Пур професси те лайăх, анчах çĕршыва сыхласси — пуринчен те пахи

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:01 Просмотров: 94

Юнашар ларакан çамрăк арçын çине пăхатăп та — тĕлĕнетĕп: кашни сăмаха шухăшласа, виçсе калаçать, 30 çулта çеç пулсан та пурнăç, вăхăт хакне питĕ лайăх ăнланать. Пуплевĕ те тирпейлĕ, итленĕçем итлес килет. Чăн-чăн патриот, çитĕнекен ăрушăн тĕслĕхлĕ салтак.

Ачалăхра ĕмĕтсем ынатлă, шухăшсем çунатлă

Сăмахăм Пăлапуç Пашьелĕнчи Юрий Мешков (сăн ÿкерчĕкре) пирки пырать. 1995 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче кун çути курнă каччăн шăпи мăн аслашшĕ-кукашшĕннипе пĕр пекрех: вăрçă нуши-тертне лайăх пĕлет. Аслисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсемпе çапăçнă пулсан, Юрий хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцинче неонацистсемпе хирĕç кĕрешет. Маларах вара ытти çĕрте те мирлĕ пурнăç йĕркелесе яма хутшăннă.

— Манăн мĕн пĕчĕкрен салтака тата çĕршыва юрăхлă çын пулас килетчĕ. Ачаллах спортпа туслашнă. Çуран чупасси, йĕлтĕрпе ярăнасси, шывра ишесси, турникрен туртăнасси, футболла, хоккейла вылясси чун киленĕçĕ пулнă. Çынна пулăшас, чирлисене сиплес килетчĕ, çавăнпах пурнăçа медицинăпа çыхăнтарма шут тытрăм. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина колледжĕнче малалла ăс пухрăм. 5 çултан фельдшер пулса тухрăм, — тесе пуçларĕ калаçăва Юрий Мешков.

Професси илнĕ хыççăн салтака кайма ят тухнă. Ачаранах спецназ пулма шухăшланă каччăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Унта лекессишĕн хăй те сахал мар тăрăшнă: ÿт-пÿне спортпа пиçĕхтернĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртусене, «Зарница» вăййисене хутшăннă. Шупашкарта самолетран ятарласа парашютпа та сикнĕ. Отборный пунктра каччă Купер тесчĕ (ÿт-пÿ çирĕплĕхне ятарлă упражненисемпе тĕрĕслеççĕ) витĕр ăнăçлă тухнă хыççăн десант çарне лекнĕ. Ростов облаçĕнче службăра çулталăк тăнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Шупашарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи юридика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Чунĕ çар ĕçĕ патнех туртнăран салтак аттине хывни уйăх çурă çитсен Тольяттинчи çар чаçĕпе контракт çырнă.

— Эпĕ Мускавра майăн 9-мĕшĕнче иртекен Çĕнтерÿ парадне пăхмасăр пĕр çул та сиктермен. Ачапча чухне пÿртре салтак пек утса çÿрени халĕ те куç умĕнчех. Пĕтĕм професси лайăх, анчах çĕршыва хÿтĕлекенсем, сыхлакансем те кирлĕ. Çавăнпах эпĕ çар ĕçне суйласа илтĕм. Хамăр енчи ачасем мана малтанхи вăхăтра нумай пулăшрĕç. Кунта çĕнĕ хăнăхусене алла илнĕ хыççăн командировкăна ячĕç. Сăмах май, командировкăсем çур çула тăсăлаççĕ. Пĕрремĕш хут Ростов облаçĕнче пултăм. 2014 çулта Украинăри шăв-шав хыççăн пире унта илсе кайрĕç. Эпир чикĕре тăтăмăр. Таврăнсан çур çул чаçре пултăмăр. Çакăн хыççăн Сирине командировка ячĕç. Сири çарĕн салтакĕсемпе Игл группировкипе кĕрешрĕмĕр. Пуш хирте 5 уйăх пурăнтăмăр. Шыв çукчĕ, ăна 3-4 кунта е эрнере пĕрре вертолетпа илсе килсе паратчĕç. Кашни литрĕ шутраччĕ. Хăйăр тăманĕ тухсан питĕ йывăрччĕ. Алла тăссан вăл та курăнмастчĕ. Шăпах çавăн пек вăхăтра тăшмансем алхасма юрататчĕç. Салтаксем те çапăçусем вăхăтĕнче аманатчĕç. Эпĕ хамăрăннисене те, Сиринчисенне те пĕрремĕш пулăшу панă. Çавăншăн мана «За спасение погибавших» медальпе чысларĕç.

