Пасара каясчĕ, тавар туянасчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:32 Просмотров: 62

Патăрьелĕнчи «Юхма» пасара кĕнĕ çĕртех килти хушма хуçалăхра туса илнĕ япаласене сутакансем нумайăн. Тĕреклĕ арçын чăмăрĕнчен те пысăкрах хĕп-хĕрлĕ пан улмисем куçа илĕртеççĕ. Килте ÿснĕскерсен пĕр килограмне 150 тенкĕпе сутаççĕ. Çур килограмм чеснока 150 тенкĕпе туянма май пур. Юнашарах витресемпе сухан та сутаççĕ. Витре калăпăшне кура хакĕ те тĕрлĕрен. Акă, 7 килограмм таяканни 200 тенкĕ тăрать.

Кăмпа вăхăчĕ иртсе пырать пулсан та ăна сутакансем нумайăн-ха. Пĕр литрĕ — 500 тенкĕ. Туянас текенсем пур. Пыл кирлĕ пулсан та ютра шыраса çÿремелле мар. Унăн 3 литрĕ — 1800 тенкĕ. Пĕчĕк савăтсемпе те сĕнеççĕ.

Хĕле кĕмелли нумай юлманни, картишсем пушанма пуçлани те пасарта çÿренĕ май сисĕнет. Пуснă, тасатса тирпейленĕ хур — 3000, кăвакал 1800 тенкĕ тăрать.

Сывлăха çирĕплетме, иммунитета ÿстерме тĕрлĕ чей курăкĕ туянма пулать. Кăвак матрÿшкен пĕчĕк çыххи 150 тенкĕ. Ăна Ульяновск облаçĕнчи Сурскине çитиех татма каяççĕ. Чапăр, мята, зверобой тата ыттисемшĕн 50 тенкĕ ыйтаççĕ.

Пĕр мăшăр юман милĕкне — 300, хурăна — 200, хутăшшине 250 тенкĕпе сутаççĕ. Мунчара çапăнса киленме хуть те хăшне туян.

Апат-çимĕç сутакан вырăнта яланах халăх туллиех. Шăнтнă хек ( пĕр кг) — 380, минтай, навага — 280, горбуша — 490, пикша — 530, скумбри (пуçĕпе) — 400, форель — 1150, тăварланă скумбри — 650, сельдь 350-450 тенкĕ тăраççĕ.

Çу вĕçленсен те паян пахча çимĕçрен татăк тăмастпăр, кĕсьере укçа анчах пултăр. Пĕр килограмм помидоршăн 150-250 тенкĕ таран кăларса хумалла. Хăярпа кабачки те сентре тулли.

Кивине (пĕр кг) — 180, пан улмие — 80, фейхуана — 200, черносливпа хурмана — 180, мандарина — 180-200, грушăна (коференц сорт) — 270, винограда — 160-200, лимона — 250, клюквăна 400 тенкĕпе сутаççĕ.

Ăшă тум-тирпе атă пушмак туянас текенсем те кăмăлĕсене тултараяççĕ. Хĕллехи курткăсен хакĕ тăршшĕнчен тата ăшне мĕн тултарнинчен килнине пĕлтерчĕç сутуçăсем. Кĕскисем 3500 кая мар. Кăçатăсем валли 1500-1800 тенкĕ, тĕплисем кирлĕ пулсан 3000-3500 тенкĕ хатĕрлесе каймалла. Çумăрлă, шăпах хальхи вăхăтра çÿремелли ăшлă калушсене 400-500 тенкĕпе параççĕ.

Алă ĕç ăстисем кил-хуçалăхра кирлĕ таварсем те сутаççĕ. Пуртă аври 300-450, вĕрен 250-700 тенкĕ тăраççĕ.

Пасарти хаксем таканари шыв пек чÿхенме те пултараççĕ, çавăнпа та материала çырнă чухне вăтаммипе усă курма тăрăшнă.

Ольга ПЕТРОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика