çулччен Сергей Павлович Первомайскинчи комсомол райкомĕнче вăй хунă, унтан «Путь коммунизма» колхозра агрономра ĕçлеме пикеннĕ. Çав тери тăрăшуллă, тÿрĕ кăмăллă, ăслă, çирĕп ыйтакан çын пулнă. Пĕр ĕçрен те пăрăнман. Комбайнсене, ытти тĕрлĕ техникăна юсама пулăшнă. 1958 тата 1967 çулсенче «Мастер высокого урожая культуры» ята тивĕçнĕ. Пултарулăхне кура кайран хуçалăх председателĕ пулма шаннă. Вăл ертсе пынипе колхоз çитĕнÿсем тунă. Куккурус тухăçĕпе республикăра мала тухнăшăн ăна Мускаври ВДНХна янă. 1972 çулхи декабрь уйăхĕнче 49 çулти арçыннăн куçĕ ĕмĕрлĕхех хупăннă.

Сергей Антонов 1948 çулта Шăхач хĕрĕпе пĕрлешнĕ. М. Кудряшовăпа 7 ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсене пурне те пĕлÿ панă, ырă та таса кăмăллă, ĕçчен пулма вĕрентнĕ.

Ираида Александровнан мăшăрĕ Петр Сергеевич ачасенчен асли пулнă. Нумай çул водительте вăй хунă. Темиçе хутчен те ял депутатне суйланă. «Ударник коммунистического труда» ята пĕрре мар тивĕçнĕ. Округри Хисеп хăми çинче те унăн сăнĕ çакăнса тăнă. Шел, йывăр чире пула 2013 çулта çĕре кĕнĕ.

72 çулхи педагогика ветеранĕ паян пĕччен пурăнать. Ачисемпе мăнукĕсем килсех çÿреççĕ.

— Аттепе пăятам хăйсем хыççăн ырă ят хăварнă, вĕсене ял-йыш хисепленĕ. Çывăх çыннăмсемпе мухтанатăп! — тесе вĕçлерĕ калаçăва Ираида Александровна.

Надежда КОШЕЛЕВА, Аслă Чемен ялĕ

Яндекс.Метрика