Тепринче Таджикистана çул тăсăлчĕ. Вăл вăхăтра Талибан группировкисем алхасатчĕç. Вертолетпа Афганистан чиккине сыхланă. Эрнере 2-3 хут вĕçсе хăпараттăмăр, — терĕ Юрий Леонидович.

Сиринчен таврăнсан Беларуç Республикинче иртнĕ «Боевое братство» вĕрентÿре пулнă, çавăн пекех хăйĕн пĕлĕвне те аталантарнă. Паян унăн «Инструктор по тактической медицине» свидетельство пур. Вăл салтаксенчен пуçласа офицерсем таранах пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхтарать.

2020 çулта Арменипе Азербайджан хушшинчи хирĕç-тăру та нумайăшне пăшăрхантарчĕ. Пашьел каччине унта та çитме пÿрнĕ. 2021 çулхи ноябрьте Туçи Карабаха (Нагорный Карабах) командировкăна яраççĕ. Икĕ çул çурă инженерин çар батальонĕпе пĕрле отпуска каймасăр ĕçлет. Çĕршер гектара минăсенчен тасатаççĕ. Кун пек чухне инкек тени салтаксемпе юнашарах çÿрени каламасăрах паллă. Çĕршыв хÿтĕлевçисем темле асăрханса вăй хурсан та сирпĕнсе аманнă тĕслĕхсем пулнă. Ентеш кашнине вăхăтра пĕрремĕш пулăшу парса пурнăçне сыхласа хăварма тăрăшнă. Маттурлăхне, яваплăхне кура ăна «За воинскую доблесть» II степенлĕ медале, «За отличие в службе сухопутных войсках» медале панă.

Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн

Туллă-сăртлă тăрăхран таврăннă хыççăн Юрие бригадăн медицина начальникĕ Украинăри ятарлă çар операцине кайнă май хăй вырăнне тăратса хăварнă. Салтаксене сипленисĕр пуçне документсене те йĕркене кĕртме тивнĕ. Ĕçе çиелтен тума хăнăхманскер çур çĕр иртиччен кирлĕ хутсене тирпейленĕ. Икĕ уйăх çурăран, 2024 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче хăй те неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайнă.

— Сентябрĕн 7-мĕшĕнче вырăна çитрĕмĕр. Тепĕр 10 кунтан малти линие кĕртрĕç. Тăшман пиртен виçĕ çухрăмра çеç пулнă. Паллах, шиклентерет. Эпĕ те çынах вĕт. Анчах хăраса тăма май çук, эпĕ пулăшу памасан салтаксем вилме пултараççĕ, тăван килĕсене таврăнаймаççĕ. Вăрçă хирĕнче кашни çеккунт хаклă. Вăхăта çухатсан çынна та çухатма пултаратпăр. Çак шухăшпа ĕçлетĕп.

Пĕрремĕш пулăшу паракан пункт урлă миçе çын тухнине малтан çырса пыраттăм. Çур çулта 300тен те иртнĕччĕ, кайран вара шутлама пăрахрăм. Эпир хамăр бригадăна çеç мар, ыттисене те йышăнатпăр. Спецназ пулнăран чи малта тăратпăр.

Çăмăлтарах аманнисем пункт патне хăйсемех килеççĕ, йывăртараххисене монокустăрма текеннипе е носилкăпа илсе тухаççĕ. Хам та шала кĕретĕп, пулăшу паратăп, — терĕ Юрий Мешков прапорщик хăйĕн пирки каласа панă май. — Иккĕмĕш хут шала кĕрсен пире питĕ вăйлă пеме, сирпĕтме пуçларĕç. Эпир шкул зданине йышăннăччĕ. Çавăн чухне 3-4 хут та вилĕмпе юнашарах тăтăм, чĕрĕ тухас шанчăк та сахалччĕ. Çывăх юлташăм ишĕлчĕк айне пулса вилчĕ. Вăл манран чылай çул аслăччĕ, «дед» позывнойпа çÿретчĕ, виçĕ хутчен «Мужество» ордена тивĕçнĕччĕ. Иксĕмĕр унпа Сиринче те пĕрле пулнăччĕ. Тепĕр юлташ та йывăр аманчĕ. Ăна хам çинче сĕтĕрсе путвала илсе кайса пулăшу патăм.

Каçхине те тăшман лăпланмарĕ, çĕрĕпех «Баба-ягапа» тата фипи-дронсемпе сыхларĕç. Кашни 10 метрта пĕрре сирпĕтеççĕ. «Эй, Турă, мана тата юлташсене чĕрĕ тухма пар», — тесе мĕн чухлĕ кĕл турăм-ши? Тепĕр кунне аманнă салтаксене хам çинче сĕтĕрсе тухрăм. Пăшалсене те тăратса хăварма юрамасть, вĕсене те кĕрсе илтĕм. 4-5 хут та хутларăм, питĕ хытă ывăнтăм. Анчах вилнĕ юлташăма мĕнле тăратса хăварас? Командир пире илме машина килме тухнине пĕлтерсен те тепĕр хут шала кĕтĕм. Пĕр метр та ытларах чулсен ишĕлчĕкĕ айĕнчи туса чавса кăлартăм.

Юрий çак çапăçу хыççăн «Лука Крымский» медале тивĕçнĕ. Унсăр пуçне тата «За воинскую доблесть» медалĕн пĕрремĕш степенне, «За участие в специальной военной операции» медале панă. Çывăх вăхăтра «За храбрость» медаль хутшăнмалла.

Пур — пĕрле, çук — çурмалла. Савăнăç-хуйха та пĕрлех пайламалла

Çапăçăва кĕрекен салтакăн хăй çинче миçе килограмм япала йăтма тивнине пĕлсен чăннипех те тĕлĕнтĕм. Бронежилет, çапăçу хатĕрĕ, 4-5 кунлăха апат-çимĕç — пĕрле 30-40 килограмран кая мар. Юрăн кунсăр пуçне тата пĕрле пĕрремĕш пулăшу памалли япалисене те илмелле, вĕсем тепĕр 20 килограмран кая мар таяççĕ. Мĕн чухлĕ вăй, чăтăмлăх кирлĕ вĕт çакăн йывăрăш япаласене йăтса çÿреме!

Пĕрле илнĕ апат нумайлăха çитмест, çавăнпа та салтаксене ыттисем илсе килсе параççĕ. Дронсем сыхланă чухне вара йывăртарах, шыва та, çимеллисене те салтаксем пĕрле пайлаççĕ.

Çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн ачасен çырăвĕсем, вĕсем хатĕрлекен пĕчĕк парнесем те питĕ паха иккен. Çакна отпуска килнисенчен кашнийĕ палăртать. Юрий те вĕсен сăмахне çирĕп-летрĕ.

— Маларах отпуска килсен Ишлĕри шкул-садра, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнăччĕ, манран çырусем парса ячĕç. Эпĕ вĕсене малти линие илсе кĕтĕм. Аманнă салтаксене, суранĕсене сипленĕ хыççăн, çав çырусене тыттартăм. Мĕн тери хĕпĕртерĕç! Чăвашла çырнисем те пурччĕ, вырăсла куçарса патăм. Кашнийĕ хаваспах хăйпе пĕрле илчĕ.

Тăван енпе, килпе çыхăннă кашни япала унта хаклă. Хамăр енчи салтаксем çывăхрине пĕлсен 5 минут калаçассишĕн те кайса килетпĕр. Гуманитари пулăшăвĕпе килекен япаласем те чуна ăшăтаççĕ. Пире Самара облаçĕнчен, Тольяттинчен илсе килсе параççĕ. Салтаксен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, паттăрла пуçне хунă çар çыннисен мăшăрĕсем ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Пире çакăн пек тĕрев панăшăн волонтерсен ушкăнĕсене тав сăмахĕ каламалăх пур, — тет ентеш.

Пăлапуç Пашьел ачине паян ашшĕ-амăшĕпе пĕр тăванĕсĕр пуçне хавхалантарса тăракан мăшăрĕ те пур. Нумай пулмасть çеç Юрий Саратов хĕрĕпе мăшăрланнă. Кристина аслă пĕлÿллĕ, биологи учителĕ. Халĕ магистратурăра вĕренет.

— Пурнăçра шанчăклă çынсем пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аттепе анне хуть хăçан та юнашар, пур йывăрлăхра та алă тăсса параççĕ. Савнă çын сана кĕтни тата савăнтарать. Эпĕ пĕр япала пĕлетĕп — мана кĕтеççĕ, — терĕ Юрий мăшăрĕн аллине ăшшăн çупăрласа.

Çамрăк çемьене телейпе юрату, Юрăна çĕнтерÿпе, сывлăхпа таврăнма сунса тахçантанпах пĕр-пĕрне пĕлекен çынсем пекех уйрăлтăмăр.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